Комментировать

26 Сен, 2017

«Анне фермăра вăй хуни витĕм кÿчĕ»

Угаринсем — Шăмăршă районĕнчи Пуянкассинчи хисеплĕ кил-йыш. Сакăр вуннăран иртнĕ Лидия Николаевна хăйне тата мăшăрне Михаил Максимовича çемье йăлисене çирĕплетес енĕпе тунă пысăк çитĕнÿсемшĕн 2010 çулта «Юратупа шанчăклăхшăн» орден пани çинчен сăмах хускатсанах эпĕ пултаруллă та йышлă ачаллă çемьене лекнине ăнлантăм.

М.Угарин тăван хуçалăхра малта пыракан шофер пулнă. Йывăр чире пула 4 çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Унччен ачисене тата çитĕнсе пыракан мăнукĕсене пурне те автомашинăпа çÿрес ăсталăха хăнăхтарса хăварнă. «Мăшăрпа 4 ывăлпа 2 хĕр çитĕнтертĕмĕр. Пурте пысăк пĕлÿллĕ, çемьеллĕ, юратнă ĕçре вăй хураççĕ. Халĕ 14 мăнукпа тата вĕсен 6 ачипе савăнатăп», — терĕ Лидия Николаевна. Вăл кĕçĕн ывăлĕн кил-йышĕпе пурăнать.

Сергей Михайлович 26 çул каялла Вăрнарти совхоз-техникумра агронома вĕреннĕ чухне Канаш районĕнчи Атнаш ялĕнчен зоотехник пулас ĕмĕтпе килнĕ Надежда Михайловнăпа çемье çавăрнă. «Техникума эпĕ шкул хыççăн тÿрех кайман. Малтан Канашри педучилищĕре вĕрентĕм. Анчах шкула чун выртмарĕ. Анне нумай çул фермăра вăй хуни витĕм кÿчĕ пулас — зоотехник пулас килчĕ. Професси суйлавĕ телей тупма та пулăшрĕ — Шăмăршă тăрăхне илсе çитерчĕ», — пурнăç каçалăкĕ умне епле пырса тухнипе паллаштарчĕ Н.Угарина. Диплом илсен вăл — ветстанцире, мăшăрĕ колхозра ĕçленĕ, çав вăхăтрах Ульяновск облаçĕнче хресчен-фермер хуçалăхне йĕркеленĕ пиччĕшĕсене пулăшма та ĕлкĕрнĕ, опыт пухнă.

Хуçалăх çынсене укçа тÿлеймиех йывăрлăха кĕрсе ÿксен, вăл вăхăталла кăмăл пуррисене çĕр лаптăкĕсем пама тытăннă, 1998 çулта Угаринсем 357 гектар çĕр çинче ХФХ чăмăртанă. Лизингпа çĕнĕ техника туяннă. Парăмпа 3 çултан татăлнă. «Вăл çулсенче тырă тухăçĕ аванччĕ. Шупашкара элеватора ăсататтăмăр. 150 гектар çинче сахăр кăшманĕ туса илеттĕмĕр. Ăна хамăр комбайнпа кăлараттăмăр. Ун хыççăн юлакан купасене КамАЗ кузовĕ çине тиеттĕмĕр. Сергей пиччĕшĕ Владимир ăна Ульяновск облаçĕнчи сахăр заводне леçетчĕ. Укçа енчен кÿрентермен те — кăшман кăларса тирпейлеме вăл хаваспах пулăшатчĕ. Пĕр çулхине ăна туса илнĕ калăпăшĕпе республикăра мала тухнăччĕ, — терĕ Надежда Михайловна. — Анчах 15 çул кал-кал аталаннă хыççăн хуçалăха сутма шухăшларăмăр. Атте те: «Пăрахăр, ан нушаланăр», — тетчĕ. Предприниматель çулĕ çине тăнăран пиччĕшĕсем Сергее пулăшма пăрахнăччĕ. Хамăр та канса сывлăш çавăртăмăр. Апла пулин те алă усса ларман ĕнтĕ. Хамăрăн 24 гектар лаптăк пур. Вуннăшĕнче — çĕр улми, ыттинче тырă çитĕнтернĕ. Çакна эпир ĕç вырăнне хуман. 2015 çулта 180 гектар çĕр çинче хресчен-фермер хуçалăхне çĕнĕрен йĕркелерĕмĕр. Кун чухлĕ лаптăк иксĕмĕре çитет. Грантпа трактор туянтăмăр. Вырăнĕ лайăхах мартан шикленсе кĕрхи тулă е ыраш акмастпăр. Тĕпрен илсен урпапа ĕçлетпĕр. Кăçал вăл гектартан вăтамран 40 центнер тухрĕ. Ăна раштав уйăхĕнчи договорпа килĕшÿллĕн ЧР Апат-çимĕç фончĕн Михайловкăри /Çĕрпÿ районĕ/ тырă складне леçрĕмĕр. Кăшт чĕрĕччĕ те — йышăнчĕç. Ял халăхне те сутрăмăр. Кредитран йăлт татăлтăмăр. Малашне хамăр вăйпа ĕçлесшĕн. Виçĕ ача пирĕн. Лидăпа Ирина çемьеллĕ, декрет отпускĕнче пĕрер ача пăхаççĕ. Лидăн — Руслан, Иринăн Алеша ятлă. Хĕрсем пулăшаççĕ. Хамăр хире кайсан апат пĕçерсе автомашинăпа уя илсе тухаççĕ». Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.