Комментировать

15 Ноя, 2017

Алăри 5 пин Мускаври 50 пинрен хаклăрах

«Килти пăру тинĕс леш енчи ĕнерен те хаклăрах». Е тата: «Алăри аллă пус Мускаври мулран хаклăрах», — теççĕ чăвашсем. Ваттисен сăмахĕсене паян ытахальтен аса илмерĕм. Ялсенчи вăй питти арçынсем халĕ темиçе çул каярахрипе танлаштарсан аякри хуласене вăрăм укçа ĕçлесе илме сахалрах каяççĕ. Тăван килте, çемьепе пурăнни хаклăраххине ăнланса илнĕ вĕсем. Пурнăçа епле саплаштараççĕ? Мĕнле мелпе ĕçлесе илеççĕ вĕсем? Ялта ĕç вырăнĕсем пур-и? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупас тесе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи чи аякра вырнаçнă Ишлĕ ял тăрăхне çитсе килтĕм.

«Ĕçлеме ÿркенмесен ялта пурăнма пулать»

Асăннă ял тăрăхĕн специалисчĕсем Галина Анисимовăпа Татьяна Михайлова пĕлтернĕ тăрăх, ку хутлăхра колхоз 2000 çулсен пуçламăшĕнчех саланнă. Вăрманлă тăрăхра халăх ĕмĕртен ĕçчен те хăйне евĕр пулнă. Халĕ те çавах. Çапах та кашни ялăн хăйĕн уйрăмлăхĕсем пур. Ишлĕ ял тăрăхне 4 ял — Ишлĕ, Пăлапуç Нурăс, Ульяновкăпа Люля поселокĕ — кĕреççĕ. Эпир вĕсене кашнинех тишкерсе тухрăмăр. «Ульяновкăра 49 килте пурăнаççĕ, 12 кил пушă ларать. Çуллахи вăхăтра çамрăк хĕрарăмсем хура çырлапа хурăн çырли татаççĕ. Ăна сутма Патăрьел пасарне каяççĕ. <...>

Галина Анисимова пĕлтернĕ тăрăх, Люляра ытларах ватăсем пурăнаççĕ. Поселок, шел те, çултан-çул пĕчĕкленсе пырать. Кунта паян 24 килте кăна хĕллехи вăхăтра мăрьерен тĕтĕм тухать. 15 кил хуçисемшĕн «тунсăхлать». Поселокра та вăй питтисем ĕне усраççĕ, вĕлле хурчĕ тытаççĕ-мĕн. «Мăйракаллă шултра выльăх пурĕ — 27, çав шутра сăвакан ĕне — 15. Иван Родионовăн — 3, Федор Смирновпа Александр Якмаринăн килти хушма хуçалăхĕнче икшер ĕне. Елена Смирнова çу каçах ачисемпе çырла пуçтарать. Вĕсем те вăрман çимĕçне вырнаçтарма Патăрьелне тухаççĕ. Люляра хурăн тата юман милĕкĕсене сутлăх хатĕрлекенсем те пур», — каласа пачĕ Галина Федоровна.

Пăлапуç Нурăс çÿлерех асăннă пĕчĕкрех ялсемпе танлаштарсан кăшт уйрăларах тăрать. Кунта 104 килте пурăнаççĕ. Шел, пушшин хисепĕ те пысăк: 34. Галина Анисимова пĕлтернĕ тăрăх, арçынсем темиçе çул каяллахипе танлаштарсан аякри хуласене ĕçлеме çÿремеççĕ. 9-10-ăн кăна Питĕре каяççĕ. Нумаях пулмасть Пăлапуç Нурăсра качака ферми ĕçлеме пуçланă. <...>

