Комментировать

2 Ноя, 2017

Ют çĕршыв моделĕсемпе тупăшнă

Ольга Портнова тантăшĕсенчен çÿллĕрех пулнишĕн çав тери пăшăрханнă, вăтаннă. Куçăм тапхăрĕнче — пушшех те. Хĕр пĕрчин юлташĕсенчен уйрăлса тăрас килмен. Хăйне канăçсăрлантаракан ыйтăва амăшĕпе сÿтсе явнă хыççăн çывăх çынни 13-ри хĕрĕпе Шупашкарти модельсен шкулне çул тытнă...

Пултаруллă пикен ăсталăхĕ кунсеренех туптаннă, çулталăкранах вăл хăйĕн пĕрремĕш ятне, «Чăваш пики» конкурсри номинацисенчен пĕринче, çĕнсе илнĕ. Ун хыççăн Ольгăна чикĕ леш енне ĕçлеме йыхравланă. Вăл паллă модельерсен тумтирĕсемпе подиум çине чылай тухнă. Италири Милан, Китайри Гонконг, кăнтăр хĕвелтухăçри Сингапур хулисенче Джорджио Армани, Шанель, Ральф Лорен тумĕсене кăтартнă çĕре хутшăннă. «14 çулта пуçласа кастинга хутшăнтăм тата «Чăваш пики» илем конкурсĕнче тупăшрăм. Кастингра питĕ шиклентĕм пулсан та ун витĕр ăнăçлă тухрăм», — аса илчĕ «Чăваш Ен топ-моделĕ», «Фешн ТВ вице-мисĕ», «Çĕр чăмăрĕн вице- мисĕ», «Тĕнче цивилизацийĕн мисĕ» ятсене çĕнсе илнĕскер.

Ольга Иркутск хулинче çуралнă, вăл 10 çулта чухне çемйи Шупашкара куçса килнĕ. Ашшĕ çар çынни пулнăран вĕсем пурăнмалли кĕтесе час-часах ылмаштарнă. Çапах пике Шупашкара тăван хули вырăнне хурать, ăна юратать. «Çĕр чăмăрĕн кирек хăш кĕтесĕнче пулсан та чунпа эпĕ тăван тăрăхрах. Тĕнчене питĕ юрататăп, вăл питĕ илемлĕ. Манран чылайăшĕ: «Мĕншĕн эсĕ ют çĕршывра пурăнма май пур чухне Шупашкартах кун кунлатăн?» — тесе ыйтать. Хуравлатăп: «Чĕре хушнипе, чун туртнипе, эпĕ юратнă хула илемĕпе киленетĕп», — кăмăллăн калаçрĕ кăçал иртнĕ «Раççей мисĕ» конкурс финалистки. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.