Комментировать

16 Окт, 2017

Шетмĕ çăлтăрĕ

Çемьери килĕшÿпе çураçулăх сăлтавĕн вăрттăнлăхĕ пирки ыйтсан Красноармейски ялĕнче пурăнакан Мефодьевсем, пĕлсех тăратăп, иккĕшĕ те харăсах çапла хуравлĕччĕç — пĕр шухăш-ĕмĕтпе пурăнни, пĕр тĕллев патне туртăнни. Çакна вара телей формули тесех калас килет. Ахальтен мар çак арçынпа хĕрарăм пĕр-пĕрне куçран пăхсах, сăмахсăрах ăнланаççĕ. Паллах, мăшăр пĕр сукмака нумай çул такăрлатни те çимĕçне кÿрет-ха. Çапах пĕр тĕллев икĕ чуна пĕр тĕвве хытăрах çыхăнтарма пулăшать. Светлана Матвеевнăпа Валерий Геннадьевичăн тĕллевĕ вара чăнласах пĕрре — тавралăха илемлĕрех, хăтлăрах тăвасси, кедр йывăçне Трак тăрăхĕнче кăна мар, республикипех анлăн ÿстересси, мĕншĕн тесессĕн унăн çимĕçĕ, Мефодьевсем çирĕплетнĕ тăрăх, кĕлеткене те, чуна та сиплет, ватăлма та памасть.

Çак истори вара нумай-нумай çул каяллах çырăнма пуçланă. Светлана 8 ачаллă çемьере кун çути курнă. Кĕçĕннине аслисем, паллах, ытларах юратнă, сĕнÿ-канашпа та пулăшнă. Хĕрача ÿссе пынă май вĕрентекен профессине суйланă. Çакна пĕлсен аппăшĕ хирĕçленĕ: “Эсĕ çÿллĕ те мар, пушшех те — имшеркке тата. Ачасене урокра мĕнле итлеттерес тетĕн?” Аслин сăмахне кĕçĕнни ăша хывнă. Çапла шăпа çулĕ педагогикăпа çыхăнман, И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн... электротехника факультетне илсе çитернĕ: кунта паракан специальноçсем ытларах çынпа мар, техникăпа ĕçлемеллискерсем-çке.

Ку факультетра ытларах каччăсем вĕренни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Çавăнпа та пулас мăшăрне Светлана пĕрле ăс пухакан студентсен хушшинчех тупнинчен тĕлĕнме кирлех мар-тăр. Анчах хулара хитре пике сахал-и? Çапах та мĕншĕн шăпах — Светлана? Мăшăрлăх хĕр е каччă суйланă чух пĕри те тепри мĕнле пахалăхсене тĕпе хуни яланах кăсăклантарать те, çак ыйтăва Валерий Геннадьевича памасăр чăтаймарăм.

Унăн хуравне илтнĕ хыççăн Светлана Матвеевна хăй мĕн шухăшланипе те кăсăклантăм. Тĕрĕссипе, вĕсен хуравĕсем пĕр пек пуласси малтанах паллăччĕ ĕнтĕ: иккĕшĕ те калаçса татăлнă пекех палăртрĕç — пике ытла та çивĕч пулни хĕрпе каччăна пĕр çемьене чăмăртанма пулăшнă иккен. Пулас мăшăрта арçын чи малтан çак пахалăха куç хывнă.

Светлана Матвеевна чăнласах ларма-тăма пĕлменнине ăна пĕрремĕш хут куракан çын та тÿрех асăрхать. Хăйĕн сăмахĕнчен те палăрать çакă. Унсăр пуçне ырă кăмăллăскер хăйĕншĕн кăна мар, ыттисемшĕн те пăшăрханма хăнăхни, вĕсемшĕн тăрăшни курăнать.

