Патшалăх сусăра ал çавăрма пулăшать
Çак эрнере Правительство çуртĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин коллегийĕн ларăвне ирттерчĕ. Унта ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, министерствăна пăхăнакан ведомство ертÿçисем хутшăнчĕç. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухнă май сусăрсене ĕçпе тивĕçтересси, информаци çĕнĕ технологийĕсемпе анлăрах усă курма пуçласси тавра, сывлăха çирĕплет-мелли çуллахи кампанин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕ, социаллă тÿлев çинчен калаçрĕç.
ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев патшалăх сусăрсене ĕçе вырнаçмашкăн пулăшнине палăртрĕ. Çавна май саккуна çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, республикăра 84,9 пин сусăр пурăнать, çакă — пĕтĕм халăхăн 7 проценчĕ. Вĕсенчен 26,6 пинĕшĕ — ĕçе юрăхлă ÿсĕмрисем. Çак йышран 8,8 пине яхăн çын ĕçлеме пултарать.
Раççей Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин 2016 çулхи чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн кăçал пирĕн республикăра 7687 инвалида ĕçпе тивĕçтерме палăртнă. Сăмах май, 2016 çулта Чăваш Енри 8151 сусăр ĕçленĕ. Хальлĕхе 6045-шĕн ĕç вырăнĕ пур. Ку енĕпе Çĕмĕрлери /планпа — 252, ĕçлеççĕ — 214/, Шупашкарти /2945 — 2317/, Улатăрти /278 — 207/ кăтарту республикăри вăтам шайран пысăкрах. Улатăр /планпа — 244, ĕçлеççĕ — 77/, Элĕк /141 — 53/, Çĕмĕрле /99 — 42/ районĕсенчи лару-тăрăва вара лайăхлатмалла.
Сергей Петрович ăнлантарнă тăрăх, халĕ ĕçпе тивĕçтерекен центр сусăрпа хăех çыхăнать: кăмăл пуррисене вырăн сĕнет, вĕренме ярать, психологи тата патшалăх пулăшăвĕ парать.
Инвалидсен вакансийĕсен банкĕ çĕнелсех пырать. Ăна медицинăпа социаллă экспертиза бюровĕн учрежденийĕсене çитереççĕ. Çакă реабилитаци тата абилитаци уйрăм программине хатĕрленĕ чухнех ĕç сĕнме май парать.
Хальхи вăхăтра республикăри 300 ĕç вырăнне сусăрсем йышăнма пултараççĕ. Вакансисен «Раççейри ĕç» базинче кашниех хăйне килĕшекеннине суйласа илме пулать.
Республикăра «Чăваш Енри сусăрсем валли ĕç вырăнĕ квотăласси çинчен» хушу пурнăçланнине палăртса хăвармалла. Унпа килĕшÿллĕн 100 ытла çынлă организацире сусăрсем валли 2 процент квота çирĕплетмелле. 35-100 çын вăй хуракан предприятире ку кăтарту 1,5 процентпа танлашать. Кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри 1161 организацире 2546 ĕç вырăнĕ пăхса хăварнă. Квота шучĕпе 2308 сусăр хăй суйланă çĕрте вăй хурать.
Правительство шайĕнче сусăрсем валли ĕç вырăнĕсен шутне çирĕплетни — патшалăхăн черетлĕ пулăшăвĕ. Çавна май 2017 çулта кăна 295 организацире 334 ĕç вырăнĕ хатĕрлеме планланă.
Инвалидăн ĕç вырăнне ятарлă оборудованипе тивĕçтернине тĕрĕслесе тăнине, çак хăтлăха сыхласа хăварма тăрăшнине палăртмалла. 2010-2015 çулсенче, тĕслĕхрен, çакнашкал 720 вырăн хатĕрленĕ. Унта халĕ 402 сусăр вăй хурать. Организаци хупăннине пула 265 вырăна пĕтернĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр хатĕр 53 вырăна çын шырать.
Коллективăн 50 проценчĕ инвалид пулсассăн предприятие ĕç вырăнĕсене сыхласа хăвармашкăн республика хыснинчен укçа уйăраççĕ. Çак тĕллевпе 2017 çулта 5 организацие 1,4 миллион тенкĕ куçарĕç.
«Халăха ĕçпе тивĕçтерессине витĕм кÿресси» патшалăх программине «Çамрăк инвалид професси пĕлĕвĕ илнĕ тата ĕçе вырнаçнă чухне унпа пĕрле çÿресси» çум программа хушнине асăнса хăварас килет. Ăна пурнăçа кĕртмешкĕн кăçал 891,5 пин тенкĕ пăхса хăварнă.
Пĕтĕмĕшле, 2017 çулхи кăрлач-утă уйăхĕсенче 736 сусăр ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу шыраса пынă. 518-ĕн ыйтăвне татса панă. Малалла вулас...