Комментировать

14 Сен, 2017

Канаш хĕр ачи Максим Галкинпа тупăшрĕ

Раççей телевиденийĕн Пĕрремĕш каналĕнче Максим Галкин ертсе пыракан «Лучше всех» кăларăма хутшăнакан ача-пăчан тавçăрулăхне пин-пин çын пăхса тĕлĕнет. Кунта 3-12 çулсенчисем хăйсен пултарулăхĕпе куракана савăнтараççĕ. Спортра, наукăра, юрă-ташăра, ытти енпе пултаруллисем, фокус кăтартма ăстаскерсем, сăмахшăн кивçене кайманскерсем хăйсемпе паллаштараççĕ. Кашни вырсарникун шăпăрлансем талантне куракан патне çитереççĕ, хăйсем чи маттур пулнине çирĕплетеççĕ.

Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнчи эфирта Канаш хулинчи 1-мĕш шкулта иккĕмĕш класра ăс пухакан Мария Хушкина кăларăм хăнисенчен пĕри пулчĕ. Амăшĕпе Татьянăпа пынă вăл унта. Хĕр ача пĕлтĕрех кунта çитме ĕмĕтленнĕ. Унта хутшăнма вĕсем анкетăри ыйтусене хуравланă, йыхрава икĕ уйăх кĕтнĕ.

— Пирĕн студире галактика чемпионки, географи атласĕн хуçи, питĕ хÿхĕм чиперкке Мария Холкина! — Максим Галкин çапла пĕлтерсен хĕр ачан амăшĕн чĕри епле тапрĕ пуль. Мария хуласене пĕлнипе тĕлĕнтерме тĕллев тытнă. Çапла килсе тухрĕ те. 420 хула ятне пĕлнине пытармарĕ вăл.

— Ç а к ă н ч у х л ĕ х у л а н а ă ç т а н пĕлетĕн? — кăсăкланчĕ телешоу ертÿçи. Хĕр пĕрчин шăнкăр-шăнкăр сасси пĕтĕм зала салансан ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлекен Максим Галкин шÿтлемесĕр чăтаймарĕ. — Сана çуралсанах географи карттипе чĕркенĕ пуль?

Шÿт шÿтпе те, анчах Мария хăй чи маттуррине çирĕплетме çитнĕ-çке студие. Хула ячĕсене ăмăртмалла тупасси пĕртте çăмăл мар. Амăшĕ каланă тăрăх, Мария килте аслисемпе — ашшĕ-амăшĕпе, аслашшĕ-асламăшĕпе — час-часах вылять. Чылай чухне вĕсене йывăр лару-тăрăва кĕртсе ÿкерет: сайра тĕл пулакан сас паллирен пуçланаканнисене тупса калать.

— Варшава, — пуçларĕ Максим Галкин.

— Акапулько, — юлмарĕ Мария.

— Оттава.

— Амстердам.

— Мурманск…

Хĕр ача шоу ертÿçине ура хучĕ те: ы сас паллирен пуçланакан хула ятне Максим Галкин калаймарĕ.

— Ыспарта! — хуравларĕ уншăнах шăпăрлан. — Ку хула Турцире пур!

Мария Хушкина малаллах тупăшрĕ. Ë сас палли патне черет çитсен хĕр пĕрчи телешоу ертÿçине çăмăллăнах çĕнтерчĕ, лешĕ ăна тем пек арпаштарма тăрăшсан та. «Ун пек хула çук! Тĕрĕсси — Ëлëтен — Туркменире!» — пат татрĕ вăл ахăлтатса. Хăюллăскер хăйне сцена çинче çăлтăр пекех туйрĕ. Туймасăр! Тавçăруллă та маттурскер çĕр чăмăрĕ çинчи хăть те хăш хулана çăмăллăнах асăнать вĕт. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.