Комментировать

22 Сен, 2017

Моторинăн пурнăçне йытă çăлнă

Пуçламăш утăмсене кăна тăваççĕ-ха вĕсем. Анчах вĕсем сулмаклă. Ĕçĕн ырă кăтартăвĕсемпе çитĕнĕвĕсем те пур. Сăмахăм Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕнчи вĕренекенсен шырав юхăмĕ пирки. «Эткерлĕх» отряда вĕсем çулталăк пуçламăшĕнче кăна йĕркеленĕ-ха. Çапах хастар ачасемпе вĕсен ертÿçин Валентина Тихоновăн каласа кăтартмалли чылай.

Тукай ялне тĕрлĕрен çырнă

«Шырав отрячĕн командирĕ пулма 8-мĕш класра вĕренекен Валерия Кузьминана шантăмăр. Унта малтан 8-мĕш класри 14 ача çÿретчĕ, халĕ 10-мĕшсем 6-ăн хушăнчĕç. Нумаях пулмасть шыравçăсемпе Тутарстанри Вертолетлă утравĕ çинче пултăмăр. Унта тĕрлĕ вĕренÿ, ăсталăх сехечĕсем пулчĕç. Палаткăсенче тăватă кун пурăнтăмăр. Чăваш Енрен 20 ытла çын хутшăнчĕ. Пирĕн йышра Улатăрсемпе Шупашкарсем те пурччĕ. Хамăрпа паллаштарса 1-мĕш вырăн йышăнса арпуса тивĕçрĕмĕр. Эх, мĕн тери хĕпĕртерĕç ачасем! Эпир Йĕпреç тăрăхĕнчи Буинскра та пулнăччĕ. Петрозаводск шыравçисем хыпарсăр çухалнă салтакăн вил тăприне тупнă. Ăна çуралнă тăрăха илсе килсе пытарчĕç. Шăпах Çĕнтерÿ кунĕ умĕн иртрĕ ку мероприяти. Хамăр тăрăхри — Çĕнĕ Мăрат, Ту-кай, Вутлан ялĕсенчи — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнисене шыратпăр. Мĕн тупнине йăлтах сайта лартса пыратпăр. Хыпарсен хăйне евĕр пуххи пек пулса пырать вăл. Ку сайта Тукайран — 100, Çĕнĕ Мăратран 76 паттăра вырнаçтартăмăр. Вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене те лартатпăр, наградисене те палăртатпăр», — çапла пуçларĕ калаçăва Валентина Анатольевна.

Валентина Тихонова каласа кăтартнă тăрăх, кашни çыннăн шăпи хăйне евĕр. Шырав ĕçĕнче вара интересли чылай тупăнать. «Акă Василий Киргизова Комсомольскинче пурăнакан Федор Филиппов шыратчĕ. Унăн сăн ÿкерчĕкĕ те çукчĕ, мĕнле вилни те паллă марччĕ. Шыраса пăхрăмăр та кăштах информаци тупрăмăр. Мĕн тупăннине сайта вырнаçтартăмăр. Федор сайта кĕрсе пăхнă та сĕре савăннă. «Курсан алă-ура чĕтреме ерчĕ», — каласа тĕлĕнтерчĕ каярахпа. Василий Киргизов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче телефонист пулнă… Эпир Çĕнĕ Мăратра çуралнă, вăрçăра хыпарсăр çухалнисене «Новые Мураты» тесе шыратпăр. Анчах ял ячĕсенче йăнăшсем те пур. Ĕлĕк кам мĕнле калаçнă, кам мĕнле илтнĕ пуль? Командирсен хушшинче те тĕрлĕрен çын пулнă. Калăпăр, Василий Киргизов Н.Пурат ялĕнче çуралнă тесе çырнă. Тукай ялне те пăтратса çырнисем тĕл пулаççĕ: Тогасово, Тугасово.

