Комментировать

17 Окт, 2017

Парăм хваттерсĕр те хăварма пултарать

Пирĕнтен кашниех электроэнергипе, шывпа, газпа тата пурнăçа хăтлăрах тума май паракан ытти ресурспа куллен усă курать. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ЖКХ пулăшăвĕсемшĕн вара пурте вăхăтра тÿлеме васкамаççĕ. Çакă тĕрлĕ чăрмав кăларса тăратать.

ЧР Строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх — потребительсен усă курнă ресурссемшĕн пысăк парăм пухăнса кайнă: 3,8миллиард тенкĕ ытла /авăн уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне/. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе, хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланнă тĕлтипе, танлаштарсан парăм виçи 600 миллион тенкĕ е 18,2% пысăкланнă. Ку ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура та сÿтсе явнă. Парăмсен пысăк пайĕ — 1634 миллион тенкĕ — ăшă энергийĕшĕн.

Ресурссемпе тивĕçтерекен службăсем парăмçăсемпе кĕрешмешкĕн тĕрлĕ мел шухăшласа кăлараççĕ. Акă Чăваш энергосбыт компанийĕ клиентсене хĕрлĕ тĕслĕ хут çине пичетленĕ квитанцисем ярса пама пуçланă. Асăннă организацире каланă тăрăх — çакнашкал хутсене, тÿрех куçа курăнаканскерсене, уйăхсерен 1 пин ытла потребитель илет. Авăн уйăхĕнче хĕрлĕ квитанцие 1400 клиент илнĕ: вĕсенчен кашнин парăмĕ 5 пин тенкĕрен иртнĕ. Электроэнергипе усă курнăшăн тÿлес мар текенсем Канаш хулинче нумай иккен — 156-ăн, çавăн пекех Улатăр хулинче — 125, Муркаш районĕнче — 114, Сĕнтĕрвăрринче — 111. Канаш районĕнчи Ямаш ялĕнче пурăнакан пĕр çын вара пуринчен те «ирттернĕ»: унăн 214 пин ытла тенкĕ парăм капланнă. Паллах, ку пенипе пĕрле. <...>

Газпа усă куракансен йышĕнче те парăма татма васкаманнисем пур. 1,5 миллиард тенкĕ — чăнласах та пысăк сумма. Вĕсен ытларах пайĕ 11 муниципалитета пырса тивет: Шупашкар, Çĕмĕрле, Улатăр, Канаш хулисене, çавăн пекех Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Вăрнар, Пăрачкав тата ытти района. <...>

Çапла, коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн вăхăтра тÿлемелле, çакăншăн парăм ÿссех пырсан ăшăсăр, çутăсăр, газсăр çеç мар, хваттерсĕр те тăрса юлма пулать — Канаш хулинчи икĕ ачаллă хĕрарăм пек. «Канаш хулинче пурăнакансен ЖКХ пулăшăвĕсемшĕн 60 ытла миллион тенкĕлĕх парăм пухăннă», — пĕлтерчĕç федерацин Суд приставĕсен службин Чăваш Республикинчи управленийĕнче. <...>. Халĕ çав хĕрарăм çул çитмен икĕ ывăлĕпе хула варринчи икĕ пÿлĕмлĕ хваттерте мар, общежитири пÿлĕмре пурăнĕ», — палăртрĕç управленире. Ун пек çемьесем патне суд приставĕсем малашне те çитме планлаççĕ. Тулли верси...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.