Комментировать

8 Дек, 2017

Çамрăк ăру хăй мĕн пăхнине ăнлантăр

Елена Николаева Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн директорĕнче ĕçлеме пуçланăранпа ултă çул иртрĕ. Ун умĕн вăл ултă çул Культура программисен республика дирекцийĕнче вăй хунă, тата маларах — хула шкулĕнче вырăс ачисене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Елена Васильевнăн йĕркелÿçĕ пултарулăхĕ пысăккине вăл хутшăннипе культура дирекцийĕнче йĕркеленĕ проектсем лайăх çирĕплетеççĕ: «Туйăмсен музыки», «Культура — социаллă адрес», «Вокзал — Vauxhal!», «Чăваш Республикин культура территорийĕ», «Раççей юррисем»... Çамрăксен театрĕнче те грант конкурсĕсене хутшăнассине тĕпе хурать вăл. 2011-2014 çулсенче кăна театр бюджетне грантсем урлă тивĕçнĕ 6 миллиона яхăн тенкĕпе пуянлатнă. Тĕплĕнрех Елена Васильевнăран хăйĕнчен ыйтса пĕлер.

Малтанхи опыт пулăшнă

— Елена Васильевна, эсир театра ĕçлеме килнĕ вăхăта таврăнар-ха. Ун чухне унта çивĕч ыйтусем паянхинчен вун-вун хут ытларах пулнă. Вĕсене татса парассине мĕнрен пуçларăр?

— Çамрăксен театрĕнче ĕçлеме пуçличчен Культура программисен дирекцийĕнче пухнă опыт питĕ вырăнлă пулчĕ. Унта культура акцийĕсемпе массăллă мероприятисем йĕркелеме грантсем çĕнсе илни питĕ пулăшатчĕ. Театрта çав майсемпе пачах ĕçлемен темелле. Шăпах çакăнтан пуçларăм та. Театра манпа пĕрле культура программисен дирекцийĕнчи шанчăклă çынсем те килчĕç. Çапла пуçăнтăмăр ĕçе. Грант укçа парать, пурнăçлакан ĕçĕн пахалăхне ÿстерет, малалла утма пулăшать. Тепĕр самант — халăх театр çинчен илтменни питĕ канăçсăрлантарчĕ. Тепĕр чухне хулара пурăнакансемех вăл ăçта вырнаçнине пĕлменни тарăхтаратчĕ. Çавăнпа çине тăрсах реклама енĕпе ĕçлеме пуçларăмăр. <...>

Çамрăк ăрăва тĕлĕнтерес тесен

— Елена Васильевна, Çамрăксен театрĕ ытти чухне те гастроле çÿренĕ. Грант укçипе çула тухнин уйрăмлăхĕ пурах ĕнтĕ.

— Паллах. Артистсем хăйсене çын пек туйса илчĕç. Чи малтанах транспорт уйăрса панă. Унтан — ытти чухнехи пек шкулти е клубри пĕр пÿлĕмре мар, хăтлă хăна çурчĕсенче пурăнаççĕ. Кăçалхи грант укçипе — 510 пин тенкĕпе — артистсем Мари Эла çитсе килчĕç. Гастрольти репертуарта пĕчĕккисем, кĕçĕннисем тата аслисем валли лартнă спектакльсем пулчĕç.

— Укçа пурри тĕрлĕ майпа усă курма пулăшать. Сăмахран, ытти театр режиссерĕсене чĕнсе илсе ĕçлеттерме те…

— Ун пек опыт пирĕн те пур. 2013 çулта «Кураж инкене» /Мамаша Кураж/ лартма Пушкăртстанри çамрăк, анчах питĕ пултаруллă Айрат Абушаханов режиссера явăçтартăмăр. Хам та семинарсене час-часах тухса çÿретĕп, çĕнĕлле ĕçлемеллине курсах, туйсах тăратăп. Паянхи ачасем те доска çине кăна çырмаççĕ, планшетпа, телефонпа, компьютерпа усă кураççĕ. Çамрăк ăрăва тĕлĕнтерес тесен пирĕн яланах вĕсен шайĕпе, маларах та пымалла. Иртнĕ çул Саратоври «Колесо» форумра режиссерсен питĕ кăсăклă ĕçĕсемпе паллашрăм. Паллах, унашкаллисене чĕнсе илме укçа-тенкĕ самай кирлĕ, анчах грант ĕçĕсем хатĕрлесе çав ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулатех.

