Комментировать

3 Ноя, 2017

Хурамакасси урамĕ хăçан çуталĕ?

Хальхи вăхăтра электричество çути çитмен ялсем пур тенине малтанах ĕненме йывăр пулчĕ. Анчах чăнлăхпа тавлашаймăн…

Çул хыççăн çул иртет

Шупашкар районĕнчи Ишлей ял тăрăхĕнчи тăватă ялти — Етĕрнекасси, Мускаринкасси, Хурамакасси, Вуспÿрт Чурачăк — çĕнĕ урамсенче пурăнакан çынсем çурчĕсенче Ильич ламписем çутăласса пĕрремĕш çул çеç кĕтмеççĕ.

Электроснабжени объекчĕсен строительствине Чăваш Республикин Президенчĕн 2009 çулхи раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнчи 99-мĕш «Чăваш Республикинчи çĕнĕ урамсене /ял-хулана/ электрификацилессине хăвăртлатасси çинчен» хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2010 çултах пуçарнă. <...> Тĕрĕссипе, çак программăпа палăртнă ĕçсене 2012 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен вĕçлемелле пулнă.

ЧР Строительство министерствин строительство пайĕн пуçлăхĕ Александр Тихонов пĕлтернĕ тăрăх — республикăри ытти район та ку программăна хутшăннă, вĕсем 2014 çул тĕлне ялсенчи çĕнĕ урамсене электричество линийĕпе çыхăнтарса пĕтернĕ. Шупашкар районĕнче вара çак ĕç вăраха кайнă… <...>

— Ку ыйтăва куçран вĕçертместпĕр, лару-тăрăва сăнасах тăратпăр. Район администрацийĕнчи яваплă çынсем патне кашни кунах шăнкăравлатпăр, темиçе хутчен канашлу та ирттертĕмĕр, — терĕ Александр Иванович.

Çурт лартсан та пурăнма çук

Хурамакассисем хăйсен чун ыратăвне чĕре патне илекенсене яланах хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Ку таранччен кам кăна пулман-ши кунта? Пуçлăхсем, депутатсем… Вĕсенчен кашниех çитес вăхăтра яла çутă пама шантарса хăварнă. Ял çыннисен шанăçĕ вара, шел те, кунран-кун чакса, тарăхăвĕ çĕпре янă чуста евĕр хăпарса пырать.

…Хурамакасси пĕчĕк ял мар, 150 хуçалăх ытла шутланать. Çулла кунта 197 çын пурăнать, хĕл каçма вара 60 çын çеç юлать. Уйрăмах çутăсăр урамсем хĕле хирĕç пушанса юлаççĕ.

— Çичĕ çула яхăн пире çутă парасси пирки калаçаççĕ. Анчах ĕçĕ курăнмасть. <...> Çапла çултан-çул вăхăта тăсса пыраççĕ. Хальччен сăрта тепĕр майлă çавăрса хума пулать, — пĕрне-пĕри пÿлсех лару-тăрупа паллаштарма тăрăшрĕç Хурамакассисем. Ял çыннисем палăртнă сăлтавсем тĕпре пулнине ЧР Строительство министерстви те çирĕплетрĕ.

<...> «Тахçантанпах ĕçлемесĕр ларнăран холодильниксемпе телевизорсем юрăхсăра тухрĕç пулĕ», — кулянса калаçрĕç кил хуçи арăмĕсем. Çав вăхăтрах урам пушанса юласси те шиклентерет. Сăмахран, акă, икĕ кил хуçи çутă кĕтсе илеймесĕрех çут тĕнчерен уйрăлнă.

Кăçал «пăнчă» лартма май килĕ-и?

Çапах та Хурамакассине тата ытти яла хăçан электричество çути çитĕ-ха?

Район администрацийĕн хула строительствин ĕçĕ- хĕлĕн тата архитектура пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Максим Раскин çÿлерех асăннă ялсене çутă парассипе çыхăннă ыйтăва çитес вăхăтра татса парассине пĕлтерчĕ. «Чăвашэнерго» пирĕн документсене çирĕплетрĕ. Паян ЧР Строительство министерствин Патшалăх стройнадзор управленине çырупа тухатпăр. Вĕсем вырăна тухса тĕрĕсленĕ хыççăн акт хатĕрлесе парĕç. Кайран пирĕн ял тăрăхĕн администрацийĕнчен объекта хута яма ирĕк илмелле. Унтан патшалăх регистрацийĕ витĕр тухмалла <...> », — терĕ Максим Геннадьевич ĕнер телефонпа çыхăнсан. «Хыпар» ку ыйтăва сăнасах тăрĕ. Тулли верси...

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.