Тилĕ нумайланнă
Юлашки вăхăтра Чăваш Енре тилĕ йышĕ ÿсни куç кĕрет. Уйрăмах вĕсем республикăн кăнтăр районĕсенче алхасаççĕ. Патăрьел районĕнчи хăш-пĕр ялта «чее туссем» килти хушма хуçалăхсем патнех пынин, чăхсене йăкăртса кайни пирки те калаççĕ. Тискер чĕр чунсем çын куçĕ умне курăнма та хăрамаççĕ имĕш…
Пăрачкав районĕнче юпа уйăхĕн пуçламăшĕнчех тилĕсене шута илес енĕпе ятарлă мероприятисем пуçланнă. Пăрачкаври выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен район станцийĕн пуçлăхĕ Виктор Костин пĕлтернĕ тăрăх — чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне сунарçăсем сунарта тытнă 5 тилле райветстанцине панă. Вĕсене утилизацилеме Çĕрпÿ заводне ăсатĕç.
Республикăра тилĕ тата енот тытмалли сунар сезонĕ авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланнă. Вăл нарăсăн 28-мĕшĕччен пырĕ.
«Алла пăшал тытăр!» чĕнÿ ытахальтен çуралман. Хĕрлĕрех сарă чĕр чун ку тăрăхра та нумай хунаса кайнă. Ытти чухне асăрхануллăрах пулаканскер ку чухне вăл çынсен умне, автотрасса çине тăтăшрах тухкалать. Çапла майпа авари тăвас хăрушлăх кăларса тăратать. Чылай чухне вăл хăй çăмăл машина кустăрми айне пулса вилет. Ытти районпа танлаштарсан Пăрачкав тăрăхĕнче тискер çак чĕр чун хисепĕ пысăкрах. 2015 çулхи авăн уйăхĕ тĕлне республикăра 1603 тилле шута илнĕ. Пăрачкав тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем пĕлтернĕ тăрăх — тилĕсем вĕсен тăрăхĕнчи юхăннă, пушаннă йывăç çуртсене хĕл каçма вырнаçаççĕ, чăхсене тустараççĕ. Хушăран кил хуçисем çăмарта тăвакан 10 чăхсăр та юлаççĕ.
Темиçе çул каялла тилĕ тирĕ модăраччĕ-ха. Унтан пальто çухависем те, калпаксем те çĕлететчĕç. Çулсем иртнĕçемĕн хĕрарăмсем кăмăллами пулчĕç ăна, тилĕ тирĕ модăран тухрĕ. Çавна май сунарçăсем те тилĕпе интересленме пăрахнăччĕ. «Патрона кăна пĕтеретĕн, тирне вара ниçта та вырнаçтараймастăн», — тетчĕç вĕсем. Çавăнпа вĕсене кăштах та пулин хавхалантарма тесе вырăнти бюджетран пĕр тилĕшĕн 350-шар тенкĕ пама йышăннă. 2014-2015 çулсенче кунти сунарçăсем райветстанцие 130 тилĕ тытса панă. Малалла вулас...