Комментировать

28 Сен, 2017

Хĕр ачана çăлнăшăн — медаль

Ку пĕлтĕрхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тихăнушкăнь ялĕ патĕнче пулнă. 7-мĕш класс пĕтернĕ Кирилл Блинов кăнтăрла иртни пилĕк сехет тĕлнелле урама тухнă. Арçын ача пулăшу ыйтса кăшкăрнине илтнĕ. Вăл тÿрех кун пирки амăшне пĕлтернĕ. Хăй вара велосипед çине ларнă та шыв хĕрринелле вĕçтернĕ, амăшĕ ун хыççăн чупнă.

Пĕве хĕрринче никам та пулман. Арçын ача шывра, çырантан аякках мар, катамаран çинче 6 çулти хĕр ача макăрнине курнă. Вăл: «Пулăшăр! Çăлăр!» — тесе кăшкăрнă. Кирилл тÿрех ун патне ыткăннă. Хĕр ачан аппăшĕ путма пуçланă иккен. Кирилл пĕве варринче çын тапкаланнине, унăн пуçне асăрханă. Вĕсем 6-ри хĕр ачапа иккĕшĕ ăна çăлма катамаранпа ишнĕ. Путаканскерĕн кăшкăрма та, ишме те вăйĕ юлман. Кирилл ăна шывран туртса кăларнă, катамаранпа çыран хĕррине илсе çитернĕ. Тăна кĕрсен тин хĕр ача ашшĕ путни çинчен пĕлтернĕ. Вăл ăна çăлма пынă иккен, анчах хĕрне те пулăшайман, хăй те шывран тухайман. Хĕр ача ашшĕ вилнишĕн хăйне айăпласа хытă макăрнă. Кирилл амăшĕпе пĕрле ăна лăплантар-нă, васкавлă медпулăшу чĕннĕ. Арçын ача чĕтрекен хĕр ачана хăйĕн курткипе пĕркентернĕ. Кайран çыран хĕрне çынсем пухăннă. Арçынсем хĕр ачасен ашшĕне чăма-чăма шыранă… Хĕр ачасем ашшĕпе пĕрле Сыктывкартан асламăшĕ патне хăнана çав кун килнĕ кăна.

Тепĕр кунхине Кирилл водолазсене пулăшнă, инкек хăш тĕлте пулнине кăтартнă. Шел те, арçынна çăлма май килмен.

— Çавнашкал лару-тăрура эсĕ епле çухалса каймарăн-ха? — кăсăклантăмăр Кирилтан çулталăк каялла пулнине аса илме ыйтса. «Эпĕ ишме пĕлетĕп. Нимĕн те хăрамарăм. Çын путнине епле пăхса тăраятăн-ха? Кун пек самантра хам çинчен пачах та шухăшламан», — терĕ вăл.

Кирилл Блинов Хусанкасси шкулĕнче 6-мĕш класранпа вĕренет. Вĕсен çемйи Мускав облаçĕнчи Королëв хулинчен куçса килнĕ, халĕ Тракушкăнь ялĕнче пурăнаççĕ. Çапах та вăл чăвашла аван пĕлет, «4», «5» паллăсемпе вĕренет. Уйрăмах ăна математика, технологи предмечĕсем килĕшеççĕ. Кирилл техника моделировнийĕн кружокне çÿрет. Мĕн кăна ăсталама пĕлмест пуль вăл? Самолет, ракета, тĕрлĕ техника кÿлеписене хатĕрлет кăна мар, вĕсене вĕçтерет, иштерет. Ку кăсăклану ăна конкурссенче çĕнтерме пулăшнă. Сăмахран, «Çăлтăрсем патне — çул» республика конкурсĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă. Ун чухне вăл ракетăпа космос техники ăсталанă. Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă ятпа вара «Çĕнтерÿ хĕç-пăшалĕ» хатĕрлесе республикăра 2-мĕш вырăна тухнă. Кирилл технологипе иртнĕ районти олимпиадăра та палăрнă.

Арçын ача класра спорт секторĕшĕн яваплă. Паллах, тантăшĕсене чи малтан хăй тĕслĕх кăтартать. Футбол — уншăн чи юратнă спорт. Мечĕк тапмасăр пĕр кун та иртмест пулĕ! Тĕрлĕ ăмăртура та Кирилл яланах малтисен йышĕнче.

Хастар пулнăшăн ăна иртнĕ вĕренÿ çулĕнче «Артек» ача-пăча центрĕнче канма путевкăпа хавхалантарнă.

Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин «Раççей Федерацийĕн патшалăх наградисемпе чысласси çинчен» Хушăва алă пуснă. Кирилл Блинова кăткăс лару-тăрура хăйĕн пурнăçне шеллеменшĕн «Вилĕмрен çăлнăшăн» медальпе чыслама йышăннă. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.