Комментировать

3 Ноя, 2017

«Çав тертсĕр пурăнма та май çук…»

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ хăйĕн кун-çулĕнчи 100-мĕш сезонне уçрĕ. Сиссе те юлаймăпăр, вышкайсăр сумлă юбилей тĕлне çитсе те тăрăпăр. Чăваш театрĕн историйĕ пур енĕпе те пуян: репертуарĕпе, артистсен пултарулăхĕпе... Коллективра СССР халăх артисчĕн ятне тивĕçнĕ тăватă çын пулнă, пур, малашне те пулĕç. Вĕсем: Алексей Ургалкин, Борис Алексеев, Вера Кузьмина тата Валерий Яковлев. Вĕсенчен пĕрин — Вера Кузьминичнăн — пултарулăхĕ пирки вулакана паян каласа кăтартас килет. Паллах, «Хыпар» тусĕсем ун çинчен пĕлеççĕ, вăл вылякан спектакльсене пăхса киленеççĕ. Çапах чи маттур актриса патне тепĕр хут таврăнма сăлтав пулчĕ: вăл Чăваш театрĕн сцени çине тухма пуçланăранпа шăпах 70 çул çитрĕ, хăй кĕçех 94 çул тултарĕ. Хальччен унашкалли пирĕн пулманччĕ-ха.

«Театр — манăн шăпа». Çак шухăшпа пурăнать халăх артистки. Тен, хăш-пĕр куракан çапла каланине юбилейсенчи пылак та ниме тăман янăравлă сăмахсемпе танлаштарĕ, анчах Вера Кузьминан çак сăмахĕнче вăл театра пĕтĕм чун-чĕререн юратни сăнарланнă.

Никам та актер пулса çуралмасть. Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашра çут тĕнчене килнĕ Вера та ыттисенчен уйрăлса тăман темелле: шкулта вĕреннĕ, пахчара ĕçленĕ, колхоза пулăшма çÿренĕ. Май килсенех алла илемлĕ литература тытнă. Тăвай вăтам шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтра хорта юрланă. Çав вăхăтра унăн чĕрин пĕр кĕтесĕнче пултарулăх хĕлхемĕ йăлкăшса амаланнă. 1941 çулта ГИТИСа вĕренме кĕнĕ. Анчах вăрçă çулăмĕ Мускав çывăхне «карса» илсен студентсене урăх вырăна куçарнă. <...> Пирĕн Вера ытти пикепе пĕрле Смоленск çывăхĕнче окоп чавнă, Мускав тăрăхĕнче вăрман каснă. Кайран, тăшмана тĕп хула çывăхĕнчен хăваласа ярсан, института таврăннă. <...>

Вера Кузьмина 1947 çултанпа паянхи кунччен — К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче. <...>Тĕрлĕрен пулнă вĕсем: героикăллă, трагедиллĕ, кулăшла сăнарсем. Çамрăк чухне арçын ача ролĕсенче те ăшталанма тивнĕ. Паллăраххисем, актрисăн чĕрине хускатнисем, куракан чунĕнче йĕр хăварнисем çаксем пулĕ: Ульяна Громова /«Çамрăк гварди», А.Фадеев/, Таня /«Таня», А.Арбузов/, Хĕр /«Старик», М.Горький/, Надя /«Мĕн-ши вăл телей?», Н.Терентьев/, Кĕтерук /«Кай, кай Ивана», Н.Айзман/, Мильтфорд леди /«Хаярлăхпа юрату», Ф.Шиллер/, Амăшĕ /«Юнлă туй», Ф.Г.Лорка/, Хветура /«Çĕпĕр дивизийĕ»/, Клавье /«Пушар лаши», Н.Терентьев/, Сайте /«Хура çăкăр», Илпек Микулайĕ/, Амăшĕ /«Çатан карта çинчи хура хăмла çырли», Б.Чиндыков/, ыттисем.

