Комментировать

20 Окт, 2017

Тĕп тĕллев – тĕрлĕ вырăнта пурăнакан йăхташсене пĕрлештересси

Кăçалхи юпа уйăхĕнче Чăваш наци конгресĕ ĕçлеме тытăннăранпа 25 çул çитрĕ. Çак сăлтава тĕпе хурса Чăваш наци телекуравĕ «Хыпарçăсем» кăларăм ÿкернĕччĕ. Унта ЧНК президенчĕ Н.Ф.Угасловпа унăн пĕрремĕш вице-президенчĕ В.Л.Клементьев, конгресăн ытти хастарĕ те хутшăннăччĕ. «Хыпар» хаçатăн эсир çак вăхăтра аллăрта тытакан номерĕнче телекăларăмăн хăш-пĕр саманчĕпе паллаштаратпăр.

— Николай Федорович, 25 çул... Шухăшласан, сахал та, нумаях та мар пек. Калăр-ха, тархасшăн, мăнаçланма-мухтанма пултаракан еплерех ĕçсемпе палăрчĕ çак тапхăр?

— Чăн малтанах лăпкă мар 90-мĕш çулсенче Чăваш наци конгресĕ евĕр тытăм йĕркелесе яма вăй-хăват çитернĕ ентешĕм-ĕçтешĕмсене, ЧНКн пĕрремĕш съездне хутшăннă пур делегата та тав тăватăп. Пăтрануллă çав саманара витĕмлĕ ыйту-тĕллев лартма пултарнă-çке вĕсем! Тăван чĕлхене, йăла-йĕркене упрас, культурăна аталантарас, хамăрăн Чăваш Республикинче тата унăн тулашĕнче пурăнакан йăх-тымарсене манма парас мар тени, паян уйрăмах çивĕч тăрать тетпĕр пулин те, ун чухне те, 25 çул каялла, пулнă паллах. Тĕрĕссипе, пуçламăш çав тапхăрта та ЧНК хастарĕсем çак ыйту-ĕçсемшĕнех чĕрине ыраттарнă.

Сулмаклă та пĕлтерĕшлĕ ĕçсем, чăн та, сахал мар пулчĕç. «Пĕр-пĕрин патне çÿрени, юрлани-ташлани кăна мар вăл чăвашлăхшăн ĕçлени», — тесе çирĕплетсех калас килет манăн. Юлашки çулсенчи ĕçсене кăна каласа хăварам. Константин Иванов поэтăмăр çуралнăранпа 125 çул çитнине, астăватăрах пулĕ, Пушкăртстанри Слакпуçĕнче мĕн тери çÿллĕ шайра ирттертĕмĕр. Пĕлтĕр Крымри Севастопольте Пĕтĕм чăваш халăхĕн Акатуйне те унта кайса-пуçтарăнса ирттертĕмĕр. Кăçал тата Байкал кÿлли хĕрринче мĕн тери вăйлă ĕçсем иртрĕç. Шăпах çавăн пек мероприятисем чăваш ывăл-хĕрне пĕр-пĕринпе хутшăнма, пĕр-пĕрин пурнăç опычĕпе паллашма, пĕр-пĕрне пулăшма майсем туса параççĕ те ĕнтĕ.

Тата, пĕлетĕр-и, мĕн килĕшет, савăнтарать? Юлашки çулсенче пирĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри чылай регионта пулать. Ĕçлĕ ыйтусене татса панипе пĕрлех вăл çав вырăнта пурăнакан чăваш ывăл-хĕрĕпе, чăваш наци культура пĕрлĕхĕсен хастарĕсемпе тĕл пулать, вĕсене унта иртекен çÿллĕ шайри мероприятисен ĕçĕ-хĕлне явăçтарать, ыйту-нушине татса пама пулăшать. Субъектсен ертÿçисем те, сăмах май, вĕсем патĕнчи ытти наци пĕрлешĕвĕсен хушшинче пирĕн чăваш автономийĕсем — Тюмень, Иркутск, Красноярск, Чулхула, Мурманск т.ыт.те — чи маттуррисем пулнине çирĕплетеççĕ. Савăнтарать çакă, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсене кăна мар, ырă ĕçĕсемпе пĕтĕм Чăваш тĕнчине, халăхне çÿллĕ шайра, лайăх енчен кăтартаççĕ.

