Комментировать

20 Ноя, 2017

«Ĕнерхи куншăн ыран намăс ан пултăр»

Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртнĕ ытлари кун халăх туллиех пухăнни — ăнсăртран мар. Куракан кăмăллакан «Çăлкуç» халăх театрĕ 35 çул тултарнине паллă турĕ.

Çапла, юхан шыв çăл куçран пуçланать. Малтан — пĕчĕкки. Унтан вăл вăй илсе аталанать, пысăккине, хăватлине çаврăнать. «Çăлкуç» ушкăн та, 1982 çулта трактор завочĕн профсоюз комитечĕ пулăшнипе йăл илнĕскер, çак çулсенче сумлă коллектива çаврăнчĕ. Ăна республикăра кăна мар, Чăваш Ен тулашĕнче те пĕлеççĕ. Хăйсен пултарулăхĕпе ушкăн Тутарстанра, Пушкăртстанра, Ульяновск, Самар, Пенза облаçĕсенче, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ йăхташăмăрсене пĕрре мар савăнтарнă. Ахальтен мар 1986 çулта «Çăлкуç» «халăх» ята тивĕçнĕ. Унăн режиссерне Галина Скворцовăна «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чысланă.

Чăвашра вара çак коллектив ятне илтмен, унăн пултарулăх ертÿçине палламан çын çуках. Тĕрĕссипе, Галина Моисеевна «Çăлкуçшăн» — пултарулăх ертÿçи кăна мар, амăшĕ те вăл уншăн, ашшĕ те, ертÿçĕ те, менеджер та, кирлĕ пулсан хăех роль те калăплать, сценари-пьеса та çырать, юрă-кĕвĕ те хайлать. Ку кăна-и? Хула тăрăх афишăсем те хăех çыпăçтарса çÿрет, вĕсене хăех хатĕрлет. Ларма-тăма пĕлмен харсăр та ĕçчен çак хĕрарăмпа вулакана та çывăхрах паллаштарас терĕмĕр.

— Пирĕн пĕтĕмлетÿпе килĕшетĕр-и, Галина Моисеевна?

— Çаплах чĕнеççĕ мана ушкăнра: амăшĕ те эпĕ, ашшĕ те. Пултарулăх çыннисен ушкăнĕнче вара — Муççа Гали. Капла чĕннĕшĕн пĕрре те кулянмастăп, ара, аттене ялта Муççа тенĕ вĕт.

— Пирĕн вулакана хăвăрпа çывăхрах паллаштарăр-ха — ăçтан персе аннă эсир? Чăвашра сирĕн пек харсăр хĕрарăм сайра-тăр…

— Персе анман-ха, ыттисем пекех çуралнă — Вăрнар районĕнчи Вăрманкас ялĕнчи пилĕк ачаллă çемьере кун çути курнă. Ялти ытти ача пекех — ачашланса ларма майĕ пулман. Пире атте-анне ачашласа та ÿстермен. Атте Моисей Игнатьевич купăс хитре калатчĕ. Мана шкул хыççăн аслисем медицина енĕпе вĕренме ярасшăнччĕ. «Хитре калаçма пĕлетĕн, çынсемпе пĕр чĕлхе тупатăнах эсĕ», — тетчĕç. Çавсене итлесе Горький /халĕ Чулхула/ хулине тухса кайрăм вĕт. Вĕренме кĕме ыйту та патăм. Телее, пире валли тÿрех пĕчĕк «экскурси» йĕркелерĕç — çыннăн шалти ăш-чикне те кă-тартрĕç. «Çакăнпа ĕçлеме пултаратăр тăк — вĕренме килĕр», — терĕç. Эпĕ документсене пуçтартăм та… килелле вĕçтертĕм. Ăнлантăм: медицина — манăн мар. Çакăн хыççăн музыка училищин театр уйрăмне режиссура енĕпе вĕренме кĕтĕм — мĕн ачаран артистка пулма ĕмĕтленнĕскер палăртнине пурнăçларăм. Юрлас та килетчĕ-ха манăн. Пире итлесе пăхма училищĕре вĕреннĕ чухнех Мускавран килнĕччĕ. Валентина Молодцыгинăпа иксĕмĕре суйласа илнине пĕлмен те. Мĕн тетĕр? Иксĕмĕр те «çывăрса юлнă». Чăн та, аслă пĕлÿ пур пĕр илтĕм, Ленинградри /халĕ Санкт-Петербург/ Парти аслă шкулĕнче куçăмсăр майпа вĕрентĕм.

— Шăпа вăййи пулĕ ĕнтĕ ку. Мускавран юрăç пулса таврăннă тăк «Çăлкуç» та шăнкăртатса юхаймастчĕ.

— Çапла-тăр. Вĕренсе тухнă хыççăн ялти клубра ĕçлерĕм. Чи малтанах «Нарспи» лартрăмăр. Тĕп сăнара хам калăпларăм. Диплом ĕçĕ пулчĕ ку манăн. «Пиллĕкпе» хакларĕç. Унтан Вăрнара драма методистне куçарчĕç. Ун чухне культура пайне Петĕр Ялкир ертсе пыратчĕ. Унта та драма кружокне йĕркелерĕм. Сăмах май, халĕ те ĕçлет вăл, эпĕ ертсе пынă чухнех «халăх» ята тивĕçнĕскер.

