Вĕсем - пĕр çемье
Канашри педагогика училищине пĕтерсен — ача садĕнче, социаллă университет хыççăн хÿтлĕх тытăмĕнче вăтăр çул ытла тăрăшакан Нина Николаевна пултарулăхне кура чыслав хучĕсене пĕрре кăна мар тивĕçнĕ пулин те куншăн, ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасене хăйсен хÿттине илнисен «Шанчăк» форумĕн «Манăн çемье» сăн ÿкерчĕксен конкурсĕнче çĕнтернĕшĕн тивĕçнĕ Дипломшăн, чăннипех мăнаçланчĕ. Вăл кăна-и? Ывăл-хĕрĕпе мăнукĕсем те савăнчĕç паллах.
«Аннеçĕм, ларса кан...»
Нина Николаевна — районти халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен центрăн аслă ăру çыннисемпе инвалидсене киле пырса пулăшакан уйрăмĕн заведующийĕ. Вăл йĕркелесе тăнипе 72 социаллă ĕçчен 88 çыннăн кун-çулне çăмăллатма тÿрремĕнех хутшăнать. Куллен вун-вун ыйту татса пама тивет. Çавна май тепĕр чух ĕçре тытăнса тăни те сахал мар пулнă. Килтисем яланах ăнланнă ăна.
Халĕ те çаплах-ха. Аслисем, икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрĕ, пурнăç çулĕ çине тухнă май, хуçалăха тытса пыма юлашки вăхăтра кĕçĕннисем тата упăшки ытларах пулăшатчĕç. Йывăр чире пула Виталий Петрович кăçалхи çĕртме уйăхĕнче пурнăçран вăхăтсăр уйрăлсан хĕрарăмăн алли лăштăрах усăнчĕ. Çухатăва чăтса ирттерме çăмăл мар паллах. Тĕрĕссипе, вăл çуккине арăмĕ паян кунччен те йышăнма пултараймасть-ха: çывăх çынни хваттер алăкне уçса кĕç-вĕç кĕрсе тăрассăн туйăнать. Йывăр шухăшсене сирмешкĕн кĕçĕн хĕрĕсем пулăшаççĕ.
Ксюша та тăван йăваран вĕçсе тухрĕ темелле: вăтам шкул пĕтерсе Культура институчĕн студенчĕ пулса тăчĕ. Шупашкартан Красноармейскине канмалли кунсенче кăна килсе каять, çапах — кашни эрнерех. Амăшне халĕ Аня кĕтсе илет. Вăл ĕçрен таврăннă çĕре хваттере тирпейлет, апат янтăлать. «Аннеçĕм, ларса кан кăштах. Унтан апатланăпăр», — тет вăл ăшшăн.
Ача-пăча — иксĕлми телей
Нина Николаевна Вăрнар районĕнчи Хурапыр Юнтапара йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕ тăватă тĕпренчĕкне пурнăç парнеленĕ. Асли пулнă май кĕçĕннисене пăхса ÿстермешкĕн çывăх çыннисене самаях пулăшни те професси суйламашкăн витĕм кÿнĕ ахăртнех: 1978 çулта педагог дипломне илсен Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура завочĕн ача садĕнче воспитательте ĕçлеме тытăннă. Карай шкулĕнче вĕрентекен Виталий Чаховскипе çемье çавăрса район центрне куçса килсен те шкул çулне çитменнисем патнех чун туртнă, «Теремок» садике вырнаçнă.
2000 çулта пурнăçне социаллă хÿтлĕх тытăмĕпе çыхăнтарнă. Виталий Петровичпа иккĕшĕ икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ вĕсем. Андрей çар училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн чылай вăхăт хĕсметре тăнă, халĕ мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. Алексей Тутарстанра тымар янă. Алина Шупашкарта пурăнать. Пурте вĕсем çемьеллĕ, аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне икшер мăнук парнеленĕ.
Малтанхи çулсенче ача-пăча сассипе янăраса тăнă тăватă пÿлĕмлĕ хваттерте Нина Николаевнăпа Виталий Петрович иккĕшĕ кăна юлсан кичемленнĕ паллах, ывăл-хĕрĕ мăнукĕсемпе хăнана килессе чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Аякра тĕпленнисем вара отпусксенче кăна çула тухма пултарнă, çывăхраххисем — канмалли кунсенче те.
Социаллă хÿтлĕх тытăмĕнче ĕçленĕ май тăлăхсене хăйсен хÿттине илекенсемпе Нина Николаевна пĕрре кăна мар хутшăннă-ха. Вĕсен ырăлăхĕпе хавхаланса çуллахи каникул кунĕсенче пĕр ачана çемьене илсе килнĕ, унтан — теприне. Иккĕмĕшĕпе Чаховскисем туслашсах кайнă. Мăшăрĕпе тата ывăл-хĕрĕпе канашланă хыççăн Розăна хăйсен хÿттине илмешкĕн тĕв тунă.
«Иксĕмĕре кичем…»
Туслă çемьене икĕ çул каялла лексе ырă çынсен хушшинче чунне ăшăтма, чечекленсе вăй илме пултарнă Аньăн шăпи çăмăл пулман: ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă хĕрачана тăлăхсен çуртĕнчен опекăна илнĕ мăшăр тепĕр вунă çултан тавăрса пама шухăшланă. Опекăпа попечитель органне ертсе пыракан Ирина Гурьева Аньăна районтах хăварма шухăшланă, ăна Чаховскисен йышăнас кăмăл пурри-çуккипе интересленнĕ. «Апат сĕтелĕ хушшинче тăватă ачан вырăн пур чухне пиллĕкмĕшĕ валли те тупăнать», — тесе унран та ютшăнман Нина Николаевнăпа Виталий Петрович.
«Аня халĕ маншăн — сылтăм алă, иксĕмĕр чуна уçса калаçатпăр, пĕр-пĕрне яланах пулăшатпăр. Ывăл-хĕре тăванни тата хÿтте илни çине пайламастăп. Вĕсем пурте — пирĕн, кашниншĕнех тăрăшатпăр, ыррине кăна сунатпăр. Опекăна илнĕ тесе 18 çул тултарсан та хамран уйăрмастăп. Йывăрлăхсене пĕрлехи вăйпа çĕнтерсе эпир чи çывăх тăвансем пулса тăтăмăр. Иксĕмĕр калаçса ларнă самантра Аня ман çумма ачашшăн тĕршĕнет те: «Юратнă аннеçĕм, манăн пĕртен-пĕрскерĕм, иксĕмĕре кичем вĕт, тепĕр хĕрачана çемьене йышăнар мар-и?» — тет. Халĕ ăна валли тантăш шыратпăр», — уçрĕ вăрттăнлăхне икĕ тăлăха хăйĕн çуначĕ айĕнче тăван кил ăшши парнелеме пултарнă ăш пиллĕ хĕрарăм, çемье вучахĕн управçи тата юратнă амăшĕ. Тулли верси...