Анатолий НИКИТИН: Юрлама кăмăллакан чăваш халăхĕ валли юррăм тата пур
Мускавра пурăнакан юлташăмран пĕррехинче çапла ыйтрăм: «Чăваш Ен тесен санăн куçу умне чи малтан мĕн тухать?» Вырăс каччи нумай шухăшласа тăмарĕ — «Анне монуменчĕ, чăваш канфечĕсем тата «Янташ» ушкăн», — терĕ. Çапла, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн ятне, РФ Культура министерствин «Культурăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» паллине тивĕçнĕ Анатолий Никитин ертсе пыракан эстрада ушкăнĕ мухтавлă Чăваш Енĕн «визит карточки» вырăнĕнче. Шупашкара хăнасем Мускавран килеççĕ-и, ют çĕршывсенчен-и — хăй вăхăтĕнче «Янташ» каччисемпе хĕрĕсем чăн чăваш кĕввиллĕ юрăсене шăрантарса кĕтсе илетчĕç. Вăхăт малаллах шăвать — «Янташ» ушкăн йĕркеленнĕренпе 25 çул çитрĕ. Анатолий Никитич мăшăрĕпе Надежда Ивановнăпа çума-çумăн тăрса çакăн чухлĕ çул эстрада ушкăнĕ урлă халăхăмăра çĕнĕ юрăсемпе савăнтарать, кăмăлне çĕклет. «Хыпар» тĕпелĕнче паян — 500 яхăн юрă кĕввин, «Пăлхарсем çинчен хывнă сăмах» симфони поэмин, инструментсем калакан квартет, трио валли хайланă музыка произведенийĕсен, романссен авторĕ Анатолий Никитин.
Пысăк хавхаланупа
— Анатолий Никитич, «Янташ» ушкăна эсир чĕрĕк ĕмĕр каялла йĕркеленĕ. Халĕ пĕтĕмлетÿ тумалăх вăхăт пур. Çавна май паянхи кун сирĕн чунра мĕнле туйăмсем хуçаланаççĕ?
— Ушкăнăн 25 çулхи юбилейне Надежда Ивановнăпа, «Янташăн» паянхи йышĕпе пĕрле çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа кĕтсе илетпĕр. Чĕрĕк ĕмĕрте мĕн чухлĕ шыв-шур юхса иртрĕ пуль, пирĕн те ĕçĕмĕрсем шыв юххи пекех пĕр тикĕссĕн пурнăçланса пычĕç. Çак тапхăрта ушкăнăн пилĕк йышне сцена çине кăларма тÿр килчĕ, çамрăкран та çамрăк юрăçсем валли çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем çырăнсах тăчĕç. Пире Чăваш Енре кăна мар, республика тулашĕнче те пĕлеççĕ, кĕтсе тăраççĕ, хăйсем патне пырса чăваш юррисене шăрантарма ыйтаççĕ. Шăпах çак самантсем малашне те чăваш халăхĕ валли кĕвĕсем хайлама çунат хушаççĕ.
— Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсене таврăнар-ха. Ушкăн йĕркелес шухăш епле çуралчĕ?
— Чунăм çапла-ши — эпĕ пĕр вырăнта тăпăртатса тăма кăмăлламастăп. Манăн яланах çĕнни патне туртăнас килет. 1990 çулчченех çаплаччĕ. Унччен чылай малтан, Çĕрпÿри çут ĕç училищинчен вĕренсе тухсан, пĕлĕве тарăнлатма çĕршывăн тĕп хулине тухса кайрăм, Н.К.Крупская ячĕллĕ Мускав патшалăх институтĕнче ăсталăха туптарăм. Аслă шкулăн вĕренÿ программи консерваторийĕнни пек пулни пĕлĕве тата ытларах тарăнлатма май пачĕ. Çар тивĕçĕсене пурнăçланă май Куйбышеври /халĕ Самар хули/ Атăлçи çар округĕн ансамблĕнче пулнăшăн та, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче ĕçленĕшĕн те хĕпĕртетĕп.
Пĕррехинче мана: «Композитор ахаль те нумай. Эсир баянист вĕт. Кĕвĕ хайлас ĕçе мĕншĕн сĕкĕнетĕр?» — тесе кÿрентернĕччĕ. Çак сăмахсем канăç паманнипех профессионал композитор пулас тĕллевпе Хусан патшалăх консерваторине тухса кайрăм. Анчах ÿсĕме кура /ун чухне эпĕ 38 çултаччĕ/ Пушкăрт тăрăхĕнчи паллă педагог Загир Исмагилов патне кайма сĕнчĕç. Çапла вара Ĕпхÿри искусствăсен институтĕнче пилĕк çул вĕрентĕм. Çĕнĕ юрăсем çырăннăран икĕ ушкăна ертсе пытăм. «Нарспи» халăх ятне тивĕçме пултарчĕ. «Нухрат» ушкăн артисчĕсем Галина Кириллова, Серафима Туктагулова, Николай Егоров эпĕ хайланă юрăсене халăх умне пирвайхи хут кăларчĕç. «Тăван яла таврăнсан», «Урхамахсем тăраç тăпăртатса», «Чĕрем, чĕрем», «Телей, телей», «Кăвак çеçпĕл» юррăмсене чи малтан Пушкăртстанри чăвашсем илтнĕ ĕнтĕ. Шупашкара таврăнтăм, юрăсем татах çырăнчĕç, çавăнпа эстрада ушкăнĕ йĕркелесе яма шухăшларăм…
— Ятне тÿрех палăртрăр-и?
— Ку ыйтупа Чăваш халăх поэчĕпе Юрий Сементерпе канашларăм. Юрий Семенович ушкăна «Янташ» ят пама сĕнчĕ. Янташ ентеш тени-çке. Ку сăмахăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Чăвашсене тăван çĕр туйăмĕ уйрăмах çывăхлатать, аякра тĕпленнĕ йăхташăмăрсем те чăваш пулсах пурăнасшăн, тăван чĕлхепе калаçасшăн, юрласшăн. Хамăн юррăмсемпе тулашри чăвашсене савăнтарас тенĕрен паллă поэт сĕнĕвне Надежда Ивановнăпа иксĕмĕр кăмăлпах йышăнтăмăр. Пирвай уйрăм солистсемпе ĕçлерĕмĕр. Чи малтанах пирĕн пата Елена Османова килчĕ. Унтан эпĕ кĕвĕленĕ юрăсене халăх патне Маргарита Туринке, Сергей Павлов, Людмила Семенова, Алексей Московский, Галина Скворцова, Римма Журавлева, Алина Михайлова çитерчĕç. Малалла вулас...