Комментировать

30 Ноя, 2017

Нушапа хăпартнă çурта пăрахса каясшăн мар

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа тăрăхĕнчи пĕчĕк ялта, Атăкçырминче, иртнĕ кĕркунне пулма тÿр килнĕччĕ. Пĕлтĕр хĕл хăвăрт ларнăччĕ, юпа уйăхĕнчех юр çуса лартнăччĕ. Шап-шурă тумпа витĕннĕ ял тутлăн тĕлĕретчĕ, хапхасене шаккасан та сас паракан пулмарĕ. Пĕр çын та хĕл каçма юлман иккен! Çулла 9 килте ватăсем пурăннă-ха, хĕл ларсан ачисем патне саланнă. Çак кунсенче Атăкçырмине тепĕр хутчен çитрĕмĕр. Тутарстанпа чикĕленекен ял Елчĕкрен — 35 километрта, Шупашкартан 190 километрта вырнаçнă. 116 çул каялла пулса кайнă икĕ урамлă яла ку тăрăхра тепĕр майлă «Участка» теççĕ. Ял Аттик ятлă арçын ятĕнчен пулса кайнă. Вут-кăвартан хытă хăранă вăл вăхăтра, шыв çывăхра пултăр тесе çĕнĕ вырăна куçса килнĕскер пĕчĕк кÿлĕ хĕррине çурт лартнă.

Пĕччен те тăлăх мар

Атăкçырми иртнĕ çулти пек кăçал тăлăх мар. Ура йĕрĕ те, машина йĕрĕ те пур. Пире яла хĕл каçма юлнă 77 çулти Вера Перова кĕтсе илчĕ. Ку тăрăха кăçал Андроновсем куçса килнĕ. Çавсене пулах Вера Васильевна ачисем патне каяс темен. «Çак çемьене Турă ятарласа ман валли ярса пачĕ пуль. Олегпа Цветана хам ачамсем пекех. Лавккаран мĕн кирлине йăлтах илсе килеççĕ, ачисем урамри пусăран шыв кÿме пулăшаççĕ. Анне калани паянхи кун та асран тухмасть. «Хĕр патне кайсан — кĕрÿ санăн мар, ывăл килĕнче кин — ют», — тетчĕ. Çын патĕнчи пурнăç урăхларах çав. Хам нушаланса хăпартнă çуртран ниçта та каяс килмест, кунта ирĕклĕ те, хăтлă та. Хĕрĕмĕн çемйипе Элĕк районĕнче хĕл каçнă хыççăн пуш уйăхĕнче яла таврăнтăм. Савăннипе ларса йĕтĕм, кайран кăмака хутса ăшăтрăм. Çĕнĕ çула та ялтах кĕтсе илетĕп. Кÿршĕсемпе урама чăрăш лартăпăр, капăрлатăпăр», — хăпартланса та хĕпĕртесе калаçрĕ çулланнă хĕрарăм. Вера аппан вутă шаршанĕпех. Те ирĕкре çÿренипе, те питĕ лайăх пăхнипе бройлерĕсем самăрăлса ларнă, çичĕ килограмм тайнă. «Çулла виççĕн пурăнтăмăр ялта, 80-ран каçнă кÿршĕсем пурччĕ. Çав тери туслă эпир, ĕмĕре çак ялта ирттернисемпе пĕрле уява пухăнатпăр, урамра иртнине аса илсе ларатпăр, авалхи юрăсем шăрантаратпăр, пахча çимĕç, чăх-чĕп ÿстеретпĕр. Пур — пĕрле, çук — çурмалла», — пурнăçĕ пирки калама тытăнчĕ Вера Васильевна.

