Комментировать

20 Ноя, 2017

Сывлăхлă пулăр!

Сывлăх хуралĕнче тăрăшакансене нумай чухне кăмăлсăр аса илетпĕр: е, талон çуккипе тухтăр патне лекме йывăр, е больница коридорĕнче черет вăрăм, е шурă халатли чирлĕ çынна кăнттам калаçнăн туйăнать, е эмелне чи хаклине çырса парать… Çавăнпа та чир шала кайиччен тухтăрпа тĕл пулма сĕнекен канаша сахалăшĕ пăхăнать. Профилактика çинчен вара каламăп та. Авăнса ансан, хуçăлма тăрсан кăна больница енне çул тытатпăр. Çÿлерех асăннă ыйтусене пĕр кунра татса пама май çукки никамшăн та вăрттăнлăх мар. Кадр ыйтăвĕ те çивĕч, яллă вырăнта — пушшех те. Медицина ĕçченĕсен культура шайне ÿстерес тĕлĕшпе те пайтах вăй хумалла. Телее, пур тытăмри пекех, сывлăх хуралĕнче те тĕрлĕ çын тăрăшать. Хăшĕ-пĕринпе калаçнă хушăрах — эмелсĕрех — ыратни иртнĕ пек туйăнать. Паян тухтăртан пулăшу ыйтса курман çын çук-тăр пирĕн хушăра. Больницăран тухсан пурте тенĕ пекех аптека енне васкатпăр. Кăсăкли вăт çакăнта пуçланать те.

Хулара пурăнакансене ку енĕпе, ялта тĕпленнисемпе танлаштарсан, ăннă темелле. Темиçе çул каялла кăна-ха хула варринчи /!/ çĕнĕ çурта пурăнма куçрăмăр. Ачасем пĕчĕк. Тăтăшах чирлеççĕ. Çывăхра вара пĕр аптека та çук! Çакă питĕ чăрмавлă туйăнатчĕ. Унтанпа те халăх ытларах чирлеме пуçларĕ? Кашни утăмра тенĕ пек уçăлма пуçларĕç вĕсем. Общество транспорчĕн пĕр чарăнăвĕнче кăна — тăваттă. Хамăр çурт çумĕнче — тата иккĕ. Çапла вунă çул каялла кăна пĕрре те пулманскерсем халĕ харăсах — улттă. Çÿлерех çыртăм-ха та, халăх ытларах чирлеме пуçларĕ-ши тесе — ку шÿт шайĕнче пултăр. Эмелсен хакĕ çĕпре хушнă пек ÿссе пырать, апла, ку питĕ пысăк тупăш кÿрет. Бизнесшăн питех те меллĕ. Аптекăсем çумăр хыççăнхи кăмпа евĕр шăтма пуçлани, паллах, чи малтан шăпах услампа çыхăннă.

Сывлăх тени кашнин тĕрлĕрен. Пĕри аптека ăçта вырнаçнине те пĕлмест, тен, тепри вара унтан тухма та пĕлмест, шалăвне унта хăварать. Мĕн тумалла кун пек чухне? Республика ертÿлĕхĕ çак ыйтупа çине тăрса ĕçлеме пуçланине палăртмалла. Республика Пуçлăхĕ ирттернĕ канашлура та шăпах пурнăçшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ эмелсен /ПУПЭ/ хакĕсене тишкернĕ. Михаил Васильевич малашне те аптека организацийĕсен хушшинче конкуренцие тытса пыма, хаксене куçран вĕçертмесĕр сăнаса тăма сĕннĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.