«Вăй–хал пур чухне ĕçлес килет»
Тăвай районĕнчи Киччĕ ялĕнче пурăнакан 75 çулти Александр Моисеев паян кун та «Чутеевский» ЯХПК уйĕнче тырă вырать. Хуçалăх ертÿçисем ăна «Палессе» комбайн шанса панă. Ăна кĕçĕн ывăлĕ Коля пулăшать.
— Хальхи йышши комбайна çÿретме сирĕншĕн кăткăс мар-и? — кăсăклантăм эпĕ.
— Пĕрре те йывăр мар, çăмăлрах та, — терĕ Александр Никитич. — Кунта кнопкăсем çеç пусса лармалла. Çитменнине, киввисемпе танлаштарсан, хăтлă. Кабинăри компьютера, электронлă ытти прибора хăнăхма та кăткăс пулмарĕ. Эпĕ Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕн механизаци уйрăмне пĕтернĕ-çке.
Тырра 7 метр сарлакăш вырса çапакан комбайн штурвалĕ умне тепĕр чухне ывăлĕ ларать. «Хам пур чухне вĕрентсе хăварас килет ăна», — чунне уçрĕ ватă.
— Комбайн машина çеç мар-çке, ун çине хăпарса анма та çăмăл мар, — каллех интереслентĕм эпĕ.
— Хальлĕхе аптрамастăп-ха. Ал-ура ыратмасть, куç курать. Каçченех выратпăр, — пулчĕ хурав.
Александр Никитич хăйĕн ĕмĕрне техникăпа çыхăнтарнă: малтанах Канашри механизаци шкулĕнче вĕреннĕ, каярахпа — трактор бригадин бригадирĕсен курсĕнче. Вăл «1-ое Мая» хуçалăхра тракторпа та, комбайнпа та ĕçленĕ, çав вăхăтрах механик, бригадир тивĕçĕсене те пурнăçланă. Пĕр вăхăт Ка-захстанра практикăра пулнă. Алтай тăрăхĕнче вара вырма ĕçне хутшăнма та тÿр килнĕ ăна. Красноярск крайĕнче те тырă вырса çапнине пĕлтерчĕ ватă. Çапла вара тĕрлĕ техникăна алла илме тивнĕ: хăй вăхăтĕнче СК-4, С-6 комбайнсемпе ĕçленине аса илчĕ вăл. Пĕрне ырласа, теприне хурламарĕ. Çулсем иртнĕçемĕн техника аталанса пынине каларĕ: «С-6 комбайна трактор сĕтĕрнĕ пулсан та таса выратчĕ. Ун чухнехи «уй-хир карапĕсем» кабинăсăр пулнăран ĕççи вăхăтĕнче пит-куç та курăнмастчĕ, шăл çеç палăратчĕ. Эпĕ ĕçрен таврăннă çĕре анне ман валли яланах шыв ăшăтса хуратчĕ».
Кăçалхи тухăç пирки те сăмах хускатрăмăр. Тырă ăнса пулни, анчах ăна пухса кĕртме çумăр чăрмантарни çинчен пăшăрханса калаçрĕ ăста комбайнер.
Моисеевсем килте те техникăсăр пурăнмаççĕ. «Малтан лаша усрарăмăр, унтан мотоблок туянтăмăр. Халĕ пĕтĕм ĕçе унпа пурнăçлатпăр», — тет Александр Никитич.
Выльăх апачĕ хатĕрлеме 1 гектар çĕр пур. Унпа туллин усă кураççĕ вĕсем. Пысăк ĕçсене пурнăçлама ачисем пулăшаççĕ. Çапах та кил-тĕрĕшри ĕçпе ытларах мăшăрĕ аппаланать. Ара, вырма вăхăтĕнче Александр Никитичпа ывăлĕ иртен пуçласа каçченех уй-хирте.
— 75 çула çитнĕ май канмалла пек. Ĕмĕрĕпе «тимĕрпе» ĕçлесе ывăнмарăр-и? — пĕлес килчĕ манăн.
— Ахаль ларас килмест. Вăй-хал пур чухне ĕçлес тетĕп. Пушă вăхăтра пулла çÿреме кăмăллатăп. Кунта пирĕн Кĕтне шывĕ юхать-çке, — пулчĕ хурав. Малалла вулас...