Комментировать

19 Сен, 2017

«Пăкă» витĕр çул курăнать

Вырсарникун каç еннелле Шупашкара таврăнма тухрăмăр. Тĕттĕмленет — кун пек чух руль умĕнче пушшех асăрхануллă пулмалла. Ку çитменччĕ — çумăр çума пуçларĕ. Вăл вăй илсех пычĕ: акă ĕнтĕ витререн кăна мар, пысăк пичкерен тăкнă пек çăвать — нимĕн те курăнмасть!

Анчах «тĕрĕслев» çакăнпа та вĕçленмерĕ. Елчĕк çулĕ çинчен Ульяновск-Шупашкар трасса çине пăрăнсан тепĕр нуша сиксе тухрĕ. Комсомольскине çитиччен çула тин çеç юсанă. Çĕнĕ асфальт — хуп-хура, разметка ÿкерсе ĕлкĕреймен. Умра — вĕçĕ- хĕррисĕр тĕксĕм анлăш. Ăçта çул, ăçта унăн хĕрри — нимĕн те паллă мар. Юрать, пирĕнтен маларах пĕр машина пырать, унăн габарит çутисем тăрăх ăçталла каймаллине чухлама пулать. Анчах унăн водительне те йывăр ĕнтĕ — асфальта «хыпашласа» кăна малалла куçни куç кĕрет. Тахăш самантра асфальт çинчен тухайса кайрĕ. Телее, хăвăртлăхĕ пысăк мар та — çул айккине сиксе ĕлкĕреймерĕ, руле çийĕнчех сулахаялла пăрнă май хытă çул çине каялла таврăнма пултарчĕ... Комсомольскинчен иртсен тинех çумăр чарăнчĕ, хура пĕлĕтсем сирĕлнĕ май тавралăха та çутă сăн çапрĕ — малалла йĕркеллех кайрăмăр. Çĕрпÿ патне çывхариччен.

Кану кунĕсенче час-часах çул çÿрекенсем Çĕрпÿ кĕперне темиçе çул ылханаççĕ ĕнтĕ. Эрнекун-шăматкун — Канаш еннелле кайнă чух, вырсарникун вара Шупашкаралла килнĕ чух унта çур сехет те пулин вăхăт çухатма тиветех. Кĕперĕн хăрах енне турĕç, тепĕр çурри вара ниепле те пулаймарĕ. Çул тумалли укçана вăрланисем тĕлĕшпе уголовлă ĕçсем те пуçарчĕç, хăшĕсене суд туса хупса та хучĕç, транспорт юхăмĕ Çавал урлă икĕ еннелле çав-çавах хĕсĕк пĕрер йĕрпе çеç каçать — «пăкă» епле ан пултăр!

«Çĕрпÿ пăккипе» нумайăшĕ çырлахма та ĕлкĕрнĕ пуль, анчах вăл кăна мар-çке. Эрнекун каç еннелле е шăматкун ирхине Шупашкартан тухса кайма хăтланса пăхăр-ха — «пăкка» лекетĕрех. Яковлев проспектĕнче те, Вăрнар шосси çинче те. Вырсарникун кăнтăрла хыççăн вара каялла таврăннă май тимĕр шапа хăвăртлăхĕпе хулана кĕме тивет. Вăрнар шоссипе кĕрес тесен ун çине пăрăниччен, Лапсаралла çывхарнă май, ан иккĕленĕр, «пăкă» пулатех. Çул юсанине, çул-йĕр техники ĕçленине кура лару-тăру пушшех кăткăсланать.

