Комментировать

19 Дек, 2017

Çамрăксен куçĕнче хĕлхем асăрханă та...

«Çулăмлă чĕресем»… Шăпах çак ята суйланă Çĕнĕ Шупашкарти хими-механика техникумĕнче йĕркеленнĕ шырав отрячĕ валли. Унăн хастарĕсен чĕрисем чăнласах та çулăмлă, ĕçĕсем вара курăмлă. Отряд пуçаруçи тата ертсе пыраканĕ — ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Людмила Селиванова.

Пуçламăшĕ

Людмила Ивановнăна, чылай çул физика вĕрентнĕскере, халĕ тивĕçлĕ канурискере, Раççей писательсен союзĕн членне, сăвăсен виçĕ пуххин авторне, шырав ĕçне пуçăнма, çак ĕçе çамрăк ăрăва явăçтарма мĕн хистенĕ-ха? « <...> 2015 çулта техникумри музей çумĕнче ятарлă ушкăн йĕркелерĕмĕр. Чи малтанах Çĕнĕ Шупашкарта акци ирттерессине пĕлтертĕмĕр: компьютерпа усă курман аслă çулсенчи çынсем, вăрçă çулĕсенче вилнĕ тăванĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлес текенсем, пирĕн отрядри çамрăксенчен пулăшу ыйтма пултараççĕ. Вĕсене студентсем интернет-ресурссем урлă салтак шăпи пирки тĕплĕнрех пĕлме майсем туса пачĕç», — калаçăва пуçларĕ Людмила Селиванова. <...> 

Сычевка çĕрĕ çинче

Инçе çултан ырă ĕмĕт-шухăшпа таврăннă вăл, Ржев-Сычевка операцие хутшăнса вилнĕ ентешсене халалласа плитасем лартмалли пирки чылай çĕрте калаçнă. Отряд йышĕ те палăрмаллах ÿснĕ, малтанлăха вара унта виçĕ студент çеç пулнă. Хавхаланнă çамрăксем «Çулăмлă чĕресен» пуçаруçипе пĕрле Астăвăм кĕнекин 6 томне тĕплĕн тишкернĕ, Чăваш Енрен фронта кайса Смоленск облаçĕнчи Сычевка çĕрĕ çинче ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă 384 салтакăн ят-хушаматне тупса палăртнă, районсемпе хуласем тăрăх списоксем хатĕрленĕ. Вĕсене район-хулари çар комиссариачĕсене ярса парса тата информацин ытти çăл куçĕ урлă тĕрĕслесе тепĕр хут çирĕплетнĕ. Ентешсене халалласа астăвăм плитисем тумашкăн укçа-тенкĕ кирли пирки тĕрлĕ çĕре, çав шутрах — республика Правительствине те, çырусем çырнă.  <...> 

Тăрнасем панă паллă

Паллах, çак ĕçшĕн вĕсене никам та укçа тÿлемест. Шыравçăсен юхăмĕ тĕпрен илсен энтузиастсем çинче тытăнса тăрать. Çынсем опыт пухаççĕ те вĕсемпе ыттисене паллаштараççĕ. <...> 

Çак отряд — ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Вăл Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш шкула шефа илнĕ. «Çулăмлă чĕресене» кура асăннă шкулти 24 класс Смоленск облаçĕнчи ытти 24 районта пуç хунă чăваш салтакĕсен шăпине уçăмлатас енĕпе ĕçлеме тытăннă. 10-мĕш шкулти кадетсем вара Тверь облаçĕнчи Ржев районне суйласа илнĕ. <...> 

Çĕнĕ Шупашкарти отряд шыравçăсен ытти пĕрлешĕвĕпе те çыхăну тытать. Тĕслĕхрен, Мари Элти «Демос» отрядпа. Çу уйăхĕнче унăн ертÿçи Дмитрий Шипунов техникумра тĕлпулу ирттернĕ. «Дмитрий «Демос» Смоленск облаçĕнче шырав ĕçĕсем ирттернĕ чухне отряд çийĕн кăрлинк-кăрлинк сас парса 12 тăрна карталанса вĕçсе иртни, çавсенчен 2-шĕ ушкăнран уйрăлса отряд çийĕн темиçе çаврăм туни, унтан ыттисене хăваласа çитни пирки каласа кăтартрĕ. Çав кун отряд 12 салтакăн кĕлетке юлашкийĕсене тата 2 медальон тупнине пĕлтерчĕ. Мĕн ку? Мистика-и? Е тĕл килни-и? Çак тĕлпулу хыççăн темиçе кунранах хамăр хулари парад вăхăтĕнче тÿпере вĕçен кайăксем ушкăн-ушкăнпа карталанса вĕçсе иртрĕç. «Çак вĕçен кайăксем эпир «тупнă» 384 салтак пулчĕç, вĕсем пире хăйсем çинчен аса илтерес терĕç ахăртнех», — хумханчĕç студентсем. Хăйне евĕрлĕ паллă манăн пурнăçра та пулнă. Кун пирки эпĕ тин çеç ăнкарса илтĕм. Черетлĕ мероприятие хатĕрленнĕ май музыка композицине пăхатăп: Расул Гамзатовăн сăввипе çырнă юрă янăрать /вилнĕ салтаксем шурă тăрнасене çаврăнни пирки/, вĕçсе иртекен тăрнасене хĕр алă сулать. Çак ÿкерчĕке курса хам 1995 çулта Белгород облаçĕнче пулнине аса илтĕм. Ун чухне эпĕ чăваш делегацийĕпе пĕрле воспитани ĕçĕн ыйтăвĕсемпе йĕркеленĕ канашлăва хутшăннăччĕ. Ун хыççăн мăшăрăм ыйтнипе хуняман пĕрремĕш упăшкине Иван Селиванова пытарнă тăванла масар çине кайма тухрăм. Мана çав ял ăçта вырнаçнине, 7 километр çуран утмаллине ăнлантарчĕç. Ака уйăхĕ, çĕр сывлама пуçланă ĕнтĕ. Утнă май кунта вăрçă вăхăтĕнче танксен çапăçăвĕ пулнă тесе шухăшлатăп. Сасартăк ман пуç çийĕн тенĕ пекех, питĕ аялта, тăрнасем карталанса вĕçсе иртрĕç. Эпĕ вĕсене ун чухнехи пек питĕ çывăхран пĕрре те курман! «Кăрлинк-кăрлинк!» — сас пачĕç хăйсем. Çакă мана шырав ĕçне пуçăнмалли паллă пулнă», — Людмила Селиванова питĕ кăсăклă каласа панăран ăна итленĕçемĕн итлес килет.

Çакăн пек хастарсене пула аталанса пырать те ĕнтĕ пирĕн çĕршывра шыравçăсен юхăмĕ. Тулли верси...

 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.