Комментировать

11 Дек, 2017

Пурăнма пÿрсен...

Çирĕм пĕррери чиперкке Дарья Вострецова пурнăçра ашшĕ-амăшĕн хÿттине курма тивменшĕн шăпине ÿпкелемест. Кашни çыннăн хăйне пÿрнĕ çулпа, вăл темĕнле тумхахлă пулсан та, чыслăн утмаллине ăнланать. Чунĕ кÿтсе килсен шалти ыратăвне сирме аллине калемпе хут тытать те лирика авăрне путать. Капланнă шухăшĕсем хут çине йĕркен-йĕркен выртса илемлĕ сăвва çаврăнаççĕ. «Аннеçĕм, хамăн çĕнĕ хайлавпа паллаштарам-и?» — ху-шăран çепĕççĕн пырса тĕршĕнет вăл асламăшĕ çумне. Çапла, çывăх çынни хăйĕн пурнăçĕн тĕрекĕ пулнине туйса ăна вăл çут тĕнчене килнĕ чылай ача чи малтан каланă сăмахпа чĕнет.

Асанне-управçă

Хăйĕн мăнук пуррине, вăл ача çуртне лекнине иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Вера Васильевна ăнсăртран пĕлнĕ. Пĕчĕк Дашăна амăшĕ ача çуратмалли çуртрах пăрахса хăварнă-мĕн. Çут тĕнчене вăхăт çитичченех, ултă уйăхра килнĕ пепке сывă юласси иккĕлентернĕ-ши хĕрарăма, урăх сăлтав хĕтĕртнĕ-ши — кювеза вырнаçтарнă тĕпренчĕке патшалăх çуртĕнчех хăварма килĕшсе алă пуснă. Тухтăрсем вара пĕчĕк хĕр пурнăçĕшĕн кĕрешнĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн тивĕçлĕ орган ĕçченĕсем пепкене Улатăрти ача çуртне ăсатма йышăннă.

— Çулталăк ытларах иртсен мана асанне шыраса тупман тăк, вăл мана хăйĕн хÿттине илмен тĕк паян ăçта пулăттăм-ши, пурнăçăм мĕнле çаврăнса тухĕччĕ-ши? — ку ыйту тавра Дарья шухăшне час-часах вĕçтерет.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕ хăйĕн çинчен аслă шкулти тус-тантăшне каласа памашкăн юратмасть. Ача чухне кÿренмелли сăмахсем нумай илтнĕ те — ыратма чарăнман сурана çĕнĕрен чĕлпĕнтересрен асăрханать.

— Ача çуртĕнче чухне утма та пĕлмен эпĕ, аталану тĕлĕшпе тантăшсенчен кая юлса пынă. Асанне опекăна илнĕ хыççăн манпа больницăна кайсан невропатолог тарăхсах кайнă. «Мĕне кирлĕччĕ сире çакăн пек чăлах?» — мăртăхнă вăл асаннепе ман «çăпансем» çинчен калаçнă май. Çывăх çыннăм мана сыватассишĕн мĕн чухлĕ тăрăшнине халĕ тин кăштах ăнкаратăп. Çулталăк та çичĕ уйăха çитсен тин утма пуçланă эпĕ. Кĕçех чĕлхе те уçăлнă: тÿрех предложенисемпе калаçма тытăннă-мĕн. Эпир хайхи невропатолог патне шăп та лăп çулталăк иртсен кайнă та — тухтăр мана курса питĕ тĕлĕннĕ, унччен каланă сăмахĕсемшĕн каçару та ыйтнă-мĕн, — аслисем каласа панине пуçрах тытать хĕр. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.