Комментировать

13 Ноя, 2017

Апата лариччен шыв ĕçмелле

«Упăшка Мускава ĕçе вырнаçнăччĕ. Сахăр диабечĕпе аптăраканскер инсулина килте манса хăварнă. Кунта та сывă пурнăç йĕркине пăхăнман та унта пушшех сывлăхĕ çине алă сулнă ĕнтĕ вăл. Çавна май ĕç вырăнĕнчех аптăраса ÿкнĕскерне «Васкавлă пулăшу» машинипе больницăна леçнĕ. Мăшăрăм тăван тăрăха сывă таврăнасси иккĕленÿллĕччĕ. Юрать шурă халатлисем ăна вилĕм аллинчен турса илме хал çитернĕ. Кĕçĕн класра вĕренекен ачасем ашшĕ таврăннăшăн сиксех хĕпĕртерĕç», — каласа кăтартать пĕлĕшĕм.

Çитес эрнере, чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче, диабетпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăвăпăр. Шăпах çак кун Канада тухтăрĕ тата физиологĕ Фредерик Бантинг çут тĕнчене килнĕ. 1922 çулта вăл Чарльз Бест врачпа пĕрле диабетпа чирлисене çăлакан эмел — инсулин — шухăшласа кăларнă. 2017 çулта тухтăрсем çынсемпе тĕл пулнă май «Хĕрарăм тата сахăр диабечĕ — эпир сывă пуласлăха тивĕçлĕ» темăпа калаçу йĕркелеме палăртнă.

Халĕ тĕнчере сахăр диабечĕпе аптăракан 422 миллион çынна шута илнĕ, çакă — пĕтĕм халăхăн 5,8 проценчĕ. Ку йышран 50 проценчĕ — 40-59 çултисем, шăпах ĕçлеме юрăхлă ÿсĕмрисем. Раççейре — 4 миллион ытла, Чăваш Республикинче 28 пине яхăн çын сахăр диабечĕпе чирлĕ.

Пĕтĕм тĕнчери диабет федерацийĕ асăрхаттарнă тăрăх, халĕ патшалăх тата общество организацийĕсем, тухтăрсемпе сипленекенсем çине тăрса ĕçлемесен 2030 çул тĕлне чирлисен йышĕ 1,5 хут ÿссе 552 миллион çынна çитме пултарать. Сăмах май, ку чир сахал тата вăтам тупăшлă çĕршывсенче сарăлни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Диабетпа чирлисен 1-мĕш ушкăнне кĕрекенсене пĕр вĕçĕм инсулин кирлĕ, унсăрăн вĕсем вилеççĕ. 2-мĕш ушкăнрисен /вĕсем пĕтĕм йышăн 90 проценчĕпе танлашаççĕ/ организм хăй инсулин кăларать, анчах вăл çителĕксĕр. Çак чире пула çынна инфаркт, инсульт шар кăтартать, нерв тытăмĕ хавшать, куç çивĕчлĕхĕ чакать... Çав вăхăтрах сахăр шайне пĕчĕклетекен препаратсемпе усă курни, профилактика мероприятийĕсем йĕркелени пĕтĕмĕшле кăтартăва лайăхлатма пулăшнине те палăртмалла.

«Сахăр диабечĕпе нушаланаканăн хăйĕн сиплев ĕçне хутшăнмалла. Унăн çак чир çинчен ытларах пĕлме тăрăшмалла, ку енĕпе ăна пирĕн виртуаллă шкул пулăшĕ», — палăртать республикăри эндокринологи диспансерĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.