Çĕр çинче ĕçлени çынна пуйтармасть те, выçă та лартмасть. Выльăх-чĕрлĕх тытни кăна кăштах нухрат тума пулăшать. Çакна тахçанах ăнланса илнĕ хресчен. Ишлĕре паян 157 килте пурăнаççĕ, 68 /!/ кил хупăннă. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ — 252 пуç. Сăвакан ĕне — 125. Ялĕпе виçĕ кĕтÿ. 32 çемьере вăкăр самăртаççĕ. Çичĕ çемьере — лаша, вунă çемьере пыл хурчĕ ĕрчетеççĕ. Пĕр вунă çемье çăвĕпех çырла татса, сутса услам тăвать. Икĕ-виçĕ ĕне усракансен харпăр хăйĕн тракторĕ /ялĕпе пурĕ 25/ пур. Çавăн пекех утă тавăрмаллисем, пресламалли хатĕрсемсĕр те май çук. Выльăх-чĕрлĕх усракан кашни çемьерех электричествăпа ĕçлекен арман туяннă. Вячеслав Краснов, Владимир Кутузов, Геннадий Юркин фермерсем тыр-пул ÿстереççĕ, нумай çул ÿсекен курăк акаççĕ. Зоя Юркина сурăх ĕрчетет. Дмитрий Красновăн витинче — ĕнесемпе пăрусем. Павел Прокопьев сĕтел-пукан тăвакан цех уçнă. Вячеслав Краснов вара строительство бригади йĕркеленĕ. Вĕсем нумай ачаллă çемьесем валли çуртсем çĕклеççĕ. Хăшĕ-пĕри паян ялсенче харпăр хăй лавккине уçма та мехел çитерет. Ĕçлеме ÿркенмесен ялта пурăнма пулать. Ÿркенекен валли нихăçан та ĕç çук», — шухăшне палăртрĕ Галина Федоровна.

Патăрьел районĕнчех тĕрлĕ ялта тĕрлĕрен ĕçлесе илеççĕ. Аслă Арапуçсемпе Пăлаçи Атăксем, Анат Чакăсемпе Каншелсем «Первомайск», «Малалла» хуçалăхсенче ĕçлеççĕ. Аслă Арапуçсем килĕсенче сысна çăвăрлаттараççĕ /ĕлĕкрен çапла пулнă. Кунта вырсарникунсенче пасар пулать/, ĕне йышлă тытаççĕ, кишĕр, сухан севок, çĕр улми сутлăх туса илеççĕ. Каншелсем /вĕсен пулăхлă хура çĕр/ севокпа, сухан вăрлăхĕпе, кишĕрпе тупăш тăваççĕ. Туçа енчи чăвашсем те ĕлĕкрен сухан севок туса илессипе палăраççĕ.

Арăмĕ — ветеринар, упăшки — зоотехник

Ишлĕри Галинăпа Сергей Анисимовсем те 4 ĕне, 3 вăкăр, чăх-чĕп, вĕлле хурчĕ йышлă тытаççĕ. Пĕлтĕрччен 3 сысна амине çăвăрлаттарнă. <...> Комсомольски районĕнчи Тимĕрчкасси хĕрĕпе Ишлĕ йĕкĕтне Вăрнарти техникум паллаштарнă, туслаштарнă. Галина унта ветеринара, Сергей зоотехника вĕреннĕ. Галина Федоровна маларах Комсомольскинчи ветлечебницăра та ĕçленĕ, качча килсен вырăнти хуçалăхра тăрăшнă. «Килте трактор пулмасан 4 ĕне усраймастăн. Пирĕн суха тумалли, утă тавăрмалли хатĕрсем пур. Çĕр тара илсе хирте люцерна акатпăр. Эпĕ те, аслă хĕрсем те тракторпа çÿреççĕ. Пурте вĕлле хурчĕсене пăхма хутшăнаççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе утăпа пахча çимĕçсĕр пуçне тырă та кирлĕ. Çавăнпа çулсеренех 4-5 тонна тырă, тырă хывăхĕ туянатпăр. Мăшăрăн алли ылтăн. Йывăçа эрешлесе касма кăмăллать. Каланккăсем, пысăк кăмакасем ăсталать. Халĕ тата улмуççи сыпма вĕрентĕмĕр», — каласа пачĕ Галина Федоровна. <...> Тулли верси...

 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.