Чăваш ытамĕнчи «Путене»
Алăк урати урлă каçичченех «васкатпăр эпир» терĕмĕр пулин те шала кĕрсен йăлтах манăçрĕ. Унтан тухас та, ниçта та каяс та килмерĕ. Çавăн пек вăл «Путене». Туртса кĕрсе каять те çак юрату ĕмĕрлĕх юлать. Сăмахăм Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне кăçал тивĕçнĕ Муркашри «Путене» ача сачĕ пирки.
Сăпка юрри шăранать
«Пĕчĕк çеç путене, сарă тулла юратать. Юратать, юратать, чăнахах та юратать», — ирĕксĕрех аса килчĕç ачалăх тĕнчипе паллашма пикенсен çак йĕркесем. Манăн вара паян «Пĕчĕк çеç путене, сарă тулла юратать, Муркаш енчи «Путене» чăвашлăха юратать», — теессĕм килет. Кунта шăпăрлансем мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе калаçса ÿсчĕр, чăваш чĕлхине, юрри-кĕввине юратчăр, йăли-йĕркине чухлаччăр тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Çакă вĕсен садик ятĕнченех палăрать ав. Кунта кашни ушкăнра чăвашлăх кĕтесĕ пур. Воспитательсемпе ачасем валли ятарласа чăваш кĕписем çĕлетнĕ. Тавра пĕлÿ музейĕнче хăтлă та тирпейлĕ.
Ак ĕнтĕ эпир те ачалăхпа чăвашлăх тĕнчине кĕрсе ÿкрĕмĕр… Изабелла Ферапонтова заведующи пире садикпе тĕплĕнрех паллашма чĕнчĕ. Изабелла Владимировна пĕлтернĕ тăрăх, «Путене» ача сачĕ 1994 çулта ĕçлеме тытăннă. Кунта çÿрекенсем валли выляма тата канма, шкула кайма хатĕрленме мĕн пур услови пур. Вылямалли тата çывăрмалли пÿлĕмсем çутă та пысăк. Музыка тата физкультура залĕсенче вĕттисене пур енлĕн аталанма майсем пур. «Хальхи вăхăтра садикре 13 ушкăн йĕркеленĕ. 2015 çулта пирĕн ача сачĕ çумне «Лебедушка» садике пĕрлештерчĕç. Пирĕн патăмăра çÿрекенсен шучĕ çултан-çул ÿссе пырать. Кăçал 282 ачана вырăнпа тивĕçтертĕмĕр. Учрежденире пурĕ 32 педагог ĕçлет. Вĕсем пурте аслă пĕлÿллĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ — аслă категориллĕ. Воспитательсен професси шайне çултан-çул ÿстерсе пыраççĕ. Хамăр «лаçра» кĕштĕртетнипе кăна лăпланса лармаççĕ, районта, республикăра ирттерекен тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ. Аслă категориллĕ Надежда Порфирьевăпа Ирина Кожевникова иккĕшĕ те Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ тата республикăри «Чи лайăх методика кăтартăвĕ» конкурсра иккĕмĕш вырăнсем çĕнсе илчĕç. Çулсеренех пирĕн воспитательсем район шайĕнче иртекен «Çулталăк воспитателĕ» конкурсра пĕрремĕш вырăнсене тивĕçеççĕ, республикăра район чысне хÿтĕлеççĕ. Вĕсен шутĕнче — Надежда Порфирьева, Елена Михайлова, Ольга Прокопьева. Воспитательсем тăрăшни ачасен ÿсĕмĕнче палăрать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче аслă ушкăна çÿрекен Ника Макарова республика шайĕнчи «Эпĕ — тĕпчевçĕ» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ «Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» конкурсра вара вăтам ушкăнри ачасем икĕ пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. Кĕçĕн ушкăнри Лилия Рожкова чăвашла сăвă каласа иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Ÿсĕмсем пурри малалла ĕçлеме хистет, хавхалантарса пырать. Кăçалхи вĕренÿ çулĕ пирĕн ача сачĕшĕн уйрăмах хавхалануллă пуçланчĕ. «Путене» Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçрĕ. Паллах, 200000 тенкĕ садикшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕнсе илнĕ нухратпа ачасене вĕрентме, аталанма условисем туса пама усă курасшăн. Интерактивлă доска, ун çумне проектор, принтер, профессионаллă фотоаппарат, воспитательсемпе ачасене тĕрлĕ конкурса хутшăнма костюмсем, ытларах чăваш тумĕсене, туянасшăн. Садикре чăвашлăха аталантарма тăрăшатпăр. Вăтам, аслă, хатĕрленÿ ушкăнĕсенче эрнере икĕ хут чăваш чĕлхине вĕренеççĕ. Кашни ушкăнрах чăвашлăх кĕтесĕ пур. Вĕсенче — чăваш наци тумĕ, чăваш кĕпи тăхăнтартнă пуканесем, чăвашсен ĕлĕкхи савăт-сапи, тĕрри-эрешĕ, чăваш символики. Кашни ачан чăваш кĕпи, тухйи пур. Мероприятисенче яланах чăваш кĕпи тăхăнаççĕ. Çапла майпа шкула кайичченех кунта çÿрекен ачасем Чăваш Ене, чăваш чĕлхине, культурине тата историне хисеплеме вĕренеççĕ. Садикре пĕчĕк музей ĕçлет. Кунта кашни ачанах интереслĕ. Музейри «Асаттепе асанне» пĕчĕккисене сăпка юрри юрлама та вĕрентеççĕ, чăваш кăмакинчен мĕнле апат-çимĕç тухнине те кăтартаççĕ. Çакна та асăнса хăварас килет: кашни вĕренÿ çулĕнчех «Путене» ача садĕнче тăван тавралăха юратма хăнăхтарассипе методика пĕрлешĕвĕсем йĕркелетпĕр. Ушкăнсен хушшинче «Тăван тавралăха юрат тата пĕл» конкурс ирттеретпĕр», — каласа парать Изабелла Владимировна.
«Ĕçе хавхаланса утатăп»
«Путенере» ака уйăхĕнче çулсеренех чăваш чĕлхи эрнине ирттереççĕ. Тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ, районти паллă вырăнсене экскурсисене çÿреççĕ, тури чăвашсен музейне çитсе килеççĕ. Асанне арчинчи вăрттăнлăхсене уçаççĕ, пир тĕртмелли станокпа ĕçлесе пăхаççĕ. Садикре чăваш чĕлхине тарăннăн вĕрентекен, аталантаракан чăваш ушкăнĕсем те йĕркелесшĕн вĕсем. Çак тĕллевпе икĕ воспитательница Вĕрентÿ институтне ятарлă курссене кайса килнĕ ĕнтĕ. Садикре ирттерекен музыкăпа театр конкурсĕсенче ачасем чăваш юррисене юрлаççĕ, чăвашла юмахсемпе инсценировкăсем лартаççĕ. Малалла вулас...