Комментировать

27 Окт, 2017

Кĕтÿ çуллен хушăнать

Тăвай районĕнчи Турикас Тушкил ялĕнчи Д.Ю.Алексеев хресчен-фермер хуçалăхĕ республикăра чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче паллă тăвакан Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне ÿсĕмпе кĕтсе илет.

Кашни ĕнерен куллен вăтамран 16 литр сĕт сăваççĕ. Фермăра ĕне выльăх 61 пуç. Çав шутра сăваканни — 37, самăртаканни — 11, ытти — çамрăк тата пушмак пăрусем.

ХФХ ертÿçин ашшĕ Юрий Алексеевич учительте, шкул директорĕнче, ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче, «Шимкусский» ЯХПК председателĕнче ĕçленĕ.

— Пирĕн 7 лаша, — тĕплĕн каласа пачĕ Юрий Алексеевич. — 28 сурăх, 6 сысна, чăх-чĕп. Пĕтĕм выльăх — икĕ витере. Ĕнесене Валентина Кузьмина аппаратпа сăвать. Витесенчен тислĕке агрегатпа кăларатпăр. Вĕсенче выльăха шăвармалли пăрăх йĕркеленĕ. Фураж электроарманпа хатĕрлетпĕр. Çĕре кăпкалатмалли, ял хуçалăх культурисене акмалли трактор-машина ĕçе аванах çăмăллатать.

Валентина доярка, «Шимкусский» ЯХПК саланнă хыççăн ĕçсĕр юлнăскер, Алексеевсен ферминче ĕç вырăнĕ туса пама ыйтнă.

— Унăн ыйтăвне тивĕçтертĕмĕр, — аса илчĕ Юрий Алексеевич. — Вăл — опытлă доярка, хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Андрей Семенов кĕтÿ кĕтет. Фермăра Геннадий Николаев ĕçлеме тытăнчĕ. Вĕсене хам та пулăшатăп.

— Ку хуçалăх аталансах пырать, — ХФХ кăтартăвĕсене хак пачĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Николай Краснов. — Выльăх виçĕ çул каялла çеç сахалччĕ. Унтанпа кĕтÿ самай пысăкланчĕ. Пĕчĕк коллектив валли ĕç вырăнĕ турĕç. Вăл ÿсĕм çулĕпе малаллах каясса шанатăп.

ХФХ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 173 гектар çĕрпе усă курать. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртнĕ, выльăха ăнăçлă хĕл каçарма утă çителĕклĕ хатĕрленĕ. Вĕсен тухăçĕ лайăх.

— Çĕнĕ вите тума пире патшалăх пулăшсан лайăхчĕ, — терĕ Юрий Анатольевич. — Хальлĕхе пĕрремĕш сортлă сĕт сутатпăр. Ăна пăрăхпа пухма, сивĕтме пуçласшăн. Чи паха сĕт сутма ĕмĕтленетпĕр. Çăвăнса тасалма мунча, канма тата апатланма вырăн турăмăр.

Хуçалăхра ĕç каплансан коллектива пулăшма Дмитрий амăшĕ Лидия Николаевна, учительтен тивĕçлĕ канăва кайнăскер, чупса пырать, вăл-ку ыйтупа ырă сĕнÿсем парать. Малалла вулас...

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.