Е тата «Чăваш тумĕ», «Кĕмĕл сасă», «Чăваш пики» евĕр фестиваль-конкурссене кăна тĕслĕх вырăнне илсе кăтартар. Юлашки çулсенче çирĕме яхăн регионти яш-кĕрĕм хутшăнчĕ вĕсене. Çамрăксенче — пуласлăх, тетпĕр те, паллах савăнтарать пире çакă. Çав вăхăтрах çамрăксемпе ытларах, вăйлăрах, конкретлăрах, тăтăшрах ĕçлемелли çинчен манмастпăр. Хамăр республикăра кăна мар, ытти регионта та тимлĕрех пулмалла пирĕн çак енĕпе. Манăн тĕп тĕллев — тĕрлĕ вырăнта тымар ярса пурăнакан ентешсене пĕрлештересси, вĕсене пĕр-пĕринпе тухăçлăн хутшăнса ĕçлеме майсем туса парасси.

Тĕрĕссипе, тăван халăх, чĕлхе пуласлăхĕпе çыхăннă кулленхи ĕçсем темĕн чухлех, ытларах чухне вĕсем çинчен ентешсем пĕлмесĕрех юлма та пултараççĕ. Хăш-пĕр чух пĕри-пĕри: «Уявсем ирттерсе çÿретĕр...» — евĕрлĕрех калаçкаланине те илтетĕн. Анчах, тăванăмăрсем, уявĕ килет те иртсе каять, вăл хатĕрленмесĕр пулмасть вĕт-ха. Çитменнине, ячĕшĕн кăна мар, кашни мероприяти усăллă пултăр тесе мĕн чухлĕ вăй, мĕн пытармалли — укçа-тенкĕ те тăккалама, вăхăта çухатма тивет. Юрать-ха, ăнланакансем, пулăшас текенсем те çук мар. Епле каланă-ха пирĕн асатте-асаннесем: «Пĕччен сурать — типсе пырать, халăх сурать — кÿлĕ пулать». Чăнах та çапла.

— Паян урамра хуçаланакан ХХI ĕмĕр, рынок самани саккăрла çаптарать пулин те, çăмăл мар çак тапхăрта çирĕп кăмăллă, мал шухăшлă, хăйсен вăйне шанса ĕçлекенсем, пурăнакансем те чылай пулни савăнтарать... Çапла-и, Валерий Леонидович?

— Чăнах та çапла, — терĕ В.Клементьев. — Пирĕн Чăваш Республики тулашĕнче пурăнакан ентешсенех илер. Регионсенче паян кун тĕлне Чăваш наци культура пĕрлĕхĕсем çĕртен те иртсе кайрĕç. Çак шут, тĕрĕсрех, йыш хушăнсах, вăйлансах пырать. Наци культура пĕрлĕхĕсен ертÿçисем маттурри, вĕсем хăйсем тавра вырăнти чăваш чунĕллĕ хастарсене пĕр чăмăра пĕрлештерме пултарни питĕ пархатарлă та пĕлтерĕшлĕ. Юлашки вăхăтра кăна, тĕслĕхрен, Коми Республикин тĕп хулинче — Сыктывкарта — чăвашсен пĕрлĕхне уçрăмăр. Керчь хулинчи ентеш-йăхташăмăрсем çакăн пек кăмăл пуррине пĕлтерчĕç.

Тĕрĕс калать Николай Федорович, ăнланакансем пурри хавхаланупа вăй-хăват парса пырать. Тата — команда пурри питĕ паха! Шухăшлăр-ха, икĕ эрне хушшинче 4-5 региона çитрĕмĕр, унти ентешсемпе тĕл пултăмăр, ĕçлĕ калаçусем, «çавра сĕтелсем» йĕркелерĕмĕр. Иркутскра наци ыйтăвĕсене çĕклерĕмĕр, питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ конференци ĕçне хутшăнтăмăр. Мĕн пытармалли, çакăн пек çул çÿревсем пире кăна мар, регионсенче пурăнакан ентешсене те хавхалантараççĕ. Эппин, Чăваш Республики вĕсем çинчен манман, вĕсене пулăшма, пĕрле пулма тăрăшать. Çакна вы-рăнти влаçсем те туяççĕ, май пур таран пулăшса пыраççĕ.

Нихăçан та çăмăллăх шыраман. Тĕллев-задача лартатпăр та «кĕрсе каятпăр». Шикленме те пĕлместпĕр вĕт — укçа-тенки, вăй-хăват çитет е çитмест, пурпĕрех малалла талпăнатпăр. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.