Комментировать

26 Окт, 2017

Социаллă сетьре ларса вăхăта сая ямасть

Чăваш е узбек хĕрĕ тетĕр-и Низора Абдуназарова тенине илтсессĕн? Узбек ячĕллĕ хĕр пĕрчи чăвашла калаçать. "Тен, сана вырăсла калаçма меллĕрех?" — тесе ыйтсассăн чăвашла калаçма çăмăлрах пулнине пĕлтерчĕ. Паян, хаклă вулакансем, сире яштака пÿ-силлĕ, вăрăм хура çÿçлĕ, чĕвĕлти чĕкеç чĕлхиллĕ чиперккепе паллаштарăпăр.

Низора Шăмăршăри вăтам шкулта 8-мĕш "б" класра вĕренет. Вун тăватă çулта. Ултă çул "пиллĕк" паллăпа ĕлкĕрсе пынăскерĕн 7-8-мĕш классенче информатика тата физкульту-рăпа "тăваттă" тухнă. Анчах та хĕр пуçне усмасть, малашне çак предметсемпе çитĕнÿ тăвасса иккĕленмест. Шкулта тарăн пĕлÿ илме условисем çителĕклĕ тесе шутлать Низора. "Уроксем хыççăн кружоксенче, секцисенче, факультативсенче хамăра тĕрлĕ енлĕ аталантарма пулать", — шухăшне пĕлтерчĕ маттур хĕр.

Чиперккене ытларах вырăс чĕлхи, литература, математика тата акăлчан чĕлхи килĕшет. Мĕн пур вăя парса хатĕрленни сарама каймасть. Çак предметсемпе шкулта тата районта иртекен олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнать.

Абдуназаровсен виçĕ ача. Çемйипе çапла паллаштарчĕ Низора: «Пирĕн çемье интернационаллă, мĕншĕн тесен манăн анне чăваш, атте вара узбек. Анне Елена ятлă, Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел ялĕнчен. Атте — Акбар. Вăл Таджикистанран. Манăн Тахмина йăмăкпа Рустам шăллăм пур. Тахмина 7-мĕш класра вĕренет. Иккĕри Рустам ача садне çÿрет».

Ашшĕпе амăшĕ студент вăхăтĕнче общежитире паллашнă. Тĕл пулу хыççăн тĕл пулу... Çаплах çемье çавăрнă. Килĕнче вĕсем пĕр-пĕринпе вырăсла тата чăвашла хутшăнаççĕ. Амăшĕ узбекла ăнланать, ашшĕ — чăвашла. Ашшĕне кÿрентерес мар тесе ачисем узбек чĕлхине хăйсем тĕллĕн вĕренеççĕ. Йăмăкĕ çăмăлрах астуса юлать имĕш. Низорăшăн вара акăлчан чĕлхи ансатрах. Вăл çак чĕлхепе ирĕклĕ калаçура та усă курма пултарать. Çапах та чи юратнă чĕлхе чăвашли хĕр пĕрчишĕн. Мĕн пĕчĕкренех вĕренет вăл чăвашăн çепĕç чĕлхине. Ача садĕнче те, кукамăшĕпе те, шкулта та çак чĕлхен вăрттăнлăхĕсене тăрăшса ăша хывать.

Шкулти пĕлÿпе çеç çырлахмасть-ха Низора. Шăмăршăри физкультурăпа спорт комплексĕнчи ÿнер шкулĕнче тăватă çул вĕренсе ÿкерчĕк ăсталăхне алла илнĕ. Çамрăк художник чăн та питĕ илемлĕ ÿкерет. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.