Раççейри ĕне сăвакансене Чăваш Енри специалист хаклать

Çак кунсенче, авăн уйăхĕн 4-6-мĕшĕсенче, Мордва Республикинче машинăпа ĕне сăвакан операторсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕ иртет. Кăçалхипе 26-мĕш хут йĕркеленĕ ăмăртăва пирĕн республикăри доярка та хутшăнать. Чăваш Ен чысне хÿтĕлеме республикăри конкурсра çĕнтернĕ Тăвай районĕнчи «Акконд-агро» операторĕ Екатерина Георгиева тивĕçнĕ.

Раççейри дояркăсен пултарулăхне пирĕн республика представителĕ те хак парĕ. Раççейĕн 60 регионĕнчен пухăннă ĕне сăвакансен тăрăшăвне пахалакан 31 çынлă жюри йышĕнче Чăваш Енри Ял хуҫалӑх министерствин выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес тата ӑратлӑха ӳстерес енĕпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Мясникова та (cap.ru порталти сăн ÿкерчĕкре сулахайран пиллĕкмĕшĕ) пур. Светлана Николаевна - ял хуçалăхĕнче чăннипех те пуян опыт пухнă специалист. Вăл Шупашкар район администрацийĕнчи ял хуçалăх пайĕнче чылай çул тĕп зоотехникра ĕçленĕ, дояркăсемпе техник-осеменаторсен районти конкурсне йĕркелеме тке ун чухне вăл вĕçĕмех хутшăннă.

Вера ТИТОВА. Gov.cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас