«Тăван атте-анне ăшшине кураймарăмăр»
Шупашкар районĕнчи Шăпачав ялĕнче çуралса ÿснĕ Владислав Павлов 12 çул тултарсан шăллĕпе Радикпа Канашри ача çуртне лекнĕ. Кайран иккĕшне те пĕр çемье хăйĕн хÿттине илсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тăма пулăшнă. Комсомольски районĕнчи Урмаел ялĕнчи Рейхана Хамдеева вĕсене хăйĕн çуначĕпе çупăрласа ăшăлăхпа юрату парнеленĕ. «Пире лайăх тата çирĕп воспитани панă, тăван тĕпренчĕкĕсем вырăнне йышăнса пурнăçăн анлă çулĕ çине тăратнă çын умĕнче эпир ĕмĕр парăмра», — терĕ пĕр вăхăт тутар çемйинче пурăннă Владислав.
«Çынсен — уявччĕ, пирĕн килте — вилеччĕ»
— Анне 2009 çулта, Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ умĕн, ĕмĕрлĕхех пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Унăн чĕри чирленипе тапма пăрахрĕ. Вăл куçне яланлăхах хупнă вăхăтра эпĕ килте пулман, юлташ патне кайнăччĕ. Таврăнтăм та — анне сывламасть. Вăл текех пирĕнпе çуккине ĕненес килмерĕ. Пит çăмарти тăрăх куççуль юхса анчĕ. Арçын ачасем йĕни килĕшÿсĕр, çавăнпа хамăра çынсен умĕнче çирĕп тытма тăрăшрăмăр. Чун вара вутра çунчĕ. Çывăх çыннăмран ĕмĕрлĕхех уйрăлма йывăр пулчĕ. Ун чухне пурте килте çурхи уява паллă турĕç, пирĕн вара тупăк ларчĕ. Аннене Пушăн 8-мĕшĕпе саламлама ĕлкĕреймерĕмĕр. Шкулта хатĕрленĕ хитре открыткăна портфельтен кăларсан чĕре хытах ыратрĕ. Çывăх çыннăма парнелеймерĕм-çке ăна. Аннене пытарнă хыççăн кил тĕксĕмленчĕ, пушанчĕ. Çуллахи ăшă та уяр кун хĕвел пăхма пăрахнă пекех пулчĕ ку пирĕншĕн. Анне ирех тăрса тĕпелте хуллен кăштăртатнине, эпир çывăрса тăнă çĕре тутлă апат хатĕрлесе хунине, килте тирпейлĕх хуçаланнине хăнăхнă-çке. Виçĕ ывăл çуратнăшăн çав тери хĕпĕртетчĕ анне. Халь лайăх ăнланатăп: виçсĕмĕре пĕччен ÿстерме çăмăл пулман ăна. Аттерен нимĕнле пулăшу та курман мăнтарăн хĕрарăмĕ. Çулла пире хулара иртекен уявсене илсе килетчĕ. Каруççельпе тăраниччен ярăнаттăмăр, кино кураттăмăр… Анне вилнĕ хыççăн пичче Коля, вăл ун чухне 17 çултаччĕ, пуриншĕн те явапли пулса тăчĕ: апат пĕçеретчĕ, япала çăватчĕ… Арçын ачасем çавах урăхларах — килте хĕрарăм алли çитместчĕ. Аннен аппăшĕсемпе йăмăкĕсем пире хĕрхенсе пулăшма тăрăшатчĕç. Çывăх çыннăм атте-рен тахçанах уйрăлнăччĕ. Вăл Канаш районĕнчи пĕр ялта амăшĕпе пурăнатчĕ. Анне вилсен пытарма килчĕ, кайран тек курман ăна. Вăл паянхи кун çут тĕнчере çук ĕнтĕ, 2013 çулта çĕре кĕчĕ, — каласа кăтартрĕ Владислав.
Амăшĕн йăмăкĕ Анжела Владикпе Радике ача çуртне парас мар тесе усрава илесшĕн пулнă. Анчах кил-çурчĕ пĕчĕкрех пулнăран тата яланхи ĕç вырăнĕ çукран ачасене шанса паман. Пуш уйăхĕнчен тытăнса чÿк уйăхĕччен Коля, Владик тата Радик тăван килте виççĕшех пурăннă. Повара вĕренсе тухнă пиччĕшĕ шăллĕсене выçă лартман, ним çукран тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме пултарнă. Яшка-пăтăпа кăна çырлахман, чуста çăрса кукăль-пÿремеч янтăланă, тĕрлĕ салат хатĕрленĕ. Пĕчĕкскерсем хăйсене ыттисенчен катăк ан туйччăр тесе тăрăшнă, хĕрарăм ĕçне те тиркемен.
12 çулти Владик ачасене пĕччен пурăнтармассине лайăх ăнланнă, пĕр-пĕр кун районти опекăпа попечительлĕх органĕнчен килессе кĕтсех тăнă. Малалла вулас...