Комментировать

17 Ноя, 2017

Патăрьел районĕнче ял хуçалăх ĕçченĕсене чысларĕç

Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне Патăрьел районĕнче пурăнакансем питĕ сумлăн паллă турĕç. Ку уява вĕсем пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕç. Унсăр пуçне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн çав кун районта çĕнĕ 3 объект уçăлнипе те асра юлчĕ.

Патăрьелсене уяв ячĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, райадминистраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламларĕç. Чи малтанах вĕсем Тури Тăрмăш ялĕнчи Кутузов урамĕнче 1,254 километр тăршшĕ автомобиль çулне уçнă çĕре хутшăнчĕç. Рудольф Селиванов ку çула асфальт сарасса ял çыннисем вуншар çул кĕтнине, вĕсен ĕмĕчĕ тинех пурнăçланнине палăртрĕ. Сергей Артамонов çак автомобиль çулне федерацин «Ял территорийĕсен тăнăçлă аталанăвĕ» /2014-2017 çулсем тата 2020 çулчченхи тапхăр валли/ тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн тунине пĕлтерчĕ, асăннă программăна тĕпе хурса ялсен аталанăвĕ валли питĕ пысăк укçа уйăрнине каларĕ. Тури Тăрмăшра пурăнакансем ялта çатма пек тикĕс çул тума пысăк укçа уйăрнăшăн район тата республика, çавăн пекех çĕршыв ертÿçисене чĕререн тав турĕç. Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн çĕнĕ автоçула чи малтан çамрăк велосипедистсем «тĕрĕслесе» пăхрĕç.

Çав кунах Шăнкăртам ялĕнче Земдихановсен хресчен-фермер хуçалăхĕнче выльăх пусмалли пункт уçăлчĕ.

Анатолий Лялькинăн хресчен-фермер хуçалăхĕнчи 175 пуç çамрăк выльăх вырнаçмалăх фермăна та — реконструкциленĕскерне — уяв кунĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Хĕрлĕ хăйăва касиччен Сергей Артамонов вице-премьер Анатолий Лялькин кăçал выльăх ĕрчетекен çемье фермине аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн 10 миллион тенкĕлĕх гранта тивĕçнине, фермер патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕ усă курнине палăртрĕ. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.