Комментировать

29 Ноя, 2017

Техникăна тирпейлĕ упрамалла

Ял хуçалăхĕнче техникăсăр пĕр ĕç те тăваймăн. Çур акипе вырма, ытти ĕçĕн шăпи ăна епле хĕл каçарнинчен, юсаса хатĕрленинчен нумай килет. Ку енĕпе ЧР Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен тата техникăн ытти тĕсĕн юсавлăхне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕ çулленех нумай мероприяти ирттерет. Унăн пуçлăхĕнчен — патшалăх тĕп инженер-инспекторĕнчен С.Ю.Вязовскирен çакăн пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăм.

— Сергей Юрьевич, хĕлле ял хуçалăх техникин пысăк пайĕ «канать», анчах инспекци ĕçĕн калăпăшĕ çав-çавах чакмасть...

— Транспорт хатĕрĕ çултан-çул хушăнса пырать. Чăваш Енре пĕлтĕр мĕн пурĕ 23634 единица шута илнĕ пулсан, кăçалхи 10 уйăхра — 24100 /уйрăмах трактор хисепĕ ÿснĕ: 12601-рен 12843-е çитнĕ/. Вĕсене ытларах уйрăм çын хуçалăхĕсем туянаççĕ. Мĕн пур техника калăпăшĕнче ку секторăн тÿпи 58 процентпа танлашать. Çав вăхăтрах АПКн 22% çеç. Техникăллă уйрăм çынсем пирĕншĕн сахал мар йывăрлăх кăларса тăратаççĕ, йĕркене хисеплесшĕн мар. Çавăнпа эпир çуркунне вĕсем валли ятарласа «Частник» мероприяти ирттеретпĕр. Хĕлле юр тăрăх çÿрекен техникăпа та ыйту сахал мар тупăнать. Аслă çул çине тухмастпăр, уй е вăрман таврашĕнче кăна çÿрекелетпĕр тесе хăшĕ-пĕри инспекцире шута тăрасшăн мар. Сăлтавĕ паллă: чылайăшĕн удостоверени çук.

— Ырă тĕслĕх кăтартакансем пур-и?

— Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапаш ял тăрăхĕнче мĕн пур тракторăн 86% — уйрăм çынсен. Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне 60% ытларахăшĕ техосмотр витĕр тухнă. Çав вăхăтрах Карапаш ял тăрăхĕнче — 78%. Çитĕнÿ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Алаев Çĕрпÿпе Сĕнтĕрвăрри районĕсен патшалăх тех-надзорĕн аслă инспекторĕпе Юрий Григорьевпа ăнланса ĕçленĕрен килнĕ.

— Çĕнĕ техника туянассипе ял хуçалăх предприятийĕсенче лару-тăру еплерех?

— Шута илнĕ техника агропромышленноç комплексĕнче пĕлтĕртенпе 106 единица чакнă пулин те хуçалăхсем ăна туянмаççĕ тенине пĕлтермест. Кăçалхи 10 уйăхра 104 трактор, тырă выракан 21 комбайн, выльăх апачĕ хатĕрлекен 4 комбайн илнĕ. Анчах вĕсем техникăн мĕн пур шутĕнче сахал çав. Тракторсене кăна илер-ха. 3 çул та усă курманни пурĕ те 2%, 3-10 çулсенчи — 20%, ыттисене 10 çул ытла ĕçлеттернĕ. Ял хуçалăх организацийĕсенче пĕтĕмĕшле хисепĕ сахалланнă пулин те хăвачĕ ÿснĕ. Джон Дир, Кировец евĕр хăватлă тракторсем темиçе Белорус хурçă ута улăштараççĕ. Акă мĕншĕн халĕ хуçалăхсен техника паркĕсенче совет тапхăрĕнчи пек вун-вун трактор ларнине курмастпăр. Ку чухнехи комбайнсен те ĕç тухăçлăхĕ пысăк: СК-5 Нива хир карапĕн жатки 5 метр сарлакăш, Акрос-580 комбайнăн — 9.

— Техосмотр пирки сăмах хускатрăр. Тĕплĕнрех каласа парсамăр.

— Техникăн пĕр пайĕ усă курман пирки тĕрĕслеве хутшăнмасть, анчах шутра тăрать. Çавă ура хурать те. Раççей шайĕпе 2001 çулта ял хуçалăх техникин 59,9% техосмотр витĕр тухнă, пĕлтĕр — 43%. Чăваш Енĕн кăтартăвĕ кăçал 50 процента çитнĕ. Хресченсем çĕнĕ техника ытларах туянни витĕм кÿнĕ ахăртнех. Мероприятие Комсомольски, Куславкка, Вăрнар, Элĕк, Елчĕк районĕсем хастар хутшăнаççĕ. Улатăрсемпе Пăрачкавсен, Çĕмĕрлесемпе Хĕрлĕ Чутайсен ÿрĕк-сÿрĕклĕх сисĕнет. Республикипе тĕрĕслеве тăратнă мĕн пур техникăн 96% юсавлă. Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри тата Йĕпреç районĕсен — 100 проценчĕпех. Çав вăхăтрах Пăрачкавпа Хĕрлĕ Чутайсен 79-81% çеç. Тĕплĕ юсаса çитермесĕр техосмотра илсе пыни мĕн усси?

— Çăмăлттайлăх хакла ларать çав.

— ЧР Патшалăх технадзорĕ РФ Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Енри сотрудникĕсемпе «Снегоход», «Частник», «Трактор» профилактика мероприятийĕсем ирттерет. Кăçал тĕрĕсленĕ 3183 техника хатĕрĕнчен 627-шĕ — юсавсăр, 530 водительпе механизатор тивĕçлĕ документсăр пулнă. Айăплисене 558700 тенкĕлĕх 873 административлă штраф хунă. Тĕрĕслевре 177 транспорт хатĕрĕ — регистрацисĕр пулни, 185-ĕшĕ техосмотрта пулманни палăрнă. Должноçри 70 тата ахаль 991 çынна, çавăн пекех 2 юридици тытăмне 694201 тенкĕлĕх административлă яваплăх тыттарнă. Маларах...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.