— Çамрăксемпе ачасен наци театрĕсен регионти «Юмах палитри» фестивалĕ пирки мĕн каланă пулăттăр?

— Питĕ кирлĕ мероприяти. <...>

— Фестивале театр педагогĕ хутшăнни ахальтен мар пуль ĕнтĕ?

— Театрта çак должноçа кĕртесшĕн, чылай çĕрте пур вăл. Эпир шкулсемпе ĕçлетпĕр, ачасене спектакльсене явăçтаратпăр. Тепĕр чухне çамрăк ăру хăй мĕн пăхнине те ăнланмасть, шăпах унашкаллисем валли театрта педагог-психолог кирлĕ.

Юбилее — çĕнĕ çуртра

— Елена Васильевна, Çамрăксен театрĕ иртнĕ çул вĕçĕнче çуртлă пулса тăчĕ. Çеçпĕл Мишшин çуралнă кунĕ сире, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрне, «Çеçпĕл» кинотеатр çуртне парассине пĕлтерчĕç. Коллектив çак хыпара мĕнле йышăнчĕ?

— Яланхи ĕмĕт, 85 çула тăсăлнăскер, тинех пурнăçланчĕ. Артистсемшĕн Çĕнĕ çул парни пулчĕ вăл. Йышра кам пур — пурте, вĕсен ачисем, мăшăрĕсем, çывăх тăванĕсем — юсав ĕçне ниме мелĕпе хастар хутшăнчĕç. Раштавăн 20-мĕшĕнчен Çĕнĕ çул елки ирттерме мехел çитертĕмĕр. Çу уйăхĕнче кунта пуçĕпех куçрăмăр. Пĕчĕк залра спектакльсем кăтартма пуçларăмăр. Кунтах кинофильмсем те кăтартатпăр. Театрăн юбилейне çитес çулхи ака уйăхĕнче хамăрăн çуртра, çĕнĕ залра паллă тăвăпăр. Юсав ĕçĕсене унччен вĕçлетпĕрех.

<...>

— Сирĕн театрта студисем ĕçлени пирки те илтнĕччĕ.

— <...> Ташă студине Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнчи Светланăпа Андрей Петровсем ертсе пыраççĕ. Театр студине çÿрекенсемпе хамăрăн артистсем ĕçлеççĕ. Тен, вĕсенчен 1-2-шĕ те пулин пирĕн пата килес тĕк — питĕ лайăх пулĕччĕ. Чи-чи пултаруллисене Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтне вĕренме яма та май шырăпăр.

— Чăваш Енри театрсенче режиссерсем çитменни куç умĕнчех. Сирĕн те çав çивĕч ыйту пур-и?

— Шел те, çапла. Ăна татса пама май килнĕ таран тăрăшатпăр. Дмитрий Петров артист Ярославльте куçăн мар майпа режиссера вĕренет. Çитес çул хамăрăн ĕçченсенех ГИТИСа пĕлÿ илме ярасшăн. Хамăрăн режиссерсенчен те — Иосиф Дмитриевпа Василий Пектеевран — вĕренмелли пайтах. Вĕсем артистсемпе питĕ тарават ĕçлеççĕ. Артисчĕсем мĕне тăраççĕ тата. <...>

— Хăвăрăн çурт пур, фестивальсем ирттеретĕр. Тата мĕн тăвас тетĕр?

— Икĕ çултисем валли «беби-театр» йĕркелесшĕн. Питĕре кайсан унашкаллинче пулса курнăччĕ. Артистсем сцена çинче мар, ачасен хушшинче выляççĕ. Шăпăрлансемшĕн çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ, вĕсем «чĕр чунсене», «тискер кайăксене», асамçă çынсене алăпа тытса пăхаççĕ, çак «тĕнчепе» çыхăнура çитĕнеççĕ. Мĕн пĕчĕкрен театрпа çывăх пулса ÿснисем çитĕнсен те унран ютшăнмĕç. Çак шухăша тĕпе хурса ĕçлетĕп эпĕ. Тулли верси...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.