Ташă — чунăн вăрттăн чĕлхи
Ташă мĕн авалтан этемлĕхĕн пĕрремĕш «чĕлхи» шутланнă. Тĕрлĕ хусканура ĕлĕкхи çынсем туйăмне палăртма пултарнă. Ташă — чун юрри, савăнăçпа ырату кĕвви пулнине çакăнтанах пĕлетпĕр. Ахальтен мар вăл культурăн, тĕнĕн, воспитанин пĕр пайĕ пулса тăнă.
Чулхулара çĕнтернĕ хыççăн
Шупашкар районĕнчи Ишлейри шкул ачисем пирки сцена çинчен анмаççĕ те теес килет. Елена Федотова ертсе пыракан «Светлячок» ансамбле аслă класри хĕрсемпе каччăсем те çÿреççĕ пулсан пуçламăшĕнчисем кунта класĕпех ташлаççĕ. Елена Пет- ровна çак шкула 20 çул каялла килнĕ. Çавăнтанпа ун патĕнче çĕр-çĕр шкул ачи ташă ăсталăхне вĕреннĕ. Хăй ĕçĕнче чăн ăстаскер иртнине аса илчĕ: «Пĕчĕк чухне пирĕн пата кÿршĕсем ларма килетчĕç. Вĕсене эпĕ пĕчченех концерт кăтартса параттăм. Тĕрлĕ ташăпа савăнтараттăм. Вара вĕсем алă çупатчĕç. Шкула çÿреме тытăнсан хĕр ачасене «Айтăр-ха, клуба ташлама» тесе халтан яраттăм. Унта ансамбль пурччĕ».
Елена Федотова «Светлячока» 1998 çулта йĕркеленĕ. Вăл ансамбле аталантарассишĕн чунран тăрăшни çак çулах палăрнă. Чулхулара иртнĕ «Светлячок» ташă конкурсĕнче вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çакăн хыççăн ансамбль ятне яланлăхах палăртнă вĕсем.
«Светлячок» районта иртекен конкурссенче час-часах пĕрремĕш вырăн йышăннă. Унсăр пуçне Акатуйсене, ытти уява хăйсен ташшисемпе илемлетнĕ. 2-3 çултан ансамбль республикăри конкурссенче те çĕнтерме тытăннă. Хула, Республика кунĕсенче сцена çине тухса диплом-грамотăсăр, хаклă парнесĕр таврăнман. Ачасенчен нумайăшĕ пуçламăш класранах çÿреме пуçлать те ансамбле 11-мĕшĕчченех ташлать. Елена Петровна каласа кăтартнă тăрăх, хăшĕ-пĕри пĕлÿ çурчĕпе сыв пуллашсан та килет ансамбле. Çамрăк ташăçăсем телевиденире «Заветный час» про-граммăна пĕрре мар хутшăннă. Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне» фестивальте II степень Диплома тивĕçнĕ. Вĕсемех — «Чăваш Ен ахахĕсем» фестиваль конкурсăн 1-мĕш вырăн хуçисем. Кăçал вара «Ташлакан шкул» республика конкурсĕнче каллех пĕрремĕшсем Ишлейсем пулнă. Тĕрĕссипе каласан, «Светлячок» ансамблĕн çитĕнĕвĕсене асăнса пĕтереес те çук.
«Ертÿçĕ ырă кăмăллă, сăпайлă»
Ишлей шкулĕнче ачасене çак енпе аталанма услови — тĕкĕрпе пуянлатнă хореографи класĕ пур. Ансамбльте темиçе ушкăн. Елена Петровна ачасене ÿсĕмне кура уйăрнă. Кашни ушкăнра староста, ашшĕ-амăшĕн комитечĕ ĕçлет.
20 çул хыçра юлнă пулсан аса илмелли те нумай ансамбль ертÿçин. «Пĕррехинче ачасем сцена çине çар ташшипе тухнăччĕ. Пĕр ачин ташланă вăхăтра уринчен туфли хывăнса ÿкрĕ. Çавăн пекех вĕçлерĕмĕр номере. Пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр», — каласа кăтартрĕ Елена Федотова. Хăйсен ĕçне пĕтĕмлетсе вĕсем кашни çул отчет концерчĕ лартаççĕ. Куракан йышлă пуçтарăнать зала.
Республикăри районсене, ытти региона тухса малти вырăнсене йышăнсан ачасене шкул ертÿçи те хавхалантарать, пылак çимĕçпе, чейпе хăналать. «Ачасем сцена çине тухса малтисен йышне лексен е парне тивĕçсен çав тери хĕпĕртеççĕ. Аякри çултан таврăннă чухне вара пĕр-пĕринпе савăнăçне пайласа малашнехи тĕллевĕсене палăртаççĕ. Хавхалану вĕсене ялан çĕнтерме пулăшать те», — ачасен кăмăлне аван ăнланать ташă ертÿçи.
— Ансамбле 3-мĕш класранпа çÿретĕп. Ташлама питĕ юрататăп. Елена Петровна хăш-пĕр чухне пĕр-пĕр хускану пулма пĕлмесен пулăшать, лайăх ăнлантарать, — шухăшне пĕлтерчĕ 11-мĕшĕнче вĕренекен Кристина Гаврилова.
— Н у м а й х у л а н а т у х с а çÿретпĕр. Тĕрлĕ конкурсра ялан пĕрремĕш вырăн йышăнатпăр. Елена Петровна патĕнче 1-мĕш класранпах ташлатăп. Çавăнтанпа кашни занятие кăмăлпа çÿретĕп. Ушкăнра арçын ача нумайччĕ. Кăçал сахалланса юлчĕç. Ташша юратса унăн тĕнчине путасси вĕрентекенрен те нумай килет тесе шухăшлатăп. Ертÿçĕ питĕ ырă кăмăллă, сăпайлă, анчах занятисенче çирĕп ыйтать. «Тăрăшмасăр кÿлĕрен пулă та кăлараймăн» тенĕ-çке халăхра. Çĕнтерÿшĕн чылай тар тăкатпăр, — 10-мĕш класра вĕренекен Катя Семенова каласа кăтартни те савăнтарчĕ. Малалла вулас...