Комментировать

19 Дек, 2017

Тĕрме алăкĕ уçăлса хупăнать, тупăкăнне тĕкĕнеймĕн

Нумаях пулмасть федераци шайĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсем Питĕр хулинче пурăннă Евграф Пайманов художника вĕлернĕ çынсене суд тунине тупăшса тенĕ пек пĕлтерчĕç. Кун пирки «Хыпар» Издательство çурчĕн сайтĕнче те çырнăччĕ.

Суриковпа Врубель вĕреннĕ шкула çул тытнă

Çапла, теприсемшĕн Евграф Пайманов – Санкт-Петербургри хальхи вăхăтри чи лайăх ÿнер ăстисенчен пĕри. Анчах вăл – пирĕн художник. Чăваш художникĕ. Етĕрне районĕнчи Мăрсакассинче 1949 çулта çуралнăскер И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика ин-ститучĕн /халĕ – университечĕн/ ÿнерпе графика факультетĕнче вĕреннĕ. Анчах унпах çырлахман Чăваш Ен çĕрĕ çинче аталаннă маттур ар — малалла вĕренме ĕмĕтленнĕ. Çавăнпах вăл çĕршывăн çурçĕрти тĕп хули текен Питĕре çул тытнă. Санкт-Петербургри ÿнер академийĕнче ăс пухма ĕмĕтленнĕ. Ара, ăна хăй вăхăтĕнче Пĕрремĕш Петĕр патша уçнă-çке, унта Федор Рокотовпа Семен Щедрин, Илья Репинпа Василий Суриков, Михаил Врубельпе Валентин Серов вĕреннĕ.

Пĕрре ăнтăлнипех çулĕ уçăлман-ха чăваш каччин. Мал ĕмĕтлĕ те талпăнуллă, хитре те çÿллĕ, тÿпе пек кăн-кăвак куçлă çамрăк пуç усман: академин И.Е.Репин ячĕллĕ Живопись, скульптура тата архитектура институтне кĕнĕ-кĕнех.  <...>

«Анне чĕлхине епле пĕлмĕн-ха?»

Питĕрти аслă шкула Евграф Паймановпа пĕр вăхăтра вĕренме кĕнĕ Самар чăвашĕ, халĕ Çыранçи Чаллă /Набережные Челны/ хулинче ĕçлесе пурăнакан Владимир Акимов художник ентешĕмĕрпе паллашнине аса илсе çырса кăтартни кăсăклă. «Эсир Чăваш Енрен-и?» – илтнĕ вăл Питĕрти аслă шкулăн йышăну пÿлĕмĕнчи секретарь ыйтăвне. «Çапла», – хуравланă палламан сасă. «Наци кадрĕ евĕр заявлени çырнă та, хăвăр чăвашла пĕлетĕр-и вара?» – малалла кăсăкланнă йышăну пÿлĕмĕнчи. «Анне чĕлхине епле пĕлмĕн-ха? Сире юратнине чăвашла пĕлтерем-и, хĕрĕм?» – юлашки сăмахне тăван чĕлхепех каланă Евграф Пайманов. Абитуриент чăваш пулнине кура Владимир Акимов Евграф Паймановпа паллашнă, çав самантран вĕсем ĕмĕрлĕхе туслашнă. «Инсульт хыççăн хăлха начар илтет. Хытăрах кала», – телефонпа 2009 çулта пупленĕ чух çапла хуравланине те тепĕр аса илÿре çырса кăтартнă Самар çĕрĕ çинче çуралнă художник.

Картинисемпе Бостонпа Хельсинки, Иерусалимпа Кельн паллашнă

Чăн пурнăçа кăтартма кăмăллакан Евграф Семенович пейзаж ăсти пулнă. Çапах та вăл истори тематикине те, жанр сценисене те сăрă урлă кăтартнă. Етĕрне çĕрĕ çинче çуралнă паллă художник ĕçĕсене Питĕрпе Шупашкарта çеç мар, чикĕ леш енче те кăмăлласа йышăннă. Унăн ÿкерчĕкĕсен куравне Финляндири Хельсинки тата Турку, Америкăри Бостон, Филадельфи, Лос-Анджелес, Израильти Иерусалим, Германири Кельн тата Ганновер хулисенче йĕркеленĕ.

Ентешĕмĕрĕн аппăшĕн Нина Семеновнăн ывăлĕ Владимир Алексеев çак йĕркесен авторне пĕлтернĕ тăрăх, Евграф Пайманов ĕçĕсене Китайри уйрăм коллекционерсем уйрăмах йышлă туяннă. Сăнарлă искусствăна юратакан Японири, Германири, Финляндири, АПШри çынсем те Питĕрте ĕçлесе пурăннă чăваш художникĕн ĕçĕсене хаклă реликви евĕр упраççĕ. <...>

Чун канăçне тăван çĕр çинче тупма ĕмĕтленнĕ

Сăрă ăстин çывăх тăванĕ, маларах эпир асăннă Валерий Алексеевич, куккăшне юратса аса илчĕ. Евграф Пайманов тăван тăрăха час-часах килсе çÿренĕ. Вăл çуралнă Мăрсакассинчи тĕп киле Паймановсенчен чи аслин, Семен Семенович хĕрĕсем, Альбинăпа Ирина, пăхса тăраççĕ.

Аппăшĕн ывăлĕпе Валерий Алексеевичпа калаçса ларнă чух Евграф Семенович юлашки канăçне тăван тăрăхра тупас килнине пĕрре кăна мар палăртнă. «Анчах кам илсе килĕ-ши?» – пăшăрханнă вăл.

Çывăх çыннине вĕлернĕ текен усал хыпара илтсен Владимир Алексеев ашшĕ енчен тивекен тăванĕпе, Анатолий Паймановпа, Санкт-Петербурга самантрах тухса кайнă. Çапла вара пĕлтĕрхи утă уйăхĕнче Евграф Пайманова Янăм ял çăви çинче чăваш йăли-йĕркине пăхăнса пытарнă.

Паймановсен юнпа куçнă таланчĕ

Эпир çыхăннă Етĕрне ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Людмила Чернова Паймановсен йăхĕ хитре ÿкернине палăртрĕ.  <...>

Художникăн аппăшĕн ывăлĕнчен Валерий Алексеевран тăванне вĕлерекенсен айăплавне хаклама ыйтсан преступниксем пирки тÿрккес каламарĕ, çапах та вăл «тĕрме алăкĕ уçăлса хупăнать, анчах тупăкăнне тĕкĕнеймĕн» шухăша палăртрĕ.

Пăхма йышăнни тĕп тунă

Пĕлменнисем валли уçăмлатар: художника пĕлтĕрхи утă уйăхĕн пуçламăшĕнче Питĕрти хваттерĕнче вĕлернĕ. Темиçе çул каялла инсульт пулнăскер кÿмепе çÿренĕ – Евграф Паймановăн сулахай енĕ ĕçлемен. Мăшăрне пăхма тесе арăмĕ хăй вĕрентекен 19-ти хĕре ыйтнă. Шăпах çав пике чăваш художникĕн кун-çулне татма шухăшлать те. <...> Тулли верси...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.