Комментировать

4 Окт, 2017

Укçа пар та хваттер кĕт: пайçăсене хута кĕрессине ĕнентереççĕ

Çурт-йĕр условине лайăхлатма ăнтăлакансенчен хăшĕсем нумай хваттерлĕ çуртсем хăпартнă чухне пая кĕреççĕ, укçана малтанах хываççĕ. Паянхи куна çапла майпа пирĕн республикăра пурĕ 138 объект çĕклеççĕ. Застройщиксем 10,7 пин çынпа пайçă килĕшĕвĕ çырнă. Çурт-йĕре пая кĕрсе хăпартакан объектсен шучĕ Шупашкарта уйрăмах нумай. Цифрăсен чĕлхипе калас пулсан, пайçă килĕшĕвĕпе çĕклекен объектсем республикăн тĕп хулинче - 103, Çĕнĕ Шупашкарта – 17, Çĕрпÿре – 4, Канашра – 3.

Застройщиксем епле ĕçленине районсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхĕсен çирĕп тĕрĕслесе тăмалла тесе шухăшлать Чăваш Енĕн строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Михайлов. Министр мĕншĕн апла каланине ăнланма пулать: çурт-йĕре тума малтанхи тапхăрта муниципалитетсем ирĕк параççĕ-çке.

Пайçăсен çурт-йĕрне епле хăпартнине асăннă министерство хăй те сăнаса тăнине ĕнентерет. Ĕнер, юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче, акă, Стройминăн пуçлăхĕн заместителĕ Владимир Максимов ертсе пынипе канашлу иртнĕ. Унта прокуратурăн, Росреестрăн республикăри управленийĕн, Федерацин суд приставĕсен службин республикăри управленийĕн, Шупашкар хула администрацийĕн ĕçченĕсем хутшăннă. "Синяя птица" микрорайона халиччен "Ютон" обществăна хăпартма шаннă пулсан, малашне çĕнĕ застройщика парасшăн.

Аса илтерер: "Синяя птица" микрорайон Шупашкарти Афанасьев урамĕ вĕçĕнче, Атăлпа юнашар, çĕкленет. Ăна тăвассине 2013 çулхи чÿк уйăхĕнчех палăртнă. Икĕ уйăхран 14-мĕш çуртăн иккĕмĕш корпус никĕсне яма тытăннă. 11 хутлă çурта виçĕ çул иртсен тин тăрланă. Авăн уйăхĕнче 2-мĕш позицие аранах вĕçлеме май килнĕ. Хваттер уççине алла илеймесрен шиклене пуçланă халăхпа кăçалхи утă уйăхĕнче республикăн строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Михайлов Афанасьев урамĕнче тĕл пулнăччĕ.

Шупашкарти Граждан урамĕнче 73 хваттерлĕ çурт хăпартакан "Кратонстрой" общество та вăр-варлăхпа палăрмасть. Вăл епле ĕçленине хаклама Строймин тата прокуратура планпа пăхман тĕрĕслев ирттернĕ. Сисчĕвленмелли кăлтăк палăрсан тĕрĕслев хучĕсене правăна сыхлакансене парасси пирки асăрхаттараççĕ.

 

Рубрика: 
Теги: