Комментировать

18 Окт, 2017

Пурнăçланнă ĕмĕт

Елчĕк районĕнчи Аслă Шăхаль ялĕнчи Владимир Волков килĕнче музей йĕркеленĕ. Сăваплă çак ĕçе пуçăнма виçĕ хутчен пикеннĕ вăл. Юлашкинчен тинех хăйĕн тĕллевне пурнăçланă.

«Арчана 25 çултан уçăр…»

«6-мĕш класра вĕреннĕ чухне Алексей Григорьевич Турхан вĕрентекен пуçарăвĕпе шкул музейĕ валли экспонатсем пухма пуçларăмăр, — иртнине аса илет Владимир Мефодиевич. — Шел, вăл вилсен музей саланчĕ. Салтакран килнĕ хыççăн кивĕ япаласене хам тĕллĕн пуçтартăм. Анчах вĕсене Елчĕкри музей валли илсе кайрĕç. Пурăна киле çак шухăш патне каллех пырса тухрăм. Халĕ эпĕ пенсире, вăхăт нумай. Çавна май ачаран ĕмĕтленнĕ ĕмĕте пурнăçларăмах. Анне 1990 çулта вилчĕ. Ĕмĕрлĕхех куçне хупиччен: «Арчана 25 çултан çеç уçса пăхăр», — терĕ. Чăн та, вăл каланине шута илтĕмĕр. Уçрăмăр та тĕлĕнтĕмĕр…»

Владимир Мефодиевич сăмахне вĕçлеменни мана кăсăклантарчĕ. «Мĕн пурччĕ вара унта?» — терĕм эпĕ интересленсе. «Атя, музее кĕрер, курăпăр», — ăшшăн хушса хучĕ кил хуçи.

Унта кĕнĕ-кĕмен милĕк шăрши сăмсана кăтăклать. Вĕсене кашта çине типтерлĕ çакса хунă. Пĕрремĕш пÿлĕмре ытларах чăваш халăхĕн авалхи ĕç хатĕрĕсем, савăт-сапа вырăн тупнă: шетник, ухват, турчăка, çăкăр кĕреçи, пир станокĕ, карлав, чуста тата сăра чĕресĕсем, шан… Вĕсене ял-йышран çеç мар, Комсомольски, Муркаш тăрăхĕсенчен те илсе килнине палăртрĕ арçын. Хăшĕ-пĕри вара — килĕнчиех. Сăмахран, сăра юхтармалли шан аслашшĕн пулнă. Ăна ывăлĕ Çилук çуралнă ятпа, 1900 çулта, тунă. Йывăç пăтапа çеç ăсталанăскер паян та çирĕп курăнать. Кил хуçи шан патне ĕлĕкхи йăлапа пилеш турачĕ çакнă. Сăрана шуйттан сыпса ан пăхтăр тесе чăвашсем çапла тунă иккен. Ахальтен мар асатте-асаннесем мунча таврашне те авалтан пилеш лартнă. Шуйттан çак йывăçран хăранă имĕш.

Музейри кашни экспонатăн «пурнăçĕ» хăйне евĕр иртнĕ. Акă пушăтран явса тунă арча Турхан Хĕветĕрĕ поэтăн пулнă. Çăмăлскере чăматан вырăнне йăтса та çÿренĕ пулас. Муркаш тăрăхĕнчен илсе килнĕ пĕчĕк арча вара маларах чиркÿре «пурăннă». Вăл халĕ те пушă лармасть, Владимир Мефодиевич унта «Хресчен сасси», «Çамрăксен хаçачĕ», «Елчĕк ен» хаçатсене упрать. «Лида аппан хĕрĕ Дон çинчи Ростовра пурăнать. Пĕлтĕр, виçĕм çул хăнана килсен чăваш хаçачĕсене вулама илсе кайрĕ», — пĕлтерчĕ арçын.

Тăван чĕлхе вăйĕ мĕн тери хăватлă! Аякра чухне пушшех те. Çуралнă кĕтес, атте-анне, тăван-пĕтен нимĕнрен те хаклă пулнине ют тăрăхра пурăнсан тин ăнланатпăр çав.

Сурпан та, нимĕç каски те

Тепĕр пÿлĕме кĕретпĕр. Владимир Мефодиевичăн амăшĕн арчинчен тухнă япаласем шăпах çакăнта упранаççĕ: икĕ аркăллă чăваш кĕпи, саппун, тĕрлĕ сурпан, кĕски, тăлăп, пир… Вĕсемсĕр пуçне кил тĕрĕшри тата вăрçăри хатĕр-хĕтĕр те пур. Асламăшĕ тутар хĕрарăмĕ пулнăран çак халăха хисеплесе ятарласа пĕр кĕтес уйăрнă.

Вăрçă хатĕрĕсене вара çывăх тăванĕ Мускав тăрăхĕнчен, Ленинград облаçĕнчен илсе килнĕ. Вăл шырав отрячĕсемпе пĕрле экспедицисене хутшăннă. Çапла вара нимĕç каски те чăваш ялне çитнĕ.

Экспонатсене шута илни пирки ыйтрăм кил хуçинчен. «Эпĕ вĕсене нихăçан та шутламан. Пуçтарса хунисем татах пур. Малашне музее анлăлатасшăн. Ăна йĕркелеме ÿнерçĕсене те явăçтарасшăн»,— ĕмĕчĕсемпе паллаштарчĕ арçын.

Юлашкинчен 1975 çулта кăларнă шăрпăкпа краççын лампине /1917 çулхи/ тивертме ыйтрĕ вăл. Йăлана кĕнĕ тăрăх кунта килекен кашни çын çапла тăвать иккен. Музее курма килекен вара чылай. Çитес вăхăтра шкул ачисем те экспонатсемпе паллашма килессине пĕлтерчĕ.

«Çапах та мĕн хистерĕ-ха сире çакнашкал ĕçпе аппаланма?» — кăсăклантăм эпĕ. «Ачалăхри ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕм. Эпĕ мĕн пур кивĕ япалана ĕмĕр тăршшĕпе пухнă, тасатнă, çунă, сăрланă. Ку ĕçре мана мăшăр, ачасем пулăшса пыраççĕ. Вĕсене те «чирлеттертĕм» курăнать», — пĕтĕмлетрĕ шухăшне «Колос» хуçалăхăн хисеплĕ пенсионерĕ.

Çапла, Владимир Мефодиевич вĕрентекен те, культура ĕçченĕ те мар. Ĕмĕрĕпех колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Çав вăхăтрах чăваш культурине, йăли-йĕркине упраса хăварас, аталантарас тесе тăрăшнă. Хальхи саманара укçа-тенкĕ çитменрен шкулти музейсем те саланаççĕ. Вăл вара ăна килĕнче йĕркелеме май тупнă. Маттур ентешĕмĕр умĕнче пуçăма таймалли çеç юлать.

Ултава пÿлĕр, пурнăçа хисеплĕр!

Çут çанталăкпа та кăсăкланать Владимир Волков. 1986 çултанпа сăнав тетрачĕ йĕркелесе пырать. «Эпĕ çанталăка ĕлĕкхи чăваш календарĕпе танлаштарса пыратăп. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ юпа уйăхĕн 14-мĕшĕпе, Пукравпа, тÿр килнĕ», — терĕ вăл.

Хăй каланă тăрăх — кăçалхи çу сулхăн пулассине малтанах пĕлнĕ. «Çирен фуфайка хывмастпăр», — теттĕм ял-йыша. Чăн та, çулла питех савăнтармарĕ», — малалла сăмахларĕ арçын. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.