Комментировать

16 Ноя, 2017

Чăваш фильмĕсенче çĕнĕ актерсене курасшăн

Çутă сÿнчĕ. Кино пуçланчĕ... Залра ларакан кашни куракан экрана тимлерĕ: унта — хура-шурă тĕслĕ картина. Чăваш киновне пуçарса яракан Иоаким Максимов-Кошкинскипе унăн мăшăрĕ Тани Юн актриса аса илĕвĕсене каласа кăтартаççĕ. Çак архив кадрĕсемпе уçăлчĕ кăçалхи Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ. Вăл виççĕмĕш хут тĕрлĕ халăх кинематографисчĕсене, сценаристсене, режиссерсене тата кино юратакансене чăваш çĕрĕ çинче пухрĕ. Фестиваль кăçал унчченхи пек Чăваш Наци библиотекинче мар, малтан «Çеçпĕл» кинотеатр пулнă çуртра уçăлчĕ. Залра ларма пушă вырăн юлманни, чылайăшĕ мероприятипе ура çинче тăрса киленни те унăн сумĕ ÿссе пынине çирĕплетрĕ.

Киноплакатсен конкурсĕ

Пресс-конференцире кăçал «Асам» çĕнĕлĕхсемпе палăрассине пĕлтернĕччĕ- ха. Чăнах та, вĕсем тÿрех сисĕнчĕç. Ырă пуçарусенчен пĕри — кинофестивале халалланă Пĕтĕм тĕнчери киноплакатсен конкурсĕ. Ĕçсене фойере çакнăччĕ. Афишăсене профессионал дизайнерсем те, ахаль ÿкерме кăмăллакансем те хутшăннă.

Малтанхи çулсенче программăра ытларах 50-60-мĕш çулсенчи фильмсене кăтартатчĕç, халĕ — çĕнĕреххисене. Яланхиллех конкурса хутшăннă кашни автора авалхи чăваш халапĕсене тĕпе хурса хатĕрленĕ «Асам» кÿлепе парнелĕç. <...> Чăваш киноискусствине аталантарас тĕлĕшпе тĕпе хывса хатĕрленĕ картинăсене ятарлă номинаципе палăртĕç.

Савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă мероприятие пултарулăх коллективĕсем илемлĕ юрă-ташăпа пуянлатрĕç. Акă тинех экран çуталчĕ. «Фуга» илемлĕ фильм пуçланчĕ. Унăн режиссерĕ — Марат Никитин. «Картинăна мĕншĕн çапла ят панă-ши?» — тÿрех çуралчĕ шухăш. Тата мĕншĕн Пĕтĕм чă-вашсен кинофестивальне чăваш фильмĕпе уçмарĕç-ши? <...> Фильм аталаннă май «фуга» чир ячĕ пулнине, Матвей шăпах çак амакпа аптăранине пĕлтĕм. <...> Унăн сюжечĕ кăмăла кайрĕ. Çапах та фильмри ытлашши сас-чÿ тимлĕхе хăйĕн патне туртса илчĕ, картинăпа туллин киленме чăрмантарчĕ. Сăмахран, актерсем пÿртре чухне те шăплăх хуçаланмарĕ, машина иртсе çÿрени тата темскер кашлани хăлхана кĕчĕ. Тен, режиссер çапла майпа картинăри «çанталăка» куракан патне илсе çитерес тенĕ?

<...> Ытти куракан шухăш-кăмăлĕпе те интереслентĕм. Мĕн чухлĕ çын, çавăн чухлĕ шухăш теççĕ-çке. «Хальхи вăхăтра миллионшар тенкĕ уйăрмасăрах çакăн йышши фильм ÿкерме пултарни — паттăрлăх. Режиссер хăй тĕллĕнех ĕçленĕ вĕт, актерсене, ÿкерÿ лапамĕсене тупнă, хатĕрленĕ. Çитменлĕхсем çук мар паллах. Ку каллех укçа-тенкĕ ыйтăвĕпе çыхăнни паллă ĕнтĕ. Сăмахран, тĕп героя чĕнсе илнĕ студи Мускавра вырнаçманни тÿрех палăрать. «Фуга» — автор фильмĕ. Эпир куллен курма хăнăхнă кино мар вăл, хăйне евĕрлĕхĕ те унăн çакăнта. Режиссер драматургие интереслĕ çавăрса кăтартнă: фильм малтанах кичемрех туйăнать, вăл майĕпен куракан тимлĕхне хăй патне туртать», — хакларĕ пĕр куракан. «Ĕлĕкхилле ÿкернĕ кино» текенсем те тупăнчĕç. «Лайăх фильм. Монтаж та, жанрĕ те килĕшрĕ. <...> Чăваш фильмĕсене çĕнĕ актерсене те кĕртмелле, яланах пĕр çынсем выляççĕ унта», — палăртрĕ шухăшне тепри.

