Комментировать

27 Сен, 2017

Класс ертÿçи

Класс ертÿçи пулнă Муза Христогонова Майорова сăнарĕ асăмран тухмасть. Унтанпа 62 çул иртрĕ пулин те.

Пире вăл Октябрьскинчи вăтам шкулта математика предметне вĕрентетчĕ. Çирĕп ыйтнăран кăштах шикленеттĕмĕр те унран. Каярахпа хăнăхрăмăр, Муза Христогоновнăран лайăх вĕрентекен çук пек туйăнатчĕ. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ вăл, тепĕр чухне сĕнÿ-канашпа пулăшатчĕ.

10-мĕш класра вĕренеттĕм. Чÿк уйăхĕнче футболла вылянă чухне урана сиктертĕм. Киле аран çитрĕм. Тепĕр кун аннепе Хуракассине ура ларттарма кайрăмăр. Çапах та çирĕппĕн тăраймарăм, уксахларăм. Класс ертÿçи, çакăн пирки илтнĕскер, манпа курса калаçрĕ. Шкул директорĕпе курнăçса мана интерната вырнаçтарма пулчĕ. Чăн та, уроксем хыççăн эпĕ унта кайрăм.

Пÿлĕмсене вутăпа хутса ăшăтатчĕç. Кăмака хутнă хыççăн тирпейлÿçĕсем урай çăватчĕç. Пĕррехинче вĕсем юшкана иртерех хупса хăварнă. Чей ĕçнĕ хыççăн манăн виçĕ юлташ çывăрма выртрĕç. Эпĕ вара уроксене хатĕрленме тытăнтăм. Кăштахран уçă сывлăшпа сывлама урама тухрăм. Тухнă-тухман сулăнса кайрăм, чутах ÿкмерĕм. Сĕрĕм тивнине туйрăм. Часрах пÿлĕме чупса кĕтĕм те кăшкăртăм: «Тăрăр, урама тухăр! Пире сĕрĕм тивнĕ!» Анчах никам та ура çине тăмарĕ. Эпĕ юнашар пÿлĕме шаккарăм. Унта та сас паракан пулмарĕ. Каялла хамăр пÿлĕме таврăнтăм — пурте çывăраççĕ. Çавна май Муза Христогоновна çемйи пурăнакан хваттере васкарăм. Алăка хыттăн шаккарăм. Класс ертÿçин упăшки Ананий Матвеевич тухрĕ. Эпĕ ăна инкек çинчен каласа кăтартрăм. Вĕсем мăшăрĕпе пĕчĕк ачисене пăрахсах интерната васкарĕç. Ананий Матвеевич мана ачасене тăратма хушрĕ, арăмне ытти вĕрентекене чĕнсе килме каларĕ. Хăй вара «васкавлă пулăшăва» шăнкăравлама шкул çуртне чупрĕ. Мĕн чухлĕ тăрăшсан та эпĕ юлташсене тăратаймарăм. Çавна май вĕсене пăлтăра йăтса тухрăмăр, алăксене уçса пăрахрăмăр. «Васкавлă пулăшу» нумай кĕттермерĕ. Тухтăрсем ачасене нашатырь спиртне шăршлаттарса ыйхăран вăратрĕç. Сĕрĕм тивни ирттĕр тесе çĕрĕпех шкул таврашĕнче уçăлса çÿрерĕмĕр.

Паллах, çакăн хыççăн тирпейлÿçĕсене те сăмах лекрĕ курăнать. Ахальтен мар вĕсем ĕçре каçченех тытăнса тăма пуçларĕç. Вĕрентекенсем, тухтăрсем вăхăтра пулăшу панипе çеç эпир, çичĕ ача, вилĕмрен хăтăлтăмăр ун чухне.

Çĕнĕ çул умĕн класс ертÿçи пире парнесемпе тивĕçтерчĕ. Акă ăна илме манăн та черет çитрĕ. Муза Христогоновна аллинче вара — икĕ тĕркем. Вĕсене ман еннелле тăсать вăл. «Кольцов общество ĕçне хастар хутшăнать. Унсăр пуçне чÿк уйăхĕнче вăл тăрăшнипе çичĕ ача вилĕмрен çăлăнчĕ», — терĕ мана мухтаса. Эпĕ хĕпĕртерĕм, анчах иккĕмĕш парнене илме хирĕçлерĕм. Класс ертÿçи ÿкĕтленипе çеç юлашкинчен кучченеçсене алла илтĕм. Çак тĕслĕхе эпĕ хамăн ачасене темиçе те каласа кăтартнă. Халĕ черетре — мăнуксем.

Вуннăмĕш класра вĕреннĕ чухне экзамена хатĕрлес тĕллевпе эрнере виçĕ хутчен хушма заняти ирттеретчĕ класс ертÿçи. Пушă вăхăт çуккишĕн тарăхмастчĕ. «Тепĕр занятие хăçан йĕркелĕпĕр?» — ыйтатчĕ пиртен. Вăл тăрăшнăранах эпир математикăпа экзамена ăнăçлă тытрăмăр.

Эпĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма кăмăллаттăм. Муза Христогоновна кашнинчех курма пыратчĕ, хавхалантаратчĕ. Унăн сассине илтсен ÿт-пĕве таçтан вăй-хал кĕретчĕ, тата та тăрăшарах чупас килетчĕ.

1957 çулта ака уйăхĕнче Энĕш юхан шывĕнче эпĕ чутах путса вилмерĕм. Мана пĕр класра вĕренекенсем — Иван Башкиров, Владимир Мочалов, Юрий Мосолов — çăлчĕç. Сывлăх пирки класс ертÿçи пĕрмаях кăсăкланатчĕ, экзаменсене хатĕрленни çинчен ыйтса пĕлетчĕ. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.