Комментировать

2 Ноя, 2017

«Пĕртăвансене шыраса тупса ыталасчĕ»

Людмила Алексеева пахчара кăштăртататчĕ. Алексеевсем Муркаш районĕнчи Автанкассинче çырма хĕрринчи пÿртре çут çанталăк илемĕпе киленсе пурăнаççĕ. Мĕн сăлтавпа килнине пĕлсен Людмила Варфоломеевнăн сăнĕ çуталчĕ. Пире тахçанах кĕтнĕ пек туйăнчĕ — унăн куçĕ шанчăк çуралнăн çиçме тытăнчĕ. 38 çула çитнĕ хĕрарăм пĕртăванĕсемпе нихăçан та тĕл пулман. «Виличчен вĕсене куç хÿрипе те пулин курасчĕ», — терĕ Людмила Алексеева.

Тен, пушарта вилнĕ тесе шухăшлаççĕ?

«Шăпа мĕнле пулассине ача çуралсанах палăртаççĕ», — теççĕ. Людмилăн ăраскалĕ çăмăл килмен. Мĕншĕн ăна кăкăр ачи пулнă чухнех тăванĕсенчен уйрăлма пÿрнĕ. Пурнăç хăйĕн еккипех чупнă, Людмила пĕве кĕнĕ, кĕçех çемье çавăрнă. Хăйĕн ачине утьăкка сиктерсе çывăратнă вăхăтра мĕн пĕчĕкренех канăç паман ыйту пирки чылай шухăшланă вăл. Анчах ниепле те хурав тупăнман.

— Анне эпĕ 2 уйăхра чухне пурнăçран уйрăлнă. Çав кунах аттене милиционерсем тытса кайнă. Кайран тĕрмене лартнă ăна. Мана, пĕчĕкскере, район центрĕнчи больницăна илсе кайнă. Эпĕ нумай япала пирки пĕлместĕп. Атте аннене мĕншĕн вĕлернĕ. Çемьере мĕншĕн харкашу сиксе тухнă. Феликс ятлă атте тĕрмерен тухсан 4 çултан вилнĕ. Мана Тивĕш ялĕнче кун кунланă Римма Иванова, качча кайман хĕрарăм, усрава илнĕ. Вăл тăван атте-анне хунă ятăма хăварнă, мана хăйĕн хушаматне, ашшĕ ятне панă. Çапла эпĕ Соловьевăран Иванова пулса тăнă. Мана пăхса ÿстернĕ анне арçын ачана та усрава илнĕ. Вăл иксĕмĕре илсе кайнă каç больницăра пушар тухнă. Ун чухне хĕлле пулнă. Çавăнпа, тен, манăн пĕртăвансем эпĕ вилнĕ тесе шухăшлаççĕ. Больницăра ĕçлекенсем те тĕрĕссине каламан пуль. Пиччесемпе аппасем çавăнпах мана шыраман ахăртнех, — хăй мĕн пĕлнине каласа кăтартрĕ Людмила Варфоломеевна.

Людмилăна усрава илнĕ хĕрарăм та, тăван амăшĕ пекех, Римма ятлă пулнă. Вăл, качча кайманскер, çывăх çыннипе çеç пурăннă, ача çуратман. Пÿрт шăпăрлансен сассипе тулмасан пурнăç та илемлĕ мар-çке-ха. Римма ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă икĕ ачана, ывăлпа хĕре, ăшă çуначĕ айне илнĕ. <...>

Амăшĕн ăшши çитменнине туйнă

Людмилăна хăйĕнпе пĕр кунра больницăран илсе килнĕ пиччĕшĕпе пĕр çултах, анчах расна уйăхсенче, çурални те шухăшлаттарман. Малтанах вĕсем пĕр класра вĕреннĕ. Анчах Люда чирлĕ кукамăшне пăхнипе уроксене час-часах сиктернĕ, çавăнпах тепĕр класа куçаймасăр юлнă.

— Пĕчĕк чухне анне курупки-курупкипе канфет-печени туянса паратчĕ, куншăн шутсăр савăнаттăмăр. Пирĕншĕн нимĕн те шеллеместчĕ вăл. <...> Аннен ăшши çитместчĕ-тĕр мана. Вăл Андрейкăна, манпа пĕрле усрава илнĕ арçын ачана, ытларах юратнине сисеттĕм. Пиччепе эпир çывăхах пулман. Урокра задача шутласа пама ыйтсан хирĕçлетчĕ, хăй вара çав вăхăтра урăххисене пулăшатчĕ. <...>  Пиччепе нихăçан та чуна уçса калаçман. Аннепе пĕрле ирттернĕ вăхăт халĕ те асрах. Унпа Шетмĕпуç ялĕнче вырнаçнă почта уйрăмне Киргизире пурăнакан тăванĕсем ярса панă посылкăсене илме каяттăмăр. Çывăх çыннăм пенсие тухичченех фермăра ĕçлерĕ, каçхине хурал тăратчĕ. Унпа пĕрле ĕçе çÿреттĕм. Халĕ вăл пирĕнпе çук ĕнтĕ, 12 çул каялла çĕре кĕчĕ <...>, — иртнине аса илчĕ Людмила.