— Эсир çемье çавăрни — хăй пĕр истори…

— Ку та тĕрĕсех. Пирĕн районти Акатуя Иван Аршинов пынăччĕ. Çавă таçтан асăрханă мана? Вĕçĕмех шăнкăравлама, хăйсем патне чĕнме пуçларĕ хайхи. Пĕррехинче кайрăм та… арăм пулма килĕшрĕм. Тĕрĕссипе, хăйĕнчен ытла… юррисене юрататтăм. Татăклă утăм тума та çакă хистерĕ. «Çăкалăхри куккукне» халĕ те питĕ килĕштерсе юрлатăп. Чăн та, ăна хирĕçле каярахпа хам та юрă çырнăччĕ: «Пĕччен кайăк».

— Юрă çырасси мĕнле пуçланчĕ-ха?

— Эпĕ вĕçĕмех мăрласа çÿретĕп. Çапла таçтан-таçтан кĕвĕ сиксе тухать. Иван Гаврилович пĕрре çакна илтнĕ те: «Чиперех пулать-çке», — тет. Пĕр вырăнта кăна тÿрлетме сĕнчĕ. Сăмахĕсене Чăваш халăх поэтне Юрий Сементере кăтартрăм. Вăл нимĕн улăштарма та хушмарĕ. Çапла çуралчĕ пĕрремĕш юррăм «Аякри тăван». Каярахпа ăна комисси те тишкернĕ, конкурсра «Халăх юрри» номинацире çĕнтернĕ вăл. Çак юррăн авторĕ те пуррине, вăл Иван Аршиновăн мăшăрĕ пулнине никам та пĕлмен: эпĕ Скворцова хушаматпах çÿренĕ. Вара Тамара Чумакова çак юрра эпĕ çырнине каланă.

— Пуçа килсен пушмак тет…

— Ăçта кайса кĕретĕн? Эпĕ ун чухне Авраам Бурундуков ушкăнĕнче юрлаттăм. Людмила Семенова та пирĕнпеччĕ. Каярахпа ăна юрăпа ташă асамбльне чĕнчĕç. Паллă композиторсем хăйсен юррисене сĕнме пуçларĕç. Манăн та юрлас килет. Анчах та мана сĕнекен çук… Çапла тытрăм та — хам çырма пуçларăм. «Ан сивĕнĕр, ачасем», «Каçар, атте», «Манмастпăр»… Халĕ юррăмсене профессионал юрăçсем те юрлаççĕ: Василий Раймов, пĕр тăван Малинасем, Ольга Лукова, Людмила Семенова…

— Пьеса çырма пуçланин сăлтавне тĕшмĕртетĕп ĕнтĕ…

— Ара, пĕр драматург шăши хÿри пысăкăш хайлавĕшĕн сахал та мар, нумай та мар — 20 пин тенкĕ ыйтать! Эпĕ драматургире тĕшмĕртместĕп-им? Сăмах май, профессионал артистсен шăйрăкĕсене те асăрхатăп. Çакăн пирки калатăп та.

— Шута илеççĕ-и?

— «Хамăр та пĕлетпĕр-ха та…» — теççĕ. Пьеса çырасси те çаплах пуçланчĕ. «Хĕрсĕр ял та хĕсĕр мар» спектакле куракан питĕ хапăлласа йышăнать. Ăна, сăмах май, академи драма театрĕ те куç хыврĕ-ха. Нумаях пулмасть Йĕпреçсене савăнтартăмăр унпа. Кашни çул çĕнĕ ĕç кăларатпăр сцена çине. «Таврăнатăп, кĕт мана», «Телейлĕ-ши эсĕ, ывăлăм» спектакльсене те аван йышăнчĕç. Халĕ Валерий Иовлевăн, Улькка Элменĕн хайлавĕсемпе ĕçлетпĕр.

— Артистсене çакăншăн шалу тÿлеççĕ. Сирĕн ушкăна мĕн хавхалантарать?

— Куракан умне тухни хăех çунат хушать. Вăл хапăлласа йышăнни — пушшех те. Халĕ ĕçлесе илме никама та чармаççĕ, май пур чухне ушкăна тупăш та кÿме тăрăшатăп. Çавăнпа пачах тÿлевсĕр темелле мар. Коллективра пурте тенĕ пек аслă пĕлÿ илнине палăртмалла. Вĕсен йышĕнче вĕрентекен профессине суйлани нумай. Çакна палăртас килет, «Çăлкуçа» нимĕнле профессио-налсемпе те улăштармăп!

— 35 çул каяллахи вăхăта таврăнар-ха…

— Качча тухсан пĕр вăхăт Кÿкеçри культура керменĕнче ĕçленĕччĕ. Драма методистĕнчех. Пĕлсех тăратăп, унти коллектива та «халăх» шайне çитереттĕм. Анчах та ача çуралчĕ, вăхăт çитмест. Малалла вулас...

 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.