Амăшĕ е ашшĕ пулма варта пепке тĕвĕленичченех хатĕрленмелле
Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕ — Вăхăтсăр çуралнă ачасен пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Календарьте çакнашкал кун та пуррине хăшĕ-пĕри, тен, пĕлмест те. Хальхи вăхăтра вăл чылай çĕршывра анлă пулăмсем — ыр кăмăллăх концерчĕ, тĕрлĕ акци, телекăларăм — иртнипе асра юлать. Вĕсене пурне те пĕр тĕллев çыхăнтарать — ача тăхăр уйăхран маларах çурални хăрушлăх патне çитерме пултарнине асăрхаттарасси.
Республикăри лару-тăрупа паллашма Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман неонатологĕпе, Шупашкар хулин клиника 1-мĕш больницин тин çуралнисемпе вăхăтсăр çуралнисен патологийĕн уйрăмĕн ертÿçипе, медицина наукисен докторĕпе, ЧР тава тивĕçлĕ тухтăрĕпе Татьяна ПОЛЯКОВĂПА курса калаçрăмăр.
— Татьяна Александровна, чи малтанах вăхăтсăр çуралнисен шутне миçе уйăхри, мĕнле виçепе çуралакан пепкесене кĕртнине уçăмлатăр-ха.
— Хальхи медицинăра 37 эрнере çутă кун курнисене вăхăтра çуралнисен йышне кĕртеççĕ. Амăшĕн варĕнчен унччен маларах тухма тивнисем вара ушкăнсене пайланаççĕ: питĕ пĕчĕк /1-1,5 килограмм таякан пепкесем/ тата экстремаллă пĕчĕк виçепе çуралнисем /1 килограмран сахалрах таяканнисем/. Иккĕмĕш ушкăна пирĕн республикăра çуллен 200 яхăн пепке лекет.
— Пĕтĕмĕшле ку тĕлĕшпе Чăваш Енре хальхи вăхăтра ÿкерчĕк мĕнлерех?
— Çакна палăртам: юлашки çулсенче республикăра ача çураласси чакни сисĕнет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕршывра ача сахал çуралнипе çыхăннă ку. Паянхи çамрăк ашшĕ-амăшĕ — çав вăхăтра çут тĕнчене килнисем. 2016 çулта Чăваш Ене 16 пин хутчен вĕçсе килнĕ аист, кăçалхи кăтарту 13-14 пинрен иртеймĕ. Çуллен пĕтĕмĕшле йышран 6-10 проценчĕ — урăхла каласан çут тĕнчене килекен кашни вуннăмĕш ача — вăхăтсăр çуралать. Çапла вĕсен йышĕ çулталăкне 1000-1200 патнех кармашать. Малалла вулас...