«Санăнни пек упăшкапа пилĕк ача та çуратма юрать»
Кашни çемьере уйрăм патшалăхри пек хăйĕн саккунĕсем, харпăр йăли-йĕрки. Пĕчĕк çав патшалăхсенче тĕп вырăнта — ачасем. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Ольгăпа Алексей Козловсем тĕпренчĕкĕсене лайăх воспитани парас тĕллевпе нумай тăрăшаççĕ. Аслисем кĕçĕннисене хăйсен ĕçĕпе ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
Европа кăтартма ĕмĕтленет
Пирĕн калаçу та ачасем çинчен сăмах вакланинчен пуçланчĕ. «Пирĕн çемьере виçĕ ача: Михаил, Мария тата Илья. Михаил — вун виççĕре, Мария — çиччĕре, Илья вара иккĕ тултарчĕ. Аслисем химиксен хулинчи 5-мĕш шкулта вĕренеççĕ. Сăмах май, эпĕ те çак шкултах ĕçлетĕп, акăлчан тата нимĕç чĕлхисене вĕрентетĕп. 7-мĕш класра пĕлÿ илекен Миша музыка шкулĕн хор уйрăмне, спорт шкулĕнчи бадминтон секцине çÿрет. Çĕртме уйăхĕнче вĕсен Раççей шайĕнчи ăмăр-ту пулчĕ. Команда 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Çавăн пекех вăл бассейнра ишет, çăмăл атлетика секцине çÿрет, фортепиано калать. Маша кăçал 1-мĕш класа кайрĕ. Мĕн пĕчĕкренех спортпа туслă. Спорт гимнистикин секцине çÿрет, тăватă çултанпа пăр çинче эрешлесе ярăнма хăнăхать. Ăна кашни кунах Шупашкара тренировкăсене илсе çÿретĕп. Вĕсем Хусанта ирттерекен ăмăртусене те хутшăнаççĕ. Паян, ав, тупăшу пирвайхи хут хамăр хулари «Сокол» пăр керменте пулать. Пирĕн пата Йошкар-Оласем, Мускавсем, Чулхуласем килеççĕ. Кунсăр пуçне Мария ташлама тата ÿкерме çÿрет, акăлчан чĕлхине вĕренет. Ташă пултарулăхĕпе паллаштарма та вĕсем 3 çултанпах тĕрлĕ хулана çÿреççĕ. Çапла вара эпир çемьере ирхи 7 сехетрен пуçласа каçхи 19 сехетчен пурте ĕçлĕ. Мăнукĕсене тĕрлĕ секципе кружока ăсатма, кĕтсе илме аслашшĕпе асламăшĕ пулăшаççĕ. «Ачасем çине нумай тиетĕр», — мăкăртатаççĕ вĕсем. Çапах кунашкал кун йĕркине кура ачасем яваплăха туйма хăнăхса пыраççĕ. Илья 6 уйăхранпа бассейнра чăмпăлтатать. Кăçал вăл пуçласа тинĕсре шыв айĕнче ишрĕ. Çиелте ишме пĕлмест-ха хальлĕхе. Эпĕ ăна тинĕсе янине курсан çынсем хăраса кайнăччĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ Ольга Владимировна.
Вăл çав тери хастар, кун каçа пĕрре те ларса канмасть пуль. Кăнтăрла – шкулта, каçхине акăлчан чĕлхин курсĕсенче ачасене пĕлÿ парать е ытти хушма ĕçре вăй хурать. Çав вăхăтрах хăйĕн ачисенчен хăшне-пĕрне секцие ăсатмалла, кĕтсе илмелле. Кил хуçи хĕрарăмĕ апата çĕрле е ирхине тăваттăра тăрса пĕçерет. Ăна кура ачисем те нихăçан та «ăна тумастăп, ĕлкĕрейместĕп» тесе йĕрмĕшмеççĕ. Машăпа хушăран урок тума ĕлкĕрейменни кăна шухăшлаттарать амăшне. Миша вĕренÿре «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать.