Ку — тулашĕ пирки, анчах тĕп хула шалашĕ çинчен те çавнах каламалла. Çук, сăмах Гладков урамĕнче çĕнĕ шкул тунă май унта ирсерен «транспорт купи» пулни тавра кăна мар. Унта ахаль те тăвăрччĕ — юнашарах пысăк пасар вĕт, халь пушшех йывăр теççĕ. Ачисене çĕнĕ чаплă шкулта вĕрентес кăмăллисем нумай, хула администрацийĕн информацийĕ тăрăх, çав шкула çÿрекен 400 ача — Гладков урамĕнчи микрорайонтан мар, Шупашкарăн ытти кĕтесĕнчен. Вĕсенчен нумайăшне ирсерен шкула машинăпа илсе пыраççĕ — пĕр самантра пĕр вырăна çĕр-çĕр автомобиль пытăр-ха, ансăр Гладков урамĕ мар, темле сарлака проспект та чыхăнĕ. Çавна май, ашшĕ-амăшĕ каланă тăрăх, халь асăннă шкул патĕнче машинăсене самантлăха кăна чарăнма ирĕк параççĕ. Ашшĕ-амăшĕн транспорт хатĕрне лартса хăварса ачипе шкула кĕрсе тăма юрамасть. Темиçе вĕрентекен ирсерен дежурствăра-мĕн: автомобиль чарăнать, педагог алăка уçса салонри ачана васкавлăн кăларать — машинăна малалла хăвалать. Тăхтаса тăма вăхăт çук: хыççăнах тата темиçе машина пĕчĕк пассажирсене антарма хатĕрленет вĕт — чăн-чăн конвейер!

Çакнашкал пăкăллă вырăнсем вара Шупашкарта, шел те, пĕрре-иккĕ кăна мар — пайтах. Хулари автопарк пысăклансах пынине кура лару-тăру татах çивĕчленесси куç кĕрет. Çук, влаçсем çивĕчлĕхе сирес тесе нимĕн те тумаççĕ тени тĕрĕс мар пулĕччĕ. Тăваççĕ, çапах мĕн тумаллипе мĕн туни хушшинчи уйрăмлăх ытла та пысăк. Çул-йĕр инфратытăмĕн аталанăвĕ автотранспорт шучĕн ÿсĕмĕ хыççăн ĕлкĕрсе пырайманнине паян республика, тĕп хула влаçĕсем те йышăнаççĕ. Çийĕнчен, авă, Шупашкар администрацийĕ пассажирсене илсе çÿрекен транспорт çÿревĕ тĕлĕшпе йĕрке тăвас тени те вăхăтлăха такăнчĕ — Санкт-Петербургри института хатĕрлеттернĕ проекта пурнăçлама пуçлассине çитес çулхи утă уйăхне хăварма тивнĕ. Татти-сыпписĕр чупакан пĕчĕк маршруткăсен шутне чакарса пысăкрах автобуссене, троллейбуссене «симĕс çутă» парасшăнччĕ, çакă пассажирсемшĕн лайăхрах пулнипе пĕрлех хула урамĕсенчи транспорт юхăмне кăшт та пулин чакармаллаччĕ теççĕ. Çаплаччĕ пуль те — хальлĕхе ĕç тухмарĕ-ха.

Шупашкар администрацийĕ кун пирки калаçу пуçарнă май Хусан тĕслĕхне илсе кăтартать. Унччен çак хула автопаркĕ 2,5 пин «Газельпе» ПАЗикрен тăнă-мĕн. Кăткă йăви пек вĕт! Пĕр килекен маршрутсем йышлă пулнă — 150 таранах. Тутарсем пĕчĕк маршруткăсенчен çине тăрсах хăтăлнă.

Анчах Тутарстан тĕп хулинче çакăнпа кăна çырлахманнине те питĕ лайăх пĕлетпĕр. Шăпах çул-йĕр инфратытăмне аталантарас енĕпе калама çук пысăк ĕç тунă. Хулана кĕнĕ çĕрте кăна мар, шалта та урамсем хĕресленекен чылай вырăнта икĕ шайлă «развязкăсене» хута янă, çавна май транспорт юхăмĕсем пĕр-пĕринпе тĕл пулмаççĕ, светофорсем юхăма чарса тăмаççĕ. Хăй вăхăтĕнче Хусан та пăкăсенче «тăратчĕ», халь вара пачах урăх ÿкерчĕк: унчченхипе хальхи — çĕрпе пĕлĕт пек. Хусан пысăк спорт ăмăртăвĕсене пула аталану валли федерацин пысăк укçине илнине ача та пĕлет те — шел, Шупашкарта универсиада та иртмест, пирĕн тĕнчен футбол чемпионатне те тутарсем пек хатĕрленмелле мар.

Пирĕн вара кÿршĕсене ăмсанмалли çеç юлать-и? Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.