Виçĕ пĕртăван шăпи

Эпĕ хамăр тăвансене те шырарăм. Пĕрне, асаннен пиччĕшне Сергей Кузьмина, тупаймарăмăр-ха. Асаннен виçĕ пиччĕшĕ Сергей, Василий, Семен хăй вăхăтĕнче вăрçа тухса кайнă. Вăталăххипе кĕçĕнни таврăннă, аслин шăпине пĕлместпĕр. Чăваш Енре вăрçă хыççăнхи çулсенче чухăн пу-рăннăран, çиме çăкăр çитменрен Василипе Семен ют хуласене тухса кайнă. Пĕри Молдавире тĕпленнĕ, унтах çемье çавăрса пурăннă. Каярахпа хамăр тăрăха килсе кайкаланă. Ватăлса вилсен унтах пытарнă. Эпир вĕсем çинчен пĕлмен, асанне те каласа кăтартман. Асаннен пиччĕшĕ вара пурнăçран уйрăлас умĕн: «Пирĕн Чăвашра тăвансем пур, çавсене тупăр», — тесе хăварнă. Пĕлтĕр пире «Контактра», «Одноклассники» социаллă сетьсенче Василий Кузьмичăн ачисем шыраса тупрĕç. Калаçса туслашса кайрăмăр. Эпир çав тери пĕрешкел сăнлă иккен. Молдавирисем урлă Кургантисене те тупрăмăр. Семен Кузьмич каласа хăварнă тăрăх, вĕсен аслă пиччĕшĕ Сергей пулнă. Вăл фронта шăллĕсенчен маларах кайнă. Шел, Сергей Кузьмич хăçан çуралнине пĕлместпĕр. Архивсене çырса пăхрăм. «Сведений нет», — хурав килет пур çĕртен те. Çын пачах пулман тейĕн. Ниçта та нимĕнле информаци те çук. Вăрнар районĕнчи Тукай ялĕ /асаннен пиччĕшĕсем çав ялтан пулнă/ хăй вăхăтĕнче Шăхасан районне кĕнĕ. Халĕ çук ĕнтĕ вăл, çавăнпа документсем Вăрнара е Канаша кайма пултарнă. Вăрнарта шыраттартăм, нимех те тупăнмарĕ. Халĕ Канашри çар комиссариатне çитесшĕн. Василипе Семен фронта 1943-1944 çулсенче кайнă. Кĕçĕнни 17-ре кăна пулнă, çапăçу хирне хăйĕн ирĕкĕпе тухса кайнă. Вăрçăра паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн наградăсене те тивĕçнĕ Кузьминсем. Вĕсем виличчен каласа хăварнă тăрăх, яла чăваш писателĕ пырса çÿренĕ. Вăл виçĕ пĕртăван пирки кĕнеке те çырнă. Мĕнле çыравçă пулнă — никам та пĕлмест. Аттерен Анатолий Кузьминран ыйтрăм кун пирки. «Кĕнеки «Хăват» ятлă», — терĕ вăл. Мана ку кĕне-кене Чăваш наци библиотекинчен ярса пачĕç. Унти калавсемпе повеçсенче хамăр тăвансен ячĕсене курмарăм. Çыравçă, ахăртнех, вĕсен ячĕсене улăштарнă. Асанне вара эпир ача чухнех вилнĕ. Йăмăкăм Зина асаннен пиччĕшĕсен вил тăприйĕсене пуç тайма та çитсе килчĕ. Василий Кузьмич Му-скав патĕнчи çапăçусене хутшăннă, çар самолечĕсене хатĕрленĕ. Семен Кузьмич шофер пулнă. Çапăçу хирне хĕç-пăшал турттарнă, салтаксене лартса кайнă. Пире Василий Кузьмичăн хĕрĕ Люда шыраса тупрĕ. Семен Кузьмичăн мăшăрĕ пурăнать-мĕн. 90 çулта. Аякри тăвансем Чăваш Ене килсе куратпăр терĕç-ха пĕлтĕр, анчах хальлĕхе çитеймерĕç-ха», — пĕлтерчĕ Валентина Анатольевна.

Мăньял Хапăс çывăхĕнче самолет ÿкнĕ

Çĕнĕ Мăрат шыравçисем археологи тĕпчевĕсене те хутшăннă. Вăрнар тăрăхне ятарласа кайнă. Çитес çул вĕсем экспедици йĕркелесшĕн. Хастарскерсем Çĕнтерÿ кунĕнче «Вилĕмсĕр полк» йышĕнче те утаççĕ, видеороликсем ÿкереççĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене, ытти вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксене пăхса тăраççĕ.