«Эпĕ Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Манăн анне чăваш. Атте Беларуçран. Вăл пĕчĕк чухне асаннепе асатте химиксен хулине çĕклеме куçса килнĕ. Асанне Брест хулинчен, асатте — Уралтан. Асанне — еврей хĕрарăмĕ. Вăл Ткач хушаматпа çÿренĕ. Вăрçă вăхăтĕнче еврейсене арестленипе хушаматне улăштарнă. Асатте пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Асаннен вара пирĕнсĕр пуçне Çĕнĕ Шупашкарта никам та çук. Беларуçа хамăр машинăпа кашни çулах кайса килме тăрăшатпăр. Эпĕ Çĕнĕ Шупашкарти 5-мĕш шкулта вĕреннĕ. Ют чĕлхесене тарăн пĕлÿ паракан ятарлă класра пĕлÿ илнĕ. Эрнере 7 хутчен — акăлчан, 2 хутчен француз чĕлхине вĕренеттĕмĕр. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ют чĕлхесен факультетне пĕтернĕ хыççăн тăван шкулах таврăнтăм. 2003 çултанпа ют чĕлхесене вĕрентетĕп. Ачамсем те ку шкулах кайрĕç. Эпир вĕренекенсемпе ют çĕршывсене кайса çÿретпĕр. 2014 çулта Мюнхенра пулнăччĕ. Халĕ Лондона çитсе курма ĕмĕтленетпĕр. Мăшăрăм Алексей Петрович манран 4 çул аслăрах. Унăн ашшĕпе амăшĕ — Етĕрне тăрăхĕнчи чăвашсем. Леша хулара çитĕннĕ. Эпир унпа 4 çул туслă çÿренĕ хыççăн эпĕ аслă шкулта 4-мĕш курсра вĕреннĕ чухне пĕрлешрĕмĕр. Вăл икĕ аслă шкул – экономика тата строительство енĕпе — пĕтернĕ. Халĕ Шупашкарти пĕр фирмăра прорабра ĕçлет. Ирсерен вăл Мишăпа тата Машăпа пĕрле чупма çÿрет. Эпир Сĕнтĕрвăрри районĕнче çĕр туянтăмăр. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех упăшка та, хунямапа ачасем те вăхăта унта ирттерчĕç. Унта мăшăр çурт лартать. Хуняма ачасене çĕр ĕçне хăнăхтарать. Хĕлле çемьепе «Тĕкĕрç кати» кану паркне йĕлтĕрпе ярăнма çÿретпĕр е Атăл леш енне çунашкапа ярăнма каятпăр. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче ачасемпе Анапăра кантăм, çурла уйăхĕнче хамăр машинăпа Санкт-Петербурга çитсе кур-тăмăр. Мускава та, Владимира та кĕрсе тухрăмăр», — каласа кăтартрĕ пултаруллă хĕрарăм.
— Калăр-ха: тĕнче курса çÿреме эсир е упăшка ытларах юратать?
— Çул çÿреве ытларах чухне эпĕ хистенипе тухатпăр. Мăшăр Турцие канма кайсан виççĕмĕш кунхинех киле вĕçсе килесшĕнччĕ. «Мана йăлăхтарчĕ, эпĕ тек капла ĕçсĕр пурăнма пултараймастăп», — терĕ. Волейболла, баскетболла выляма çÿресе вăхăта ирттеркелерĕ вара. Мана вара ачасене музейсене, парксене, паллă тата хитре вырăнсене ертсе çÿреме килĕшет. Вĕсем çĕнĕ информаци илеççĕ. Ют хуласемпе ют çĕршывсене çÿреме çав тери килĕштеретĕп. Çакă ачасене аталанма, тавра курăма ÿстерме пулăшать. Эпĕ вĕсене Европăна кăтартма ĕмĕтленетĕп. Калăпăр, Шотландие, Англие, Германие çитсе курас килет. Малалла вулас...