«<...> Картина шиклентерчĕ те. Мĕншĕн тесен журналист тăрăшнипе çынна пĕр самантрах çĕклеççĕ, тепĕр самантра вара таптаса пĕтерме пултараççĕ. Фильмра сасăсем те, ÿкерчĕк те вырăнлă. Чи пахи — çак кинона Чăваш Енре ÿкерни. Пирĕн кинематографистсем кун йышши фильмсем ÿкерсен чăваш киноискусствин шайĕ ÿсетех», — хавхаланса калаçрĕ кинотеатртан тухнă пĕр пике.

Беларуçре те ÿкернĕ

Кинофестивале хутшăннă фильмсене Çамрăксен театрĕнче, Чăваш Наци библиотекинче тата «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕпе электрон документацийĕн архивĕнче курма май пурччĕ. Иккĕмĕш кунхине вулавăшра «Ехрем хуçа», Халăх хĕрĕ. Валентина Смирнова опера юрăçи», «Дамский угодник», «Зона» тата ытти фильмсемпе паллаштарчĕç. Конкурса тăратнă документлă киносенчен пĕри — «Шагнувшие в бессмертие» — уйрăмах кăмăла кайрĕ. Питĕ витĕмлĕ, тĕплĕн хатĕрлени палăрчĕ. Чăваш Енре çуралса ÿснĕ Николай Волковпа Варвара Шапошниковăн кун-çулне çутатса парать вăл. <...> Мăшăрăн çăмăл мар шăпипе халăха паллаштармашкăн режиссер Владимир Васильев культурологи тухтăрĕ Беларуçе кайнă, архивсенчи документсене чылай вăхăт тишкернĕ. <...>

Конкурса кĕртмен «Siraç» документлă фильм та хăйне евĕрлĕхĕпе тыткăнларĕ. Унта турккăлла çеç калаçрĕç пулсан та сюжета ăнланма май пулчĕ. Фильм Турци халăхĕн пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе паллаштарчĕ, сăнарсен наци костюмĕн илемлĕхĕпе килентĕм.

Тĕрлĕ туйăм çуратакан «24 юр»

Ямал-Ненец автономи округĕн режиссерĕ Айна Мередова ÿкернĕ «Чистый лист» кинокартина хăйĕн тарăн шухăшĕпе, философийĕпе тыткăнларĕ. <...> Унта ненец çыннисен пурнăçне тата тундрăра пурăнакан Григорий шăпи пирки кăтартнă. Вăл вăхăт мĕншĕн хăвăрт иртнине, тĕнче еплерех аталаннине, этем çĕр çине мĕншĕн килнине ăнланасшăн çунать. Çынсем мĕншĕн усал тăваççĕ? Пурнăçра чи хакли мĕн? <...> Ку фильма пăхнă хыççăн пурнăç кĕске, вăхăт çав тери сахал пулнине ăнланатăн.

Ун хыççăн «Путь» /Казахстан/ тата «24 снега» /Саха-Якути/ документлă фильмсене кăтартрĕç. Пĕрремĕшĕнче çамрăках мар ÿнерçĕ тĕнчене епле курнине хăйне евĕрлĕ сăнланăччĕ. Сăмахран, уйра кравать ларать, унта ÿнерçĕ телевизор пăхать. Анчах экранĕ кăтартмасть. Е хир варринчи пĕр çара йывăç çинче пукансем çакăнса тăраççĕ, çилпе силленеççĕ. Тĕп сăнар вĕсенчен нихăшне те суйламасăр йывăç вулли çумне тайăнса çĕр çинех ларать. Çакна мĕнле ăнланмалла? Картина авторĕ пурин те чаплă пукан çине ларма май çуккине кăтартасшăн- ши? Е кирек епле пулсан та этемшĕн çĕртен çывăххи нимĕн те çуккине сăнарланă? Шухăшламалăх пур.

«24 снега» фильм та тĕрлĕ туйăмсем çуратрĕ. <...>

Çак кинокартинăн тĕп сăнарĕ лаша усракан Сергей чылай вăхăт тундрăра пурăнать, çемйипе те çулталăкра иккĕ-виççĕ çеç тĕл пулать. Вăл çут çанталăка юратнине палăртать. Якутири сивĕ çанталăка, пурнăç йывăрлăхĕсене чăтса ирттерме вăл ачаранах хăнăхнă, кунта пурăнма килĕшет. Анчах ăна хăйĕн ĕçне тăсакан çын çукки пăшăрхантарать, пурпĕрех пуç усмасть арçын, малалла çутă шанчăкпа пурăнать.

«24 снега» кинокартинăна кăçал Раççейри «Ылтăн ăмăрт кайăк», «Ника» кинопремисенче тĕрлĕ номинацире тăратнă. Пĕлтĕр вăл çĕршыври тата тĕнчери тĕрлĕ фестивальте 8 награда çĕнсе илнĕ.

Искусствăсенчен чи пĕлтерĕшли — кино. Шăпах фильмсем тăрăх ытти халăхсем пирки пĕлетпĕр, вĕсен шăпи-пурнăçĕпе паллашатпăр. Кино вăл — истори. Чăвашсем те ăна çырма пуçланă, вăл мĕнле аталанасси вара çамрăк ăруран чылай килет. Тулли верси...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.