“Тĕлĕнмелле пултаруллă, ĕçчен, маттур хĕрарăм вăл, ун çинчен темĕн чухлех каласа кăтартма пулать, — эпĕ Светлана Матвеевнăна шыранине пĕлсен пуçларĕ сăмаха Любовь Волкова. — Ĕçе йĕркелеме, хăй хыççăн çынсене ертсе пыма пултарать. Тĕрĕ кружокĕ йĕркелесе мĕн чухлĕ çынна алă ĕçне хăнăхтарчĕ. Халĕ акă кедр йывăçĕпе кăсăкланма пуçларĕ те пурне те каллех çак “ĕçпе” чирлеттерчĕ”.

90-мĕшсем...

Мефодьевсем, çамрăк специалистсем, хăй вăхăтĕнче Красноармейски районне ĕçлеме килнĕ. Çынна чи малтанах пурăнмалли кĕтес пăшăрхантарать вĕт. Газ уçлакан станци уçăлсан, унта ĕçлекенсене хваттерпе тивĕçтерессине пĕлсен çемье пĕр шухăшлăн кунта куçса килнĕ. Хĕрарăмăн канăçсăр чунĕ, вăл ытла та çивĕч пулни пирки çÿлерех асăннăччĕ ĕнтĕ. Çакна коллективра та асăрхамасăр тăма пултарайман — Светлана Мефодьевнăна профсоюз комитечĕн пуçлăхне суйланă. 90-мĕш çулсем... Кам мĕнле пĕлет — çапла пурăнса, чăтса ирттерчĕ вĕсене... Нумайăшĕ çухалса кайрĕ, йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре, шел те, эрех черкки тĕпĕнче шырама пуçларĕ. “Çакна курса тăрса чун ырататчĕ, — таврăнать аса илÿре иртнĕ вăхăта хĕрарăм. — Мĕн те пулин тумаллах. Анчах та — мĕн? Çынсене культурăна ытларах явăçтарма пуçларăм. Спорт ăмăртăвĕсем тăтăшрах ирттерме тытăнтăмăр. Тăван халăх юрри-кĕвви çăлса хăварчĕ тесен те йăнăш мар. Концертсемпе таçта та çитеттĕмĕр, конкурссенче 1-мĕш вырăн йышăнаттăмăр. Хĕрарăмсем вара алă ĕçĕ енне туртăнчĕç — тĕрĕ кружокĕ вĕсен кăмăлне кайрĕ. Малтанах, паллах, хамăн вĕренме тиврĕ — Шупашкарта Евгения Жачева ăста патĕнче чăвашăн чăн тĕррине — çыруллине, вăл вара питĕ хăйне евĕрлĕ — пусма çине ÿкерме хăнăхрăм. Халĕ акă тивĕçлĕ канăва тухнăранпа 8 çул та çитрĕ ĕнтĕ, апла пулин те текех тĕрĕпе аппаланма та вăхăт çук — кедр вăрманне ĕрчетес ĕмĕтпе хĕмлентĕмĕр. Малтанах çак шухăш хама килĕшрĕ-тĕр. Унтан упăшка та кедрпа кăсăкланма пуçларĕ. Ачасем те, виçĕ ывăл пирĕн, виççĕшĕ те çемьеллĕ, пирĕн чун туртăмне йышăнчĕç”.

Ят шыраса — Чулхулана

Çапах та икĕ инженерăн çут çанталăкпа, йывăç-курăкпа кăсăкланас туртăм ăçтан пуçланнă- ха?

