Хăравçăн мăшăрĕ пуличчен паттăрăн тăлăх арăмĕ пул
Мĕн авалтанпах çапла каланă узбексем
Узбексен тĕп йышĕ (25 миллион ытла çын) Узбекистанра тĕпленнĕ. Çавăн пекех вĕсем Афганистанра, Таджикистанра, Казахстанра, Туркменире, АПШра, Турцире, Украинăра тата ытти çĕршывра пурăнаççĕ. 2010 çулхи çырав Раççейре 289 пин ытла узбека шута илнĕ. Чăннипе, вĕсен йышĕ тата пысăкрах. Федерацин миграци службин кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн пирĕн çĕршывра 2 миллиона яхăн Узбекистан гражданинĕ хÿтлĕх тупнă.
Чăваш Ен — иккĕмĕш кил
Пирĕн республикăра 2 пин ытла узбек пурăнать. Вĕсенчен 565-ĕшĕ — Раççей гражданинĕсем, ыттисем — мигрантсем. Чăваш Енри узбексен культура центрĕн /общество организацине 2007 çулта йĕркеленĕ/ ертÿçи Абдували Ергашев каланă тăрăх — узбексем Раççее Совет Союзĕ саланнă хыççăн килме пуçланă.
— Чăваш Ене 2000 çулсен пуçламăшĕнче уйрăмах нумаййăн куçса килнĕ. Эпĕ кунта 2003 çултанпа пурăнатăп. Чăваш Ен çинчен Азербайджанра 1988-1990 çулсенче салтак тивĕçне пурнăçланă чухне пĕрремĕш хут илтрĕм. Çар чаçĕнче чăваш каччипе Володя Красновпа туслашнăччĕ. Вăл мана хăйĕн тăван кĕтесĕ çинчен нумай каласа кăтартрĕ. Уйрăлса каяс умĕн эпир пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреме калаçса татăлтăмăр. Чăн та, вăл пирĕн пата темиçе хут та пычĕ. Узбекистанра йывăр тапхăр пуçлансан ун патне шăнкăравларăм — вăл мана Шупашкара чĕнчĕ. Кунта мана питĕ килĕшрĕ: лăпкă та хитре вырăн, çыннисем кăмăллă. Темиçе çултан çывăх çыннăмсене илсе килтĕм. Каярахпа пиччем те хăйĕн çемйипе куçса килчĕ. Володьăпа халĕ те туслă эпир. Чăваш Ен пирĕн иккĕмĕш кил пулса тăчĕ», — сăмах çăмхине сÿтрĕ Абдували Махмудович.
Хальхи вăхăтра узбексем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле хулисенче, Патăрьел, Комсомольски районĕсенче пурăнаççĕ. Вĕсем суту-илÿ, общество апатланăвĕн, ял хуçалăх, сывлăх сыхлавĕн отраслĕсенче, Трактор тăвакансен тата агрегат завочĕсенче вăй хураççĕ. Акă Абдували Ергашев строительство сферинче ĕçлет. Врач специальноçне илнĕ Бахтиар Тургунов Шупашкарти пĕр медицина центрĕнче тăрăшать. «Куç — хăравçă, алă — хăюллă», — теççĕ узбек аксакалĕсем. Узбек çамрăкĕсем /300 яхăн/ Чăваш патшалăх университетĕнче, ял хуçалăх академийĕнче, коопераци институтĕнче вĕренеççĕ. «Экономика тата медицина енĕпе пĕлÿ илекен уйрăмах нумай. Эпĕ те коопераци институтĕнче вĕренетĕп», — терĕ Мухаммад Ергашев. Абдували Махмудовичăн ывăлĕ Чăваш Ене килекен ентешсене хулара вырнаçма пулăшать. Каччă пĕлтернĕ тăрăх — узбек çамрăкĕсем вĕренÿ хыççăн футболла выляма кăмăллаççĕ.
Тутарсемпе узбексем уйрăмах туслă пурăнаççĕ. «Пирĕн чĕлхесем те пĕр пекрех. Юрă-ташă та уйрăлсах тăмасть. Пĕр-пĕрин патне хăнана çÿретпĕр. Тĕн те пире çывăхлатать. Узбек хĕрĕсемпе тутар каччисем çемье çавăраççĕ. Сăмахран, Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнче Байжановсем чылай çул килĕштерсе пурăнаççĕ», — терĕ Абдували Махмудович. Нумаях пулмасть Туслăх çуртĕнче узбек халăх культурин кунĕнче пухăннисене тутар юррисен «Ялкын» халăх ансамблĕ саламларĕ. Пултарулăх коллективĕн ертÿçи Гузель Федорова каланă тăрăх — вĕсем уявсенче пĕрле савăнаççĕ, узбексем тутар халăхĕн юрри-ташшине питĕ юратаççĕ. Малалла вулас...