Комментировать

17 Ноя, 2017

Бомбăсем ÿксен те...

Асăннă ярăмра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем пирки чылай çыртăмăр. Вĕсенчен нумайăшĕ фронтрине аса илме, вăрçă вут-çулăмĕ, йывăрлăхсем çинчен каласа пама юратман-мĕн. Елчĕк районĕнчи Яманчÿрелте çуралса ÿснĕ, тĕнчен иккĕмĕш вăрçинче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартса наградăсене тивĕçнĕ Максим Корнилов вара çемйине, тăванĕсене фронтрине аса илсе тăтăшах каласа панă. Максим Корниловичăн хĕрĕ Вера Яковлева 77-ре ĕнтĕ вăл] пĕлтернĕ тăрăх фронтовик сăмах ваклама сĕре кăмăлланă, ялта хисеплĕ çын пулнă.

Ашшĕпе амăшне кулак тесе айăпланă

« Атте Максим Корнилов 1913 çулта Елчĕк районĕнчи Яманчÿрелте виçĕ ачаллă çемьере çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ вĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Асаттепе асанне ялта пĕчĕк лавкка тытнă. Унта шпалер, краççын, шăрпăк тата ыттине те сутнă. Сад пахчи вăйлă пулнă, вĕлле хурчĕ йышлă тытнă. Анчах Корниловсене кулак шутне кĕртнĕ, мĕн пур пурлăхне туртса илнĕ. Çурчĕсенчен Яманчÿрелте кĕпе-тумтир, атă-пушмак çĕлекен артельсем йĕркеленĕ. Каярах пĕр çуртĕнче шкул та пулчĕ. Йывăр хуйха тÿсеймесĕр асаттепе асанне нумай пурăнайман, 40-е те çитеймен. Атте шкулта 5 класс кăна пĕтернĕ, каярах, 1931-1935 çулсенче, Мускавра чукун çул тунă çĕрте, каярах «Радиоприбор» заводра ĕçлет. Ялтан Федор Гавриловпа пĕрле пулнă вĕсем. 1935 çулта ăна тата унăн виçĕ тусне революцие хирĕçле пропаганда тунă тесе арестлеççĕ, тĕрмене лартаççĕ. Ялтан курайман çынсем тата вăл кулак ачи пулнине çирĕплетсе характеристика ярса панă. Ăна виçĕ çул Караганда тата Инçет Хĕвел тухăç лагерĕсенче тытаççĕ. 57 çултан тин аттен ырă ятне тавăраççĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланни пирки çывăх çыннăмăр Инçет Хĕвел тухăçĕнче пулнă чухне пĕлет. 1941 çулта çуркунне вăл пулă тытакан карап çине ĕçе вырнаçать. Анчах пулăçă пулма пÿрмен ăна. Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче вĕсем Владивостокра чарăннă. Урамсенче халăх хĕвĕшнĕ. Пĕр пысăк лапамра митинг пулнă. Çавăнта атте вăрçă пуçланнă пирки илтет. Вара фронта хăйĕн ирĕкĕпе тухса каять», — каласа парать Вера Максимовна. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.