“Пĕтĕм ĕçе аттене Матвей Марковича халаллатăп, — тет хĕрарăм. — Вĕсем вăхăтĕнче Çĕпĕрте пурăннă. Тен, кедр йывăçне юратасси те мана унранах куçнă-тăр. Питĕ вăйлă çынччĕ вăл. Малтан та пĕрлешÿллĕ хуçалăха ертсе пынă-ха атте, вăрçăран таврăнсан та колхоз председательне суйланă ăна. Питĕ йывăр вăхăт пулнă. Çынсем ăна паян та ырăпа кăна аса илеççĕ: “Пире Матвей Маркович çăкăр çитерчĕ”, — теççĕ. Мăшăрăн ашшĕне те Геннадий Мефодьевича ялта питĕ хисепленĕ. Çывăх çыннăмăрсем çинчен ырă сăмах илтме питех те кăмăллă. Валерий Геннадьевич та, Вăрмар районĕнчи Мăнçырмара кун çути курнăскер, 8 ачаллă çемьере ÿснĕ, анчах та вăл асли пулнă. Паян пур ĕçе те аттесен ячĕпе пурнăçлатпăр. Сăмах май, манăн ята та атте, тасалăха, çутта юратнăскер, хăй суйланă — Светлана тени шăпах çапла куçать- çке: “светлая” — “çутă”. Анчах та кунта манăн ятăма çырма килĕшмен, ун пекки çуккипе сăлтавланă. Атте те аптраса тăман, палăртнинчен чакман — мана ят хума Чулхулана кайнă, Светланăна çапла кÿршĕ регионта “саккунлатса” таврăннă”.

Ыр ут хыççăн

Сад-пахча туртăмĕ те арçынпа хĕрарăма ашшĕсенченех куçнă. Матвей Маркович чаплă сад ĕрчетнĕ. Хĕрĕ халĕ кедр вăрманĕ таврипех кашлатăр тесе тăрăшать. Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинче — курăр-ха, ял ячĕ те йывăçпах, пушшех те, лăсăллипе, çыхăннă — çуралса ÿснĕскершĕн халĕ Трак тăрăхĕ тăван кĕтесе çаврăннă. Кедр йывăçĕ урлах район историйĕпе те кăсăкланма пуçланă хĕрарăм. Ялăн авалхи вырăнне ку вырăнта тĕпленнисемшĕн те, туристсемшĕн те кăсăклă вырăна çавăрма ĕмĕтленеççĕ вĕсем. Малтанах шыв арманне çĕнĕрен хута ярас ĕмĕтпе çунатланнă мăшăр — ара, кун пекки таврара та тек çук! Пысăкки пĕчĕккинчен пуçланать. Палăртнине пурнăçа кĕртме эко-логи сукмакĕнчен тытăннă — вăл Трак тăрăхĕн авалхи вырăнĕнчен пуçланать. Сукмака-кĕпере йĕр-кене кĕртнĕ, ун таврашĕнче саксем туса лартнă хыççăн тавралăха хăтлăлатма тытăннă. Ĕнтĕ кунта арçын пултарулăхĕ мала тухнă. Валерий Геннадьевич алă айĕнчи армак-чармаксенченех хатĕрленĕ ăмăрт кайăк — юмахри сăнар — кÿлепине вырнаçтарнă. Тункатаран касса кăларнă шапа та унтах вырăн тупнă. Кĕçех пăши пуçĕ те “чĕрĕлĕ”. Çакă йăлтах Траксем ĕлĕк пасара пухăннă вырăнта никĕсленнĕ.

“Халĕ районпа çыхăннă кашни ĕç-пуç кăсăклă пирĕншĕн, — тет Светлана Матвеевна. — Ятарлă литература шĕкĕлчеме пуçларăмăр. Пире районти библиотека ĕçченĕсем пур енлĕн пулăшса пыраççĕ. Нумай проекта пĕрле хута яратпăр. Тавра пĕлÿ материалĕсене те вĕсемех сĕнеççĕ. Калăпăр, вырăнти шывăн историне тĕпчесе пĕлтĕмĕр — Шетмĕ ятлă çăлтăр пулнă иккен”.

Шетмĕ çăлтăрĕ Трак тăрăхне татăлса анса шăнкăртатса юхма пуçланă пекех хăй вăхăтĕнче Красноармейски тăрăхне Мефодьевсен çемйи персе çитнĕ. Кунти тавралăха илемлетес тĕлĕшпе нумай тăрăшать мăшăр. Тавралăх илемĕ вара хамăр сисмесĕрех чунсене куçать. Малалла...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.