Тăван хĕрĕ маррине ăнсăртран пĕлнĕ

Люда хăй усрава илнĕ ача пулнине ăнсăртран, качча тухсан, пĕлнĕ. Ку уншăн кĕтменлĕх пулнă. Çывăх çыннинчен тĕрĕссине ыйтса пĕлессишĕн çуннă вăл, анчах ăна тăван хĕрĕ пекех çитĕнтернĕ Римма Варфоломеевна кун пирки калаçасшăн пулман.

— Кÿршĕ Автанкасси ялĕнчи Германпа ăнсăртран паллашрăмăр. Вăл пирĕн пата çурт хăпартнă чухне пулăшма пынăччĕ. Эпир кивĕ те пысăках мар пÿртре пурăнаттăмăр. <...> Шкул хыççăн малалла вĕренме каймарăм, тÿрех фермăна ĕçе вырнаçрăм. Пĕррехинче тăван киле пÿрт çума кайрăм. Çавăн чухне шкапра тасатнă чухне алă айне темĕнле документ лекрĕ. Ăна тимлĕн вуласа тухрăм, эпĕ усрав ача иккен. Документра хушамата, ашшĕн ятне улăштарнине çырнă. Ята тата çуралнă куна, эпĕ 1979 çулхи çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă, çаплипех хăварнă. Кун пирки аннерен ыйтсан çилленчĕ. Пурăна киле архива каяс шухăш çуралчĕ. Унта эпĕ Муркаш районĕнчи Ильинка ялĕнче çуралнине пĕлтĕм. Тÿрех çав тăрăха кайрăм. Çынсемпе калаçнă хыççăн эпĕ йышлă çемьере кун çути курнине пĕлтĕм. Аттепе аннен 12 ача пулнă, эпĕ — чи кĕçĕнни. Пĕр аппа, Аля ятлăскер, Çĕнĕ Шупашкарти пĕр ресторанта ĕçленине, тепĕр пĕртăван Çĕмĕрлере пурăннине пĕлтĕм. Аппа Таня — Кÿкеçре, пичче Саша — Ишлейре тĕпленнĕ-мĕн. Пирĕн килте пулнă инкек хыççăн хăш-пĕр ачана интерната ăсатнине, теприсем çемьере хÿтлĕх тупнине каласа кăтартрĕç. <...> Андрей та усрава илнĕ ача пулни тăрă шыв çине тухрĕ. Вăл Шупашкар районĕнчи Ишек çывăхĕнчи пĕр ялта çуралнă. Унăн амăшĕ икĕ хут качча кайнă, Андрейкăн пĕртăвансем те пулнă. Вĕсем ăна шыраса тупнă, анчах пĕр пиччĕшĕ курма килсен пĕвере путса вилнĕ. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пирĕн Андрейпа çулсем уйрăлчĕç, халĕ çыхăну тытмастпăр, — салхуллăн пĕлтерчĕ хĕрарăм. <...>

«Халĕ манăн шанчăк пур»

Людмила çемйипе мăшăрĕн тĕп килĕнче пурăнать. Вĕсем пĕрлешсен часах пÿрт ача сассипе тулнă. 18-ти Руслан халĕ хулара вĕренет. 3 çулти Таня вара садике кайма хатĕрленет. Людмила унччен колхозра ĕçленĕ, вăл арканнăранпа кил хуçалăхĕнче тăрăшать.

— Ильинкăра пурăнакансем каланă тăрăх, эпир, пĕртăвансем, пурте пĕр сăнлă. Тăван аннен сăн ÿкерчĕкне куртăм, унта вăл трактор çинче ларать. Эпир унпа пĕрешкел. Манăн халĕ пĕртăвансене курас шанчăк пур. Ку маншăн чи пĕлтерĕшли. Хăшне-пĕрне те пулин тĕл пуласчĕ, ыталасчĕ, пĕрле ларса шăкăл-шăкăл калаçасчĕ, — терĕ пирĕнпе сыв пуллашнă май Людмила Варфоломеевна.

Тен, Людмила Алексеевăн пĕртăванĕсем çак статьяна вуласан ăна палласа илĕç. <...> Тулли верси...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.