Пурăнма, савăнма ăнтăлать
— «Хунямапа кин» текен хутшăну пылак пулмасть ĕнтĕ. Мана та темшĕн юратмастчĕ иккĕмĕш анне вырăнне йышăнмалли хĕрарăм. Сăлтавсăрах вăрçатчĕ. Хĕр тупнăшăн та лекетчĕ: ача çуратма пĕлместĕп имĕш, — халĕ çакăн пирки шÿтлĕн каласа кăтартать те, Етĕрне районĕнчи Тептере пурăнакан Алевтина Мазурова чунне çак сăмахсем витермен те тейĕн.
Аплах мар-тăр çав. Икĕ хĕр çуратнăскер ахальтен мар: «Хунямана савăнтарма йĕкĕреш ывăл парсам», — тесе йăлăннă Турăран. Пуç çапса тархасланă. Чăн та, часах пепкесем çут тĕнчене килнĕ. Сывă та тĕреклĕскерсем амăшĕпе ашшĕне те, асламăшне те савăнтарнă. Салтак тивĕçне пурнăçланă май Чукоткăра хĕсметре тăраканскерсемшĕн амăшĕн чунĕ самай çуннă-ха. Анчах ку пăшăрхану тахçанах манăçнă ĕнтĕ.
Муркаш районĕнчи Кăпас ялĕнче 1937 çулта çуралнă Алевтина Прокопьевна. Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. Пилĕк пĕр тăван ÿснĕ вĕсем. Ашшĕпе амăшĕ вунă ытла ачана кун çути парнеленĕ, анчах чылайăшĕ вăй илеймен. Халĕ пурăнаканнисем — Алевтинăпа йăмăкĕ Галина.
Кил хуçи вăрçă пуçлансан ытти арçын пекех вут- çулăма кĕнĕ. Анчах ванчăк лексе аманнăран часах килне таврăннă. Çапла вăл кладовщикре, председательте ĕçленĕ. Лавккара та тăрăшнă.
Ачисем шкулта тăрăшса вĕреннĕ. Чăн та, хăшĕ-пĕри тăватă класс хыççăн малалла кайман. Аслă ывăлне ФЗОна илсе кайнă.
Алевтина вара 7 класс таран шкул сукмакне такăрлатнă.
— Горький /халĕ Чулхула — Авт./ хулинчен торф кăларнă çĕре илсе кайма килчĕç. Çĕр хĕр кайрăмăр. Эпĕ те, вун улттăрискер, унта хутшăнтăм. Икĕ çултан Смоленска çитрĕм. Унта та торф кăлараттăмăр. Ĕçĕ çăмăл марччĕ: кăлармаллаччĕ, тавăрса типĕтмеллеччĕ, карçинккапа йăтмаллаччĕ. Апла пулин те татах та каясшăнччĕ-ха, килĕшÿ те тунăччĕ. Савни ямарĕ, — аса илет ĕç ветеранĕ.
Тептепе Купас хушши — виçĕ çухрăм. Паллах, ку çула каччăсем ним мар парăнтараççĕ. Шухăскерсем хĕр патне таçта та çитеççĕ-çке.
— Хăйĕнпе паллашичченех Мазуров Виталий тенине нумай илтнĕ. Пирĕн ял хĕрĕсем патне нумай çÿренĕ вăл. Пĕррехинче паллашрăмăр та. Эпир ĕнтĕ лармана пухăнаттăмăр. Каччăсем хĕрсен хушшине вырнаçатчĕç. Çапла Витали те ман çума ларкаларĕ. Хĕл каçипе калаçкаларăмăр. Çу çитсен торф кăларма кайма чарчĕ. Часах качча та илчĕ — кĕркунне туй турăмăр. Вăрлаттарман ĕнтĕ, хамах килĕшнĕ, — кулать ырă кăмăллă та уçă чунлăскер.
Каччăн Купасра пĕр хĕр пулнă-ха, анчах вăл качча тухнă. Йĕкĕт вара юриех арăм çак ялтанах тупма ăнтăлнă. «Ăна мар-ха, санах юрататăп», — ĕнентернĕ вăл Алевтина Прокопьевнăна.
Ун чухне хĕр çирĕмре пулнă. Каччă — тăватă çул аслăрах. Хĕр илме 19 лашапа килнĕ йĕкĕт. Чылай туй икĕ-виçĕ лав кÿлнипех иртнĕ. Çавăнпах 19 питех те нумай та пуян шутланнă. Аппăшне сиктерсе хăварса качча тухнăшăн пăшăрханнă та Алевтина Прокопьевна. Тăванĕ çемье çавăрсан çеç лăпланнă йăмăкĕн чунĕ. Ара, чăвашсен ÿсĕмне кура йĕркипе авланасси-качча каясси йăлара-çке.
Виталий Михайлович кĕçĕнни пулнă май тĕп килте тĕпленнĕ çамрăксем. Кил хуçи водительте тăрăшнă, мăшăрĕ ĕне сунă, пăру пăхнă. Хĕрарăм ĕмĕрне фермăра ĕçлесе ирттернĕ.
— Качча килнĕ чухне урамра пура ларатчĕ. Хуняма «пÿрт тумалла» тесе канăç памастчĕ. Сăмакун юхтарма та вĕрентрĕ — ĕçлекенсене хăналама кирлĕ-çке. Ача та çуралчĕ. Старик тракториста вĕренме Куйбышева тухса кайрĕ. Ĕçе те çÿремелле… Хунямапа хуняçа та маттур çынсемехчĕ-ха. Мунчара çăм атă та йăвалатчĕç-çапатчĕç. Сĕрĕмĕ куçа кĕрсе халтан яратчĕ, — сăмах çăмхине малаллах сÿтет сакăр теçетке çула парăнтарнăскер.
Çак тапхăрта хурине те, шуррине те курма тивнĕ паллах. Чун çунса тухасла самантсем те пулнă. Малалла вулас...