Поэтсен сасси — тăван. Çак Верук сассипе тан. Çапла çырнă Чăваш халăх поэчĕ, халăх артисткин мăшăрĕ Петĕр Хусанкай. «Хусанкайпа юнашар ирттернĕ çулсем маншăн чи хаклисем, — тенĕччĕ пĕррехинче Вера Кузьминична. — Пурнăçри çутă çăлтăр пек вăл мана ялан ăшăтса, çутатса тăрать». Çав вăхăтрах паллă çынпа пĕрле пурăнма çăмăлах та мар, яланах унпа пĕрле, юнашар çеç мар, ăна тивĕçлĕ пулмалла. <...>

Артистка вăйлă хĕрарăмсен сăнарĕсене калăплама пултарни, шалти туртăм ăна çавăн пек героиньăсем патне туртни палăрсах тăрать.

«…Çапла, ман чун ытларах трагедиллĕ сăнарсем патне туртăнать. Кураж инке рольне маншăнах çырман-ши вара? Эпĕ ăна выляман пулăттăм-и? Çирĕм çул каялла пĕр çамрăк артист мана Медея рольне пултаратăн тесе пăлхантарнăччĕ. Вылянă пулăттăм — пулмарĕ», — тенĕ артистка Иосиф Дмитриев-Трер режиссера.

«Халĕ манран актрисăн тĕп енĕсене пĕр-ик сăмахпа хаклама ыйтас пулсан аслă, вăйлă тейĕттĕм, — çырать Николай Терентьев драматург хăйĕн пĕр статйинче. — <...> Борис Чиндыковăн «Çатан карти çинчи хура хăмла çырли» спектакльти Кузьмина-Амăшĕ сăнарĕшĕн эпĕ хам та хĕпĕртетĕп. Уншăн кăна мар, пĕтĕм спектакльшĕн. Мĕншĕн тесен кунта сценографи те, музыки те, артистăн вы-лявĕ те пĕр шухăшпа аталанса, пĕрлешсе кайса вăйланатчĕ те пĕтĕм чун-чĕрене пăлхатса яратчĕ».

Артистсен шухăшĕ. «Пăхатăп та ун çине — тĕлĕнетĕп: пĕр çын чĕринче çавăн чухлĕ ыр кăмăллăх, талант, чун ăшши, ăс, лайăххи çеç ăçтан вырнаçма пултарать! Пĕтĕм çын валли, пур тĕнче валли те çитет ун кăмăлĕ. Нихăçан та эпĕ вăл çын çинчен сивĕ сăмах, усал каланине илтмен, пурне те ырă сунать. Çавăнпах, тен, унăн сывлăхĕ те çирĕп <...>», — тет Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки Любовь Федорова.

«<...>Унăн шăпи пĕтĕмпех халăх шăпипе çыхăннă. Чунне, ăс-хакăлне пĕтĕмпех ăнланса: мĕншĕн, камшăн — тăван халăхне парать. Питĕ пархатарлă ен çакă искусствăра ĕçлекеншĕн. Турă панине — пултарулăхне — илес пулсан, ашшĕ-амăшĕ ним шеллемесĕр çав тери нумай панă. Паянхи шайпа танлаштарсан пĕр çын валли çеç мар, темиçелĕх те çитет пулĕ унăн, — çапла хак парать СССР халăх артисткине СССРăн тепĕр халăх артисчĕ Валерий Яковлев. — Енчен те пĕр çын теприн чунĕнче куççуль кăларма пултарать пулсан, савăнăç çиçтерме пултарсан, ун ăсне тепĕр май çавăрса ярсан, урăхла шухăшлама вĕрентет пулсан, хăй ăш-чикĕнчи хĕлхемĕпе ыттисене кăварлантарма, çулăмлантарма пултарсан, çав çын — асамçă <...>».

