Комментировать

24 Ноя, 2017

Çăкăр чĕлли

Пьесăри çынсем тата сасăсем:

Калавçă

Еля — 9 çулти хĕрача

Лисук — унăн аппăшĕ, 11 çулта

Амăшĕ

Лавккаçă

Çĕтĕк-çурăк пуçтаракан

Инвалидсем

Ватă хĕрарăм

Пĕрремĕш тухтăр /хĕрарăм/

Иккĕмĕш тухтăр /арçын/

Çамрăк хĕр — столовăйра ĕçлекенскер

Ача-пăча сасси

Черетри сасăсем, вĕсен хушшинчен уйрăмах карчăк, вăтам çулти арçын тата хăйĕн сассипе Лисука аса илтерекен хĕрача уйрăлса тăраççĕ.

Кантăк каррине уçни илтĕнет. Пÿлĕме çил-тăман улани вăркăнса кĕрет. Кантăк кĕленчи чĕтрет.

Калавçă. Çил-тăман ĕнерех пуçланнăччĕ, паян вара куçа уçмалла мар ахăрать. /Çил-тăман шавĕ/. Çынсем çавах та çăкăр лавкки енне утаççĕ. Этеме çăкăр кирлĕ. Çăкăр яланах кирлĕ.

Çил-тăман шавĕ.

Лавкка умне халăх пуçтарăннă. Пуçĕнчи калпакне ик аллипе тытса, çил-тăманпа тайăла-тайăла, хĕрача та çав енне чупать.

Çил улать. Аякри сасăсен шавĕ, вăл майĕпен-майĕпен çывхарса килет.

Сасăсем /ватă тата çамрăк сасăсем, хăшĕсем чăтăмлăн, теприсем хĕрсе, хивре калаçаççĕ/.

Çăкăр пулать-и паян, пулмасть-и?!

Ĕнер те кунĕпе тăтăмăр!

«Кунĕпе». Мана ĕмĕрĕпе тăнă пек туйăнать. Эп ĕмĕрĕпе ĕçлетĕп, ĕмĕрĕпе çăкăр черетĕнче тăратăп.

Вăтам çулти арçын. Тăр, татах тăр! Мĕн тăраниччен, килениччен тăр!

Такам приемник ярать, кирлĕ музыка шырать, хăрушла кăш кăрашакан музыкăна суйласа илет.

Кăларса пăрах-ха мура!

Капла вилме хаваслăрах пулать!

Хăлхана çуракан сасса чакараççĕ. Çил-тăман шавĕ илтĕнет. Музыка пат чарăнать.

Хĕрача. Черетре юлашки кам?

Карчăк. Эпĕ-ха, ачам, эпĕ.

Çил кассăн-кассăн вĕрет. Ташă музыки. Пĕрре — çил вĕрни, тепре — музыка çиеле тухать.

Калавçă. Çапла, çăкăр яланах кирлĕ. /Пауза/. Çавăн чухне... Мĕн тери кирлĕччĕ вăл мана çавăн чухне... мĕн тери кирлĕччĕ...

Ял. Ирхине.

Амăшĕ. Еля, тăр-ха, ачам, тăр...

Еля /ыйхă витĕр/. Юрать, анне, юрать...

Пауза.

Амăшĕ. Еля, пĕлетĕн-и?.. Инвалидсене кăçал хăмăл айне çултараççĕ тет. Пирĕн Лисукăн ялан пуçĕ çаврăнать, чирлесех кайрĕ ĕнтĕ вăл. Ăна тухтăрсене кăтартасчĕ, тен, ăна инвалид тăвĕç, вара хăмăл çулăпăр. Ĕнесĕр пĕтетпĕр эпир. /Пауза. Картишĕнче автан авăтни илтĕнет/. Хĕрĕм, тăр-ха, тăр... Инвалидсене эрнере пĕрре пăхаççĕ тет. Паян. Хам кайнă пулăттăм та — ман хире тухмалла... /шиклĕн/ паян та çумласа пĕтермесен...

Калавçă. Анне ун чух пĕтĕмпе каламарĕ. Çав кунсенче эпир колхоз хирĕнче чĕкĕнтĕр çумлаттăмăр. Лисук та пулăшатчĕ. Анчах та вăл, чĕкĕнтĕре çум курăкĕнчен уйăраймасăр, пĕтĕмпе туртса кăларнăччĕ. Бригадир пире вăрçса пĕтерчĕ, «çапла сăтăр тунăшăн сире тĕрмене лартмалла» терĕ.

Амăшĕ. Паян çумласа пĕтересех пулать...

Еля /çийĕнчех вăранать, хăраса ÿксе/. Атту пире тĕрмене лартаççĕ, анне, çапла-и, çапла-и.!

Лисук /хăраса ÿкнĕ, чĕтрет/. Пире тĕрмене лартаççĕ. Мĕншĕн?

Амăшĕ /юриех хаваслă пулма тăрăшса/. Ах, айванккасем! Пире мĕншĕн тĕрмене лартчăр? Вăл хăратса çеç каларĕ.

Лисук /хавассăн/. Вăл пире хăратрĕ çеç, анне, çапла-и?

Амăшĕ. Çапла, çапла, хăратрĕ çеç. /Пауза. Пачах урăхла сасăпа, сассинче тархаслани те, иккĕленни те сисĕнет/. Еля...

Еля /самантрах амăш шухăшне ăнкарса илет, хăраса ÿксе/. Анне, эп вăл пульница ăçтине те пĕлместĕп!..

Амăшĕ. Эп сана пĕтĕмпе-пĕтĕмпе ăнлантарса паратăп!

Еля /йăлăнса/. Анне, эп пĕлместĕп, пĕлместĕп мĕнле каймаллине...

Амăшĕ /хурлăхлăн, ÿкĕте кĕртме тăрăшса/. Хăвах пĕлетĕн-çке, эс каймасан, кам кайтăр.

Лисук. Анне, эп каяймастăп, ман пуç çаврăнать...

Амăшĕ. Лисук, эсир хуллен, майĕпен каятăр. Еля сана çавăтса пырать, ывăнсан — ларса канатăр.

Лисук. Анне, эп хăратăп... Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.