Муркаш районĕнчи Ахмане ялĕнчен качча килнĕ вăл кунта. 5-мĕш класранах фермăра ĕçленĕ çурма тăлăх ÿснĕскер. Заводра тăрăшакан Елчĕк каччипе Шупашкарта паллашнă. Алексей унăн тăванĕсем патĕнче хваттерте пурăннă. Пулас упăшки чухăнран Вера ăна хăйĕн килне илсе килме шухăшланă, анчах амăшĕ чарнă: качча кайсан упăшка патĕнче пурăнмалла, киле кĕнĕ арçынна хисеплемеççĕ. Кивĕ те пĕчĕк пÿрте качча килнĕ вăл. Хуняшшĕпе хунямăшĕ эрех сыпкалама юратнă. Пÿрт тăрринчен шыв кайнă, ларса апатланма сĕтел-пукан, чашăк-кашăк та пулман. Пурнăç тăвассишĕн çунакан хĕрарăм мĕн кирлине йăлтах тăван килĕнчен илсе килнĕ. Амăшĕ ĕне те парса ăна. «Чÿречисем пĕр хутлăччĕ, çил вĕрнĕрен вĕсене хĕлле утиялпа хуплаттăмăр. Упăшка иртен пуçласа каçчен фермăраччĕ, килте ĕçлеме вăхăт çукчĕ. Чăтаймарăм, хамах кантăк касса чÿрече лартрăм. Урампа иртсе пыракан пĕр арçын мана: «Çакнашкал чухăн çемьене мĕнле килтĕн?» — терĕ. Унăн сăмахне хăлхана чикмерĕм», — аса илет Вера аппа.

Пахчара… ача çуратнă

Пурăна киле мăшăрĕпе çĕнĕ пÿрт лартнă вăл. Çук пурнăç темĕн те вĕрентнĕ, ачисене кĕпе-йĕм те хăех çĕлесе тăхăнтартнă. Упăшкипе 45 çул килĕштерсе пурăннă Вера Перова. Унпа çичĕ ача çуратса ÿстернĕ, шел, иккĕшĕ сарăмсăр вилнĕ. Хĕрĕ Татьяна виçĕм çул аварие лекнĕ. Ку инкек мăнукĕн куçĕ умĕнче пулса иртнĕ. Каçхине çул урлă каçнă чухне ăна троллейбус таптаса кайнă. Ывăлне пытарнă хыççăн фермăра ĕçлекен мăшăрĕ çумне чир-чĕр çулăхнă: малтан — алли ĕçлеме, кайран ури итлеме пăрахнă. Ку амак тĕшмĕшпе çыхăннă имĕш. Вера аппа, упăшки кил таврашĕнче виле тăпри тупнă. Курайман çынсем тухатланă тесе шухăшлать. Шалкăм çапнă мăшăрне Вера аппа вунă çул ытла пăхнă. Упăшки йывăрлансах çитсен ун çумĕнчен уйрăлмасăр астунă арăмĕ, ун чухне вара ыйхă мĕнне пĕлмен. «Питĕ лайăх пурăнтăмăр, эпир вăрçăнса та курман. Унпа телейлĕ ирттернĕ кунсене аса илсе макăратăп халĕ», — куççульне шăлчĕ Вера Васильевна.

Мĕн кăна чăтса ирттермен-ши вăл? Çирĕп чун хаваллă пулни, ырра шанни ăна хуçăлма паман. «Хĕлле 78 çул тултаратăп. Тавах Турра, халĕччен больницăна кайса курман, юн пусăмĕ виçтермен, укол нихçан тутарман. Пуç ыратсан кăна эмел ĕçкелетĕп», — тĕлĕнтерчĕ Вера аппа. «Ача çуратма кайнах ĕнтĕ», — пÿлтĕмĕр эпир. Вера Васильевна кăсăклă тепĕр самант аса илчĕ. Тăваттăмĕш пепкине вăл Шупашкарта пахчара никам пулăшмасăрах çуратнă. Ун чухне вăл больницăра выртакан амăшĕ патне кайма тухнă. Çул çинче унăн хы-рăмĕ ыратма тытăннă. Нимĕн тума пĕлменнипе пысăк хырăмлăскер пĕр пахчана кĕнĕ, çакăнта хĕр пĕрчи çут тĕнчене килнĕ. Кăвапине шăлпа çыртса татнă. Хĕвел питтинче ăшăннă шывпа пепкене çăвăнтарнă та саппас чиксе тухнă япалапа чĕркенĕ. Ачана сумка çинче çывратса хăварса лавккана вĕçтернĕ, хăйне валли кĕпе туяннă. Кайран пепкене кил хуçисемпе хăварса амăшĕ патне больницăна васканă. Пиллĕкмĕш ачине Маринăна та килтех çуратнă. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.