Азербайджанран килнĕ çул çÿревçĕ
Комсомольскинчи 2-мĕш шкулта тăххăрмĕш класра азербайджан хĕрĕ Назрин Джаббарова вĕренет. Вăл вун пилĕк çулта. Çак хĕр ача питĕ çутă та ăшă чунлă пулнине унпа калаçнă май туйса илтĕм. Унăн таса сасси тата савăнăçлă кулли класра уççăн янăрарĕ. Пурнăçĕпе паллашнă май вăхăт иртнине те сисмерĕм. Назрин хĕвеллĕ Азербайджан Республикинчен килнĕ çул çÿревçĕ евĕр туйăнчĕ мана.
Чăваш чĕлхи олимпиадине хутшăнать
Хĕр Мускавра çуралнă. Вăл тăватă çулта чухне çемье Азербайджанри Евлах хулине, ашшĕн тăван çĕршывне, куçса кайнă. Кĕçех Назрин улттă тултарнă, шкула кайма вăхăт çывхарнă. Ăна хатĕрленÿ курсне вырăс ачисем вĕренекен класа янă. Пĕрремĕш класа хĕр ача амăшĕн тăван ялĕнчи, Чăваш Енри Комсомольски районĕнчи Эткерти, шкула кайнă. Виççĕмĕш класа вара Комсомольскинчи 2-мĕш шкула куçнă. Хĕр нумай чĕлхе пĕлет: вырăсла, чăвашла, азербайджанла, акăлчанла, тутарла, турккăлла. Назрин шкулта лайăх вĕренет, химипе, биологипе, чăваш чĕлхипе районти олимпиадăсене тăтăшах хутшăнать. Унсăр пуçне ача-пăча искусствăсен шкулне пиллĕкмĕш çул çÿрет, пĕччен юрласа ăнăçусем тăвать, фортепиано та калать. Хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарма сцена çине час-часах тухать вăл. Халăхсен "Урмай-залида" фестивалĕнче юрласа çĕнтерÿçĕсен йышне те кĕнĕ. «Эпĕ сцена çинче чăваш юрри шăрантарма пуçларăм. Залри çынсем çакăнтан питĕ тĕлĕннине кайран мана пĕлĕшĕм каласа кăтартрĕ. Пурте эпĕ тутарла юрласса кĕтнĕ иккен», — терĕ хаваслăн Назрин. Республика кунĕнче, çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, вăл Раççейри пин ачаран тăракан хор йышĕнче юрланă. Унта каймашкăн Комсомольски районĕнчен вунă ачана суйланă. Пĕтĕмпе Шупашкара вăтăр икĕ регионтан ачасем хорта юрлама килнĕччĕ. Назрин питĕ пăлханнă, анчах унта хутшăнма тивĕçнĕшĕн питĕ мăнаçланать вăл.
Çăтмахри илем
Чăваш Распубликинче те тăван сахал мар унăн, анчах Азербайджанра тата та нумайрах. Аслашшĕпе асламăшĕ питĕ кĕтеççĕ вĕсене. Назрин каланă тăрăх, унти çынсем питĕ тарават, урамра пурте пĕр-пĕрне паллаççĕ, сăмах чĕнмесĕр иртмеççĕ. Тавралăх илемĕ куçа йăпатать. Хĕвел хĕртсе пăхать, тĕрлĕ улма-çырла илĕртет. Çăтмахри пек илем хуçаланать унта. Хĕр ача иçĕм çырлипе гранат сĕре юратать. Унсăр пуçне тусемпе тинĕс пурри килĕшет ăна. Унта рехетленсех шыва кĕреççĕ. Баку хулине час-часах кайнă вĕсем, унта Каспи тинĕсĕнче чăмпăлтатнă.
Азербайджансен кухни питĕ пуян. Назрин та а м ă ш ĕ п е н а ц и а п а т н е пĕçерме юратать. Паллах, вĕсене хатĕрлеме çăмăл мар, чăтăмлăх кирлĕ. Джаббаровсем долмана тата типĕ улма-çырларан янтăланă плова килĕштереççĕ. Амăшĕпе кукамăшĕ пылак çимĕç хатĕрлеме юратаççĕ, час-часах тăванĕсене хăнана чĕнеççĕ. Назрин та шекербура тата пахлава тума пулăшать.
Новрузчен кивçене татмалла
А з е р б а й д ж а н с е м мă сăльман тĕнне пăхăнаççĕ. Çавăнпа уявĕсем пирĕннисенчен уйрăлса тăраççĕ. Çуркунне вĕсем Новруз Байрам паллă тăваççĕ. Вăл «çĕнĕ кун» тесе куçать. Çак уяв умĕн вĕсем çĕрĕн пĕчĕк лаптăкĕ çине тулă акаççĕ. Новруз çитсен вара хĕрлĕ хăюпа çыхаççĕ, вăл çĕнĕ пурнăçа кĕтсе илнине пĕлтерет. Килти сĕтел валли типĕ улма-çырла, мăйăр, гранат илеççĕ. Çăмарта, пылак япаласем тата ытти çимĕç пĕçерсе тултараççĕ. Уявччен килте тирпейлемелле, кивçене парса татмалла. Каçхине вара пурте кăвайт урлă сикеççĕ. Тата вĕсен Рамадан пур. Ун чухне типĕ тытмалла, хĕвел ларсан çеç çиме тата ĕçме юрать. Назрин хăй типĕ тытса курман, унăн тăванĕсем ку йăлана çирĕп пăхăнаççĕ-мĕн. Малалла вулас...