Комментировать

7 Сен, 2017

Чăваш Енри доярка Раççейре чи лайăххисен шутне лекнĕ

Авăн уйăхĕн 4–6-мĕшĕсенче Мордва Республикинче машинăпа ĕне сăвакан операторсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕ иртрĕ. Аса илтерер: унта хутшăнакан 60 регионти доярсемпе дояркăсене 31 çынтан тăракан жюри хакланă. Çав шутра Чăваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствин выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес тата ӑратлӑха ӳстерес енĕпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Мясникова та пулчĕ.

Халĕ çĕнтерÿçĕсем те паллă. Шел те, Чăваш Ен чысне хÿтĕленĕ Тăвай районĕнчи «Акконд-агро» операторĕ Екатерина Георгиева пĕрремĕш вырăна тухайман. Çапах та вăл чи пултаруллă вунă оператор шутне лекнĕ. Ăмăртура Мордва Республикинчи "Новотроицкая" агрофирмăри Людмила Семенкина çĕнтернĕ, ăна «Лада Гранта» автомобильпе (сăн ÿкерчĕкре) чысланă.