Комментировать

3 Ноя, 2017

Тырă пусси манăçмасть

Элĕк районĕнчи Вутлан ялĕнчи Николай Сапожниковпа килĕнче калаçса ларатпăр. Сакăр вун пиллĕке çитнĕскерпе сăмах çăмхи майĕпен сÿтĕлсех пычĕ. Çакна ăнлантăм: Николай Ефимовича пурнăç такăнтарман, хăй вăл йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма ялан вăй-хал çитернĕ.

1932 çулта Вутланта çуралнă вăл. Ялти шкулта пĕлÿ пухнă. Анчах та 7 класран малалла вĕренеймен: вăрçă вăхăтĕнче ĕçлемесĕр ниепле те май килмен. Колхоз ĕçне кÿлĕннĕ вăл. Ача шутĕнчен тухман пулин те аслисенчен уйрăлман — бригадир мĕн хушнине чун-чĕре ыйтнă пек пурнăçланă: лашапа суха тунă, вăрман каснă. Вăл е ку ĕç йывăр тесе калама пултарайман. Колхоз уй-хирĕнче куллен тар тăкнă пулин те пылак çимĕç сайраран çеç алла тытса курнă. Сĕтел çинче çăкăрпа çĕр улми пулни вара чăннипех савăнтарнă. Ураран çăпата татăлман.

Халь Николай Сапожниковăн йăлтах пур: аш-какайĕ те, пахча çимĕçĕ те. Мĕн ăша ярас килет — çавна çи. Вăрçă çулĕсенче тулăх пурнăçпа пурăнма май килмен, йăлтах перекетленĕ, яка çи-пуçпа та çÿресе курман. Мĕн тăвăн, вăхăчĕ çапла пулнă, никам та хăйĕншĕн тăрăшман ун чухне, пурте фронтшăн ĕçленĕ. Ашшĕ вара тăван çĕршыв çине тăшман тапăнса кĕричченех вăхăтсăр çĕре кĕнĕ, çавна май амăшĕн чăтăмлăх кăтартма тивнĕ. Хĕрарăм юлашки çăкăр татăкне те хăйĕн пепкисене панă.

1951 çулта Николай Ефимовичăн салтака кайма ят тухать. Каччă çывăх çыннисенчен, тăванĕсенчен виçĕ çуллăха уйрăлать. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлать. Тăван кĕтесе тĕреклĕ каччă пулса таврăнать. Çамрăк вăхăт çапла-çке вăл: чун-чĕрере юрату туйăмĕ çавăрса ил-сен ниепле те хăтăлма май çук. Николай ялти хĕре Анастасийăна килĕштерет, хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтать. Çĕнĕ, çемьеллĕ пурнăç пуçланать.

Иккĕшĕ те «Волга» хуçалăхра тăрăшаççĕ. Николай Са¬пожников трактористра, комбайнерта, бригадирта тимлет — пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ хĕрĕх çултан та иртет. Хĕл кунĕсенче колхозăн ревизи комиссийĕн ĕç-хĕлне йĕркелесе пырать. Иртнине ырăпа аса илет ĕç ветеранĕ. Уйрăмах комбайнпа тырă вырнă тапхăр куçĕ умĕнчен каймасть.

Ир пуçланă та каçчен уй-хиртен татăлман. Сывлăм ÿкиччен те штурвала алăран вĕçертмен. Тепĕр чухне çур çĕр те иртсе кайнă, хастар арçын вара çаплипех хăйне пулăшаканпа пĕрле тырă пуссинчен уйрăлман. Лаптăкĕ пысăк пулнă, çавăнпа хĕрÿ ĕç пĕр-ик эрнерех вĕçленмен. Кану пирки вуçех маннă комбайнерсем. Тырă вырса пĕтерсен те канлĕх мĕнне пĕлмен, тракторпа тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Бригадирта нумай вăхăт тытăнса тăман пулин те ял халăхĕпе пĕрле улăх-çаранри курăка пысăк йышпа çулнине ниепле те манаймасть. Николай Ефимович каланă тăрăх, утта типĕтсе пуçтарнă тапхăрта аслисемпе танах ачасем те тăрăшнă: пурĕ пĕрле çитмĕл-сакăр вунă çын вăй хунă. Пĕтĕм ĕçе алă вăйĕпе пурнăçланă. Хатĕр утта лашапа ферма çывăхне тиесе кайнă, пысăк купана хывнă. Колхоз ырлăх-пурлăхĕшĕн тăрăшнă халăх. Хăйсен вăй-халне шеллемен, кашниех ырă ĕмĕтпе пурăннă. Н.Сапожников та, ыттисем пекех, малашлăха çутă шанчăкпа пăхнă.

Шел те, çывăх çынни унран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Пурнăçа пĕччен сыпăнтарса пыма йывăртарах пулнине шута илсе тепре авланнă арçын. Паянхи кун та ялти Нинăпа шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.