Комментировать

19 Окт, 2017

Каçсерен кÿршĕ харлаттарни илтĕнмест

Шупашкарти Кăнтăр поселокĕнчи «Сапожников урамĕ» чарăнури икĕ хутлă бараксене 60 çул каялла хăпартнă. Çул хĕрринчех ларнăран-ши — кивĕ, тĕссĕрленнĕ йывăç çуртсене ниепле те асăрхамасăр иртме çук. Халь ялсенче те пурăнмалли условисем лайăх, ку баракра пурăннă çынсем вара урамри пĕртен-пĕр колонкăран витрепе шыв ăснă.

Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарти кивĕ çак тата ытти çуртри çемьесене çĕнĕ те хăтлă хват-терпе тивĕçтерчĕç. Савăнăçлă куна чунран кĕтнĕ Владимир тата Любовь Ногайсем патне ятарласа çитрĕм. Кулленех ĕçе çÿренĕрен эрне варринче çĕнĕ хваттере куçма ĕлкĕреймен-ха вĕсем, çавăнпа мана Сапожников урамĕнчи 5-мĕш çуртри кивĕ баракрах йышăнчĕç.

Тĕксĕм подћездри ырă мар шăршă сăмсана çурчĕ. 60 çулта стенасене пачах сăрламан ахăртнех, вĕсем хуралса, кăвакарса ларнă. Хуçасăр кушаксем те çакăнтах хÿтлĕх тупнă, вĕсем подћездрах «тула» кайнăран сывлама çук. Ногайсен баракри хваттерĕ пысăк мар, 22 тăваткал метр çеç. «Ку таранччен çакнашкал условисенче пурăнтăмăр. Шыв, туалет — урамра, канализаци çук. Шăматкунсерен хула мунчине çăвăнма çÿреттĕмĕр. Пирĕн пÿлĕме кÿршĕннисенчен гипсокартон стена çеç уйăрса тăрать. Йăлтах илтĕнет: ÿсĕрни, апчхулатни, çывăрнă чухне харлаттарни... Урамра çиллĕ çанталăк пулсан чÿрече карри ялав пек вĕлкĕшме пуçлать. Кĕтесри пĕрене хушшин-че — çурăк, унта чышкă кĕрет. Кивĕ мăк тахçанах типсе пĕтнĕ, шăшисем пĕренесене кăшланă. Хăш чухне маччаран шыв анатчĕ. Шăтăк- çурăк урай хушăкĕнчен аялти хутри кÿршĕсем мĕн калаçни илтĕнет. Юлашки вăхăтра хăнасене те чĕнмен эпир», — каласа кăтартрĕ Любовь Ногай.

Телее, ку — иртнĕлĕхре. Химипе биологи вĕрентекенĕ Любовь Александровна çакнашкал условисенче пурăнса ывăннă, 2010 çулта РФ Президенчĕ Владимир Путин патне çурта авариллисен шутне кĕртме ыйтса çыру çырнă. «Раççей Правительствинче çак çуртра пурăнакан-сен чун ыратăвне ăнланчĕç. 2012 çулта комисси бараксене тĕрĕслеме килчĕ, ăна авариллисен йышне кĕртме йышăнчĕç. Унтанпа пилĕк çул иртрĕ — акă çĕнĕ хваттер парасса кĕтсе илтĕмĕр. Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева ĕçе вăраха тăсмасăр пире çĕнĕ çурта куçарнăшăн чунран тав тăватпăр», — терĕ Любовь Ногай.

Любовь Александровна шкулта вĕреннĕ чухнех çак баракра пурăннă. 2003 çулта унăн ача çуралнă, кипке çума, япала типĕтме нимĕнле услови те пулман. «Виçĕ уйăхран пепке кун çути курмаллаччĕ. Епле пысăк телей-çке ку! Мăшăр мана, ача кĕтекенскере, çав вăхăтра пĕччен хăварса урăх хĕрарăм патне тухса кайрĕ. Ывăлăм çуралсан килсе те курмарĕ. Темĕнле нуша та куртăм. Виçĕ çул çурăри Федя ача садĕнче пуçĕпе çапăннă хыççăн инсульт пулчĕ. Халь кăна чупса çÿренĕскер тăрук хускалмасăр выртнине курсан чĕре çурăлса тухатчĕ пуль. Çÿç пĕр саман-тра шуралчĕ. Аттепе анне чылай пулăшрĕç, пурте пĕрле тăрăшнипе пĕчĕкскере ура çине тăратрăмăрах. Халь ав кадет класĕнче вĕренет. Пурнăç çулĕ тумхахлă пулчĕ. Эпĕ текех пĕччен мар, иртнĕ çул çемье çавăртăм. Мăшăрăм Федьăпа малтанхи кунранах пĕр чĕлхе тупрĕ, халĕ пĕр-пĕринчен ниçта та уйрăлмаççĕ. Арçын ачана ашшĕ кирлех çав», — малалла тăсăлчĕ калаçу.

Баракри хваттере мĕнле лекни пирки те каласа кăтартрĕ Любовь Александровна: «Атте шкулта директорта ĕçлетчĕ. Эпĕ 6 çулта чухне пурăнмалли кĕтес çукран çемьепе партăсен хушшинче çулталăк çывăрса пурăнтăмăр. Шăллăма садикрех çĕр каçма хăваратчĕç. 1982 çулта аттене çак баракра 22 тăваткал метрлă хваттер пачĕç. Газ пурччĕ, шывне ун чухне те урамри колонкăран йăтаттăмăр. Кĕтесре пите çумалли кăмкан лартнăччĕ. Кайран аттепе анне, шăллăм икĕ пÿлĕмлĕ хваттере куçрĕç. Эпĕ çитĕннĕччĕ ĕнтĕ, кунтах пурăнма юлтăм». Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.