«Çĕнĕ Мăратри Николай Димитриев вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Вăл хăш вырăнта пуç хунă, ăна ăçта пытарнă — унччен паллă пулман. Нумаях пулмасть Мускаври «Обелиск» шырав отрячĕ интернет урлă пире шыраса тупрĕ. Вĕсем Николай Димитриевичăн тăванĕсене тупма ыйтрĕç. Раççейĕн тĕп хулинчи шыравçăсем паттăр салтакăн докуменчĕсене те, ăна ăçта пытарнине те шыраса тупнă. Николай Димитриевичăн тăванĕ вара, вăл хăй те ватă ĕнтĕ, вил тăприне куçарса килме килĕшмен. Çапла, эпир Мускаври, Самарти, Ĕпхÿри, Тутар Республикинчи шырав отрячĕсемпе çыхăнса ĕçлетпĕр. Шкул ачисене шырав ĕçĕ çав тери килĕшет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Вăрнар тăрăхĕнчи Мăньял Хапăс ялĕ çывăхĕнче самолет ÿкнĕ. Пирĕн ачасем çавăнта та кайса килчĕç, ял çыннисемпе курса калаçрĕç. Вĕсем тăваттăн пулни паллă. Самолета хĕрарăм тытса пынă. Пĕри вилнĕ, иккĕшĕ аманнă, тăваттăмĕшĕ суранланман та. Çывăхра трактористсем çĕр сухаланă. Вĕсем урлă хайхисем Мускава шăнкăравланă. Пилотсене илме Мускавран тепĕр самолет килнĕ. Хăйсенне вĕсем темшĕн чĕртсе янă. Самолет юлашкисем çав-çавах юлнă. Ял çыннисем вĕсене тупса килĕсене илсе кайнă. Пĕрисем тимĕр татăкĕсенчен юр хырмалли хатĕр тунă. Халĕ вăл музейре упранать.

Çапăçăва стариксем кăна каяççĕ

Çĕнĕ Мăратри Алексей Шуряшкин фронта 45-ре чухне кайнă. Вĕсен полкĕн паттăрлăхĕ пирки «В бой идут одни старики», «Нелетные», «В зоне особого внимания» фильмсем ÿкернĕ. Алексей Максимович çав геройсенчен пĕрин прототипĕ пулнă. Фронтран таврăннă вăл, анчах халĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Хăй каласа панисем те упранса юлман. Ветерансем фронтрине питех аса илме юратман. Интереслĕ истори чылай. Акă, сăмахран, Николай Моторин пурăннă çурт. Николай Анисимович кинолог пулнă, вăрçăра йытăпа çÿренĕ. Вăйлă пĕр çапăçура темиçе салтак кăна чĕрĕ юлнă. Вилнĕ салтаксен хушшинче виçĕ кун выртнă вăл. Ăна хамăрăннисем патне йытти сĕтĕрсе кăларнă. Вăрçăран таврăнсан вăл «Заря» колхоза ертсе пынă. Ăна самай вăйлатнă. Унăн вăрçа кайма ыйтса çырни те, награда хучĕ те пур. Паттăрĕ пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Ачисем çуртне сутнă, Мускавра пурăнаççĕ. «Фронтра пурнăçа йытă çăлнă» очерк çыртăмăр эпир ун пирки. Тукайра çуралса ÿснĕ Терентий Матвеев юнлă çапăçу хыççăн выртса юлнă. Нимĕçсем ăна вилнĕ тесе шутланă, 2-3 хут та тытса тĕрĕслесе пăхнă. Вара вăл нимĕçсене хыçалтан, тылран пенĕ. Паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. Анчах икĕ уринчен те йывăр аманнăран вăл вилнĕ, вăрманта 12 сехет выртнă. Тăшмана хăваласа янă хыççăн пирĕннисем ăна шыраса тупнă. Пире ача чухне партизанка Лена пирки хывнă юрра юрлаттаратчĕç. Çавăн пек хĕрача чăнах та пулнă. Вăрмар районĕнчен вăл, Елена Степанова. Хăйне нимĕçсем çавăрса илсен вăл граната сирпĕтнĕ. Хăй те вилнĕ, фашистсене те вĕлернĕ», — каласа кăтартрĕ Валентина Анатольевна.

Пралукран — йĕп, тимĕртен — çĕçĕ

Отряд командирĕ Валерия Кузьмина шырав ĕçĕпе кăсăкланма тытăннăранах историк пулма ĕмĕтленет. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.