Комментировать

15 Дек, 2017

Улмуççи çеçке çурать — пахча илемпе тулать

Канаш районĕнчи Ăвăспÿрт Кипечре çуралса ÿснĕ Николай Семенова тăван тăрăхра кăна мар, кÿршĕллĕ ялсенче те аван пĕлеççĕ. Вăл юлашки çулсенче республикăри улма пахчисене тĕпрен лайăхлатас тата çĕнĕрен чĕртес тĕллевпе пархатарлă пуçару тунă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче çитĕннĕ çамрăксем пурте тенĕ пекех, пĕчĕк чухне ашшĕ-амăшĕпе пĕрле, каярах хăйсем тĕллĕнех, тăван хуçалăхра çу каçипех вăй хунă. Çакăнтан пуçланнă та ĕнтĕ тăван тавралăха, çĕр-аннемĕре юратасси.

— Эпир колхозрах ÿсрĕмĕр темелле. Çулла киле çывăрма кăна кĕнĕ, — аса илчĕ ачалăх çулĕсене Николай Семенович. — Малалла вĕренес килнĕрен тата техникăна юратнăран шкул хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти хими-механика техникумĕн хими промышленноçне механизацилес уйрăмне кĕтĕм. Унтан пĕлĕве Йошкар-Олари политехника институтĕнче тарăнлатрăм, вăрман хуçалăхĕн инженерĕ пулса тăтăм.

Н.Семенов Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленсе çемье çавăрнă, мăшăрĕпе хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Екатерина качча кайнă, Мускавра пурăнать. Павел Чăваш патшалăх университетĕнче строителе вĕреннĕ.

— Хулара пурăнсан та чунăм ялтахчĕ, — терĕ малалла вăл. — Хăш чухне шухăшпа ăçта кăна çитсе çаврăнмастăмччĕ пулĕ. Хуçалăхсем арканма, садсем юхăнма, уйсенче хыт хура алхасма тытăнсан чĕре йăшкаса ыратма пуçларĕ. Ача чухне пирĕн килте темшĕн йăпанмалăх та пулин астивмелĕх улма-çырла туса илессине йăлана кĕртмен. Пан улми питĕ çиес килетчĕ. Витамин çитмен пулĕ ĕнтĕ. Хальхи ачасем валли те вырăнта туса илнĕ, экологи енчен таса çимĕç сахал. Пĕтĕмпе тенĕ пекех таçтан кÿрсе килнине пасарта туянатпăр. Вăл вара организма епле витĕм кÿнине пĕлместпĕр. Пĕр тĕслĕх. Кăнтăрта шăрăха пула хурт-кăпшанкă вăйлă ĕрченĕрен вĕсемпе кĕрешме пахчасене çу каçипе темиçе хут сиенлĕ препаратпа сирпĕтеççĕ. Пирĕн патра вара 1 е 2 хут çеç, е пачах та сирпĕтмеççĕ. Мĕншĕн тесен хурт-кăпшанкă, вĕсен куколки хĕлле сивĕпе нумай пĕтет. Ютрине ан çĕртĕр тесе ятарлă шĕвекпе витни те самаях шухăшлаттарать. Ăна туяниччен мĕншĕн хамăрăнне нÿхрепсенче хĕл каçарас мар? Наци сывлăхне çирĕплетекен программăпа çине тăрса ĕçлемелле пирĕн. Кăçал нарăс уйăхĕнче Мускавра иртнĕ хресчен- фермер хуçалăхĕсен сћездĕнче кун пирки те, садсене чĕртсе çĕнетесси пирки те сăмах каларăм. Дотаци памасăр ĕç вырăнтан тапранаймĕ терĕм. Мĕн тетĕр? Лав вырăнтан хускалчĕ. Çавăнпа та темиçе çул каялла вăй-хал, сывлăх пур чухне яла кайса çĕр илес те /çуралнă килте шăллăм çемйипе пурăнатчĕ ун чухне, шел, 8 çул каялла пирĕнтен яланлăхах уйрăлчĕ/ сад ĕрчетес тесе шухăшлаттăм. «Антоновка» ушкăнлă юлташлăхри лаптăкра пĕчĕк питомник йĕркелерĕм. Сыпнă улмуççи хунавĕсене вырнаçтарса яла куçса çурт тумалăх нухрат хатĕрлерĕм. Çынсем пек йĕркеллĕ канса сывлăха çирĕплетесчĕ тесе санаторисем тăрăх çÿремен эпир, шик шăхăрса пурăнман.

Автомашинăсăр пурăнма май çукран Н.Семенов водителе вĕреннĕ. Ывăлĕ Павел ЧР Ял хуçалăх министерствин хушма професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ центрĕнчи ятарлă курсра фермер ăсталăхĕпе çывăхрах паллашнă. П.Семенов халĕ 4 çул хресчен-фермер хуçалăхне ертсе пырать. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ял хĕрринче хыр пĕренерен пураласа хăпартнă илемлĕ çуртра иккĕмĕш çул хĕл каçать. Эпĕ пулнă кун вăл тĕллевлĕ ĕçпе автомашинăпа çула тухнăччĕ. Мансарда евĕр янтăланă икĕ хутлă кил-çуртра тивĕçлĕ канăва тухнă Семеновсем иккĕшехчĕ.

Хуçалăхăн халĕ 17 гектар çĕр, иккĕшне харпăрлăха куçарнă, ыттине тара илнĕ. Улмуççи, чие, груша, иçĕм çырли, хăвăш... Мĕн тĕрлĕ хунав çук пулĕ кунта! Пурăна киле абрикоспа черешня та «пропискăллă» пулĕç. ХФХне аталантарма Павел Николаевича 2015 çулта «Ĕçе тытăнакан фермер» конкурса хутшăнса грант çĕнсе илни самаях тĕревленĕ.

Шăннă çĕре кăпăшка шурă çи виттипе витнĕ питомникпе паллаштарас тĕллевпе Николай Семенович мана пахча тăрăх чылайччен çÿретрĕ. Çуркунне хунавсем ăшăпа маларах вăранса вăй илччĕр тесе хăй аллипе ăсталанă çÿллĕ те самаях пысăк теплицăна та кĕрсе куртăмăр. Кашни çамрăк йывăç е тĕм пирки темчченех каласа пама хатĕр сад ăсти. Хăçан лартнă, ăçтан куçарса килнĕ — лаптăкра темиçе çĕр е пин йывăç-тĕм хунавĕ пулсан та йăлт астăвать. Чăн-чăн «чĕрĕ энци-клопеди!» Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.