«Яла артистсем çитсен тÿрех Вера Кузьминапа Нина Григорьева килнĕ-и теттĕмĕр. <...> Çамрăксене ăнланакан, пулăшса пыракан юлташ. Унра амăшлăх çав тери пысăк. Çут çанталăк ăна çапла туса янă та, вăл ăна ниçта та хураймасть. Çемьере вăл мĕнле, ывăлне мĕнле пăхса ÿстернĕ, мăнукĕпе мĕнле пулнă — çавă пĕтĕмпех çамрăксем çине куçать», — хăйĕн кăмăлне палăртрĕ Геннадий Медведев. Çак шухăшпа килĕшсе Александра Зайцева артистка çапла хушса хучĕ: «Чăннипех вăл пирĕн театри Анне. Мĕн кăна вĕренмен пулĕ эпир унран. Чăваш тетпĕр хамăра, тĕрĕс калаçма вара пĕлместпĕр. Тепĕр чухне сăмахсенчи пусăмсене йăнăш тă-ватпăр. Ку енĕпе Вера Кузьминична — пирĕн вĕрентекен. Вăл Хусанкайăн сăввисене вулать-и, спектакльти пĕр-пĕр сăнара кăтартать-и — куçсем куççульпе тулаççĕ. Залри халăх та çаплах йышăнать».

Кĕске интервью

— Тăван ял. Кашни çыншăн вăл илемлĕ те хаклă. Эсир мĕн каланă пулăттăр?

— Тăван Енĕш Нăрвашăм — тĕлĕнмелле ял. Нăрвашран Хумма Çеменĕ, Дмитрий Данилов писательсем, Степан Максимов композитор, Моисей Спиридонов, Никита Сверчков художниксем тухнă. Профессор та, хирург та пур. Пурне те асăнса пĕтереймĕн. Çавăн пек ял вăл пирĕн.

— Эсир ĕçлекен театр çинчен Петĕр Хусанкай çапла каланă: «Мухтав сана, чăваш театрĕ!..»

— Хăмăрăн юратнă коллектив умĕнче пуç таяс килет. Пирĕн пурин те пĕрле ĕçлемелле, пĕрле спектакльсем вылямалла. Пĕрле асапланнăшăн, нушаланнăшăн, тарăхнăшăн, тертленнĕшĕн, хавхалантарнăшăн, савăннăшăн, пуриншĕн те тавтапуçах.

Ялан çул çинче. Йăлăхмастăр-и? Текех вун саккăрта та, хĕрĕхре те мар…

— Мĕншĕн йăлăхас? Ĕçĕ те çапла-çке пирĕн. Йăлтах урăхла, чылай вăхăт çула тухмасан тем çитмен пек туйăнать. Чун питĕ туртать инçетри ялсемпе хуласене. Хама хам ирĕксĕрлесе çула тухни нихăçан та пулман.

— Мĕнле рольсем ытларах килĕшеççĕ?

— Артистăн тĕрлĕ енлĕ роль выляма тăрăшмалла, ахальлĕн вăл пĕр пек выляма вĕренсе каять те халăх курса йăлăхать: «Эй, ку артист каллех иртнĕ спектакльти пекех вылять», — тет. Çав енĕпе эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп.

Пĕр вăхăтра хăшĕсем çапла ĕнентерме пăхатчĕç: кинопа телекурав аталанса пынă май театр хакĕ чакать, халăх ун патне туртăнма пăрахать тетчĕç…

— «Ку тĕрĕс мар», — тетпĕр эпир, театр çыннисем. Халăх юратăвĕ вăл вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕс пекех. Ун юратăвĕ театр валли те, телекурав валли те — чăн-чăн искусствăн пур енĕ валли те çитет.

— Вăйлă, калама çук вăйлă театр искусстви. Килĕшетĕр-и?

— Шухăш-кăмăлĕпе халăха çывăх пулнипе, унран вĕренсе пынипе çапла вăл. Хăв ĕçлекен театра халăх епле юратнине, ăна шаннине куратăн та — лайăхран та лайăх ĕçлес килет. Пурин те çавăн пек кăмăл-туйăм: ваттисен те, вăтам çулсене çитнисен те, çамрăксен те. Çавна пула çĕкленет те театр пултарулăхĕ.

Малашнехи ĕмĕтсем?

— Ĕмĕтленмен артист çук пулĕ çĕр çинче. Хамăрăн халăх умĕнче эпир пурте парăмлă. Çав парăма татас тесе чун-чĕререн ĕçлетĕп. Çулĕ вĕçленмен-ха. Куракана каламалли те нумай. Май килĕ-ши — пĕлместĕп, анчах шанатăп.  Тулли верси...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.