Комментировать

4 Окт, 2017

Каш! кашлать пултăран

Раççейре çĕр улми лартма тытăниччен çынсем пултăрана апат-çимĕçре усă курнă. Çĕршывра унăн 40 тĕсĕ анлă сарăлнă. Çав шутра çыншăн, выльăхшăн сиенли те пур иккен. Уйрăмах хăрушши Сосновский пултăран. Ку ята Д.И.Сосновский тĕпчевçе халалласа панă.

Сосновский пултăран — искусствăлла майпа кăларнă культура. Арменири сăртлă вырăнта çитĕнекен çÿллĕ ÿсен-тăран ăсчахсене те кăсăклантарнă. Унран выльăх апачĕ нумай хатĕрлеме май пурри канăç паман вĕсене. Лабораторири тĕпчевсем хыççăн тĕлĕнтермĕш ÿсен-тăран вăй илме тытăннă. Ăсчахсем çапла майпа çĕршыври çивĕч ыйтăва — выльăх апачĕ хатĕрлессине — татса пама ĕмĕтленнĕ. Чăн та, малтанхи тапхăрта хуçалăхсенче культурăна хапăлласах акнă. Ара, 4 метр çÿллĕш, хулăн туналлă ÿсен-тăранран ешĕл масса самай тухнă. Çитменнине, курăк 5 градус сивве те чăтăмлă, вăрри нумай. Калчине сăтăрçăсем тĕкĕнмеççĕ, чир-чĕре те чăтăмлă. Вăл лаптăкра ытти ÿсен-тăрана пĕтерет. Хире çум курăкран тасатма пулăшать тейĕн. Çулсан та хăвăрт вăй илет. Со-сновский пултăрана хÿтлĕх вырăнне çул тата кĕтÿ кĕртекен лаптăк хĕррипе те акма йышăннă. Культура 3-4 çулта вăррине пĕр хут парать те пĕтет.

Шел, 60-мĕш çулсенче ăсчахсенчен пĕри те пултăранăн çитменлĕхĕ пирки асăнман. Вăл вара кайран, ÿсен-тăрана пусă çаврăнăшне кĕртсен, палăрнă. Пултăран силос хывма юрăхсăр иккен. Сĕткенĕ нумайран апат пахалăхĕ чакнă. Ăна ĕнесене çитернĕ хыççăн сĕте йÿçек тутă çапнă тата вăл темшĕн тăпăрчланман. Культура чечеке ларнă, вăрри чăмăртаннă чухне çыншăн та, выльăхшăн та хăрушă иккен. Çулçин сĕткенĕнче наркăмăшлă япала — фуранокумарин — пур. Вăл ÿте лексен пиçсе кайма пулать. Хăш чухне температура хăпарать, шăнтать, пуç ыратать, вăй пĕтет. 4-5 кунран суран хăмпăланать, кайран типсе тĕксĕм йĕр хăварать. Ÿсен-тăранран сиенленни 1-2 кунран тин çиеле тухать. Сосновский пултăранран наркăмăшланма та пулать. Кун пек чухне нерв тытăмĕ, чĕре тĕртĕмĕсем япăх ĕçлеме тытăнаççĕ. Пурнăçран уйрăлма та пулать. Курăкри фитоэкстроген вара выльăхăн арлăх органне сиенлет.

Йăнăша ăнланса илсен унран васкавлăн хăпма тытăннă. Анчах вăрман пек кашласа лараканскере пĕтерме йывăр-мĕн. Çулсан та хăвăрт çитĕнсе чечеке ларать. Вĕтĕ те çăмăл вăрри çилпе вĕçсе уйĕпех сарăлать. Унăн тымарĕ 80-300 см тарăнăшне каять, сарлакăшĕ вара 150 см. Çавăнпа ăна тĕппипех тăпăлтарса кăларма кансĕр. Тĕп тымарĕн пĕчĕк касăкĕ юлсан та тепĕр хут шăтса тухать. Хими препарачĕ те 25 см тарăнăшра выртакан вăррине сиенлеймест. Вăл вара 4 çултан та шăтса тухма пултарать. Чаплă культурăран çум курăка çаврăннăскерĕн вăрри сивве те, шăрăха та чăтăмлă. Шăтса тухнă хыççăн иккĕмĕш çулне чечеке ларать. Вăл хăй тĕллĕн те, хурт-кăпшанкă пулăшнипе те шăркаланать. Юр кайсанах шăтма тытăнать. Вăрри çилпе, шывпа çынсен тумне, выльăха, машина урапине çыпçăнса вырăнтан вырăна çăмăллăнах «куçать».

Сосновский пултăран Раç-çей, Европа территорийĕсенче анлă сарăлнă. Пахчара, уй-хирте кашласа ÿсекенскер ялсем патнех çывхарать. Вăл тымар янă вырăнта ытти ÿсен-тăран çитĕнеймест — ăна вăрăм тунипе, сарлака çулçипе хупласа хурать. Пĕр тăваткал метрта унăн йышĕ 15-е çитет. Çĕр пу-лăхĕ чакса кайнипе лаптăк усă